Пире хавхалантаракансем — офицерсем!

27 Юпа, 2016

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Таня Иванова мĕн пĕчĕкренех сенкер экранпа кадетсем çинчен кăтартакан кăларăмсенчи яшсемпе хĕрсене пăхса ăмсаннă. «Манăн та çавнашкал тумпа шкула çӳрес, вĕрентекенсене çитĕнӳсемпе савăнтарас килет», — тесе пĕрре мар ĕмĕтленнĕ вăл.

Çунатлă ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Çиччĕмĕш класра ытти вĕренекенпе пĕрле кадетсен йышне кĕчĕ. Ăна вара, хастарскере, ушкăн командирне суйларĕç.

Нумай пулмасть «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсем Çĕмĕрлере республикăри кадетсен ăмăртăвне йĕркелерĕç. Унта та хаваспах хутшăнчĕç Мăн Явăшсем. Хăйсен ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăна тухса шкул чысне тивĕçлĕн хӳтĕлерĕç.

— Манăн çар çынниех пулас килет. Пирĕн шкулта офицерсем час-час паттăрлăх урокĕсем ирттерни, тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерни хавхалантарать те, çунатлантарать те. Уйрăмах Эрик Васильевич Васильев полковника пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Вăл та хăй вăхăтĕнче Мăн Явăш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ-çке. Унăн ăса вĕрентсе каланă сăмахĕсем пирĕншĕн ылтăн евĕрех хаклă, — çирĕплетет кадетсен хастар командирĕ.

Алина Гордеева та кадетсен йышне лекме пултарнишĕн чунтан савăнать.

— Мана улттăмĕш класра вĕренекен Руслан шăллăм та ăмсанать. «Аппа, манăн та сирĕн пекех кадет пулас килет. Тĕрлĕ ăмăртăва çитĕттĕм эпĕ те, сирĕн пекех. Вĕсен тумĕ те куçа илĕртет. Ăна тăхăнсан вĕренӳре те, спортра та, ытти обществăлла ĕçсенче те хастар пулмалла», — тет тăтăшах. Унăн сăмахĕсемпе килĕшетĕп, тĕрĕсех калать вăл, — тет «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан Алина. — Ăс-тăна ытларах аталантарас тесен хаçат-журнал, кĕнеке чылай вуламалла. Эпир шăллăмпа вара «Тантăшпа» çывăх. Юратнă кăларăмпа эпĕ виççĕмĕш класранпах туслă. Республикăри хастар ачасем пирки çырнине, вĕсем хăйсем те материалсем шăрçаланине вулама хапăл эпир. Хам та сăвăсем çырма пуçăнтăм, анчах, шел те, пĕрне те редакцие ярса паман. Альбомрах упранаççĕ паянхи куна. Тен, хăçан та пулин «Тантăшра» кун çути те курĕç-ха.

...Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ. Тăххăрмĕш кадет класĕн хастарĕсем тулли кăмăлпа урока васкарĕç...

Элиза ВАЛАНС.

Вăрнар районĕ,

Мăн Явăш.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.