Пире инвестици сывлăш пек кирлĕ
Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртĕ.
Вĕсен «Атăл-Янцзы» форматне РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн тата Китайăн экономика, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари хутшăнăвĕсене вăйлатма хушнине тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен те малаллах кайнине палăртас килет. Паянхи кун тĕлне вăл — Чунцин, Сычуань, Аньхой, Хубэй провинцийĕсемпе, муниципалитетсен шайĕнче Шупашкар Аньцин тата Цзилинь хулисемпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшĕве алă пуснă.
Çывăх вăхăтрах ăна Чăваш Ен — Хунань тата Цзянси провинцийĕсемпе, Шупашкар Хэфэй хулипе çирĕплетме палăртнă. Ку тĕллевсем пархатарлă, шанăç кÿреççĕ. Муниципалитетсен хушшинче килĕшÿ тăвассипе Шупашкар малта, Пăрачкав районĕ иккĕмĕш вырăнта. Çум курăк хуплакан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртеймен, промышленноçа питех модернизацилеймен районсен ăна чи малтан çирĕплетмелле мар-и?
Китай тата Раççей пĕр-пĕрин экономикине диверсификацилеме тĕллев лартнипе усă курса пирĕн муниципалитетсен хĕвел тухăç Азирен инвестици илмеллех. Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем халăх итлевне ирттерсе «Чăваш Ен-Сычуань» АСИК» общество выльăх ĕрчетекен комплекс тата сĕте тирпейлекен завод тума сĕннĕ проекта хирĕçлерĕç. Ăна Пăрачкав районĕнче йышăнчĕç, общество 10 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма, выльăх шутне 8-10 пин пуçа çитерме, кашни талăкра 400 тонна сĕтрен юр-вар хатĕрлеме, 200-300 ĕç вырăнĕ туса пама палăртнă. Паян унта 30 çын ытла вăй хурать ĕнтĕ. Манăн хăшĕ-пĕринпе курса калаçма тÿр килчĕ, шалу лайăх тата вăхăтра панинчен тĕлĕнсе пĕлтерчĕç. Производствăна вăйлатасси çинчен питех шухăшламан районсем хăйсен çумне инвесторсене çыпăçтараймасан ÿсĕм çулĕ çине тăмаллине лайăх ăнланакан муниципалитетсем туртса илеççех.
Китай Раççейре туса кăларакан, ял хуçалăхĕнче туса илекен продукци пĕтĕмпех пахалăх стандарчĕсене тивĕçтермест, этем организмĕшĕн сиенлĕ теме пултараймастпăр. Ăна Роспотребнадзор, Россельхознадзор, патшалăхăн ытти органĕсем тĕрĕслеççĕ, тивĕçтермесен явап тыттараççĕ. Паллах, çак мерăсем Китай компанийĕсене те паха продукци хатĕрлеме хистеççĕ.
Республикăн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Ен продукцине Раççей тулашĕнче туянакан çĕршывсен ретĕнче Китай тăваттăмĕш вырăнта /ытти вун-вун патшалăх хушшинче лайăх кăтарту/. Импорт тавара республикăра йышăнассипе Китай — пĕрремĕш.
Китайпа Чăваш Енĕн тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕн калăпăшĕ /укçа-тенкĕпе илсен/ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 31,5% пысăкрах пулнă. Импорт 30% хушăннинчен ытла экспорт 1,6 хут ÿсни савăнтарать. Çав калăпăш иртнĕ çул 2016 çулхинчен 43,9% хушăннă! Паллах, çак цифрăсем тулаш суту-илÿ вăйланса пынине çирĕплетеççĕ. Вăл татах сарăлма пултарнине палăртаççĕ Чăваш Ен тата Китайри асăннă провинцисемпе хуласен ертÿçисем.
Инçетри туссене Раççейре инвестици хывса производство йĕркелеме меллĕ магистральсем кирлĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Китай компанийĕсене тивĕçтерет: республика урлă федераци автотрасси тата чукун çул иртеççĕ, региона промышленноç центрĕсемпе çыхăнтараççĕ. Апла пулсан продукцие вырнаçтарма рынок анлă.
Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен виççĕмĕш ларура канаш çум председателĕсем, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмах калĕç, федерацин Атăл тăрăхĕнчи, Китайри регионсем тата Чăваш Ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿсем çирĕплетĕç. Çумпредседательсем, канашăн яваплă секретарĕсем, регионсен тата компанисен представителĕсем экономика, суту-илÿ, гуманитари, наукăпа техника çыхăнăвĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. Килĕшÿсем туса Чăваш Енпе Китайăн тулаш суту-илÿ çаврăнăшне ÿлĕм иртнинчен пысăклатма, Китай инвесторĕсем республикăна инвестици хывма тĕллев лартасса питĕ шанас килет.
РФ Президенчĕ икĕ енĕн суту-илÿ çаврăнăшне сарса, Китай компанийĕсене çĕршывра инвестици çуллен ытларах хывма май туса производство калăпăшне ÿстерме ыйтать. Владимир Путин Китай тĕлĕшпе тытса пыракан экономика политики Раççей халăхĕсен интересĕсене тивĕçтерет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата унăн команди ăнăçсăр тĕлпулу-калаçăва, ытти чăрмава пăхмасăр /ĕçлĕ хутшăнусенче ун пекки те пулать-тăр/ пĕр-пĕрин хушшинчи суту-илĕве лайăхлатассишĕн, Китай инвесторĕсене Чăваш Ене илĕртсе çĕнĕ производство пуçлассишĕн 2013 çултан пуçласа ывăнма пĕлмесĕр малаллах талпăнни савăнтарать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Комментари хушас