«Пире мĕн лекĕ?»
26 Mar, 2014 | Культура

Ĕпхÿ мэрийĕ 2013 çулхи кĕркунне Чăваш вырсарни шкулĕ вырнаçнă кермене, XIX ĕмĕрте хута янăскере, сутма шухăш тытни, 2014 çулхи нарăс уйăхĕнче иртнĕ аукционра Нефтекамск бизнесменĕ çĕнтерни, çурта тара илни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Администрацин çурт авари хăрушлăхĕ кăларса тăратнăран çак утăма тума тивнĕ. Суту-илÿ килĕшĕвĕпе усламçăн авалхи кермене хăйĕн укçи-тенкипе юсаса çĕнетнĕ хыççăн 187,7 тăваткал метра Чăваш вырсарни шкулне памалла. Ытти лаптăк çинче унăн офиссемпе суту-илÿ вырăнĕсене уçма ирĕк пур.

Хальхи вăхăтра Ĕпхÿ чăвашĕсене юсав ĕçĕсене пурнăçланă тапхăрта шкулăн урăх çĕре куçма тивни пăшăрхантарать. «22 çул чăваш ачисемпе ашшĕ-амăшĕ кунта тăван киле килнĕ пек çÿрерĕ. Сывлăшĕ те расна ку çуртра, таса та уçă, - тет ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председателĕ Алиса Федорова. - Кунта Ĕпхÿ тата мĕн пур Пушкăрт чăвашĕн чунĕ пурăнать. Аслă çутта кăларуçă Павел Миронов витĕмĕ сисĕнет. Пире кунтан хистесех куçарсан чылайăшĕ ачисене Чăваш вырсарни шкулне илсе çÿреме пăрахать. Çакă ачасене чăваш культурине, тăван халăх йăли-йĕркине вĕрентме чăрмантарасси куç кĕрет».

Ĕпхÿ чăвашĕсене юсав ĕçĕсем хыççăн «мĕн лекме пултарасси те» канăçсăрлантарать. «Планпа пăхнă тăрăх - пире туалетсен çывăхĕнчи пысăках мар лаптăксене уйăрса параççĕ. Хула влаçĕ саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлама тивĕç юсав ĕçĕсем пирĕншĕн хакла лармĕç-ши?» - теççĕ вĕсем.

 

А. ТИМОФЕЕВА