Пире "Буш пĕççи" те, поляк улми те кирлĕ мар!

9 Авăн, 2014

Хамăрăнах тутлă, сиплĕ

Ют патшалăхсем пирĕн çĕр-шыва хирĕç санкцисем йышăнни Раççей, Чăваш Ен Правительствисенче ĕçлекенсене хытах шухăшлаттарать. РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев "Ведомости" хаçата панă интервьюра Раççей ял хуçалăхне аталанма пулăшмашкăн вун-вун млрд тенкĕ уйăрассине палăртнă. Çавна май эпир хамăра тăрантармалăх çеç мар, экспорта кăлармалăх та ял хуçалăх продукцийĕ туса илме тытăнатпăр. Пирĕн çĕр нумай. Тĕнчери сухалакан мĕн пур лаптăкăн 9 процентне Раççей йышăнать. Мĕншĕн урăх çĕр-шывсенчен кÿрсе килнĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана çимелле-ха пирĕн?

Кăçал республикăра пахча çимĕç лайăх çитĕннĕ. Çĕр улмин тухăçĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çанталăк лайăх тăрсан вăл самаях тухмалла.

Ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем туса илекен çимĕçе хула халăхĕ йÿнĕрех хакпа тата çителĕклĕ туянма пултартăр тесе ЧР Ял хуçалăх министерстви республикăра çулленех суту-илÿ вырăнĕсем йĕркелет.

Кăçал "Кĕр мăнтăрĕ-2014" ярмăркка Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче çурлан 23-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă, Çĕнĕ Шупашкарта - 30-мĕшĕнчен. Çавăн пекех район центрĕсенчи пасарсенче те хресчен хăйĕнчен ытлашши пахча çимĕçпе улма-çырла сутать.

Шупашкарта хăйĕнче кăна ял хуçалăх таварĕ сутакан пасар, çавăн пекех урамсенче йĕркеленĕ суту-илÿ вырăнĕ темиçе те.

Кану кунĕсенче Çĕнĕ-кăнтăр микрорайонти "Шупашкар" пасарта пултăм. Пĕр фермер мăшăрĕпе Елчĕк районĕнчен "Любава" сортлă çĕр улми тиесе пынă, таварне пахаласа мухтаса пĕтереймест. Иккĕмĕш çăкăр килограмĕ 11 тенкĕ тăни çинчен пĕлтерчĕ.

- Хаклă мар-и? - тетĕп. - Николаев космонавт урамĕнче темиçе кун каялла çеç 8 тенкĕпе сутатчĕç.

- Паян унта та çав хаках, - терĕ сутуçă. Унтан сăлтавне уçăмлатрĕ: "Ял хуçалăх предприятийĕсем юлашки кунсенче çумăра пула хире тухаймаççĕ, техника путать. Çавăнпа пасара çĕр улми унчченхинчен сахалрах килет".

"Кăр мăнтăрĕ" ярмăркка вăхăтĕнче пахча çимĕçе чи пĕчĕк хакпа сĕнекенни Николаев космонавт урамĕнче вырнаçнă. Çавăнпа тунти кун унта ятарласа çитрĕмĕр.

Кăнтăртан арпус, дыня, помидор нумай кÿрсе килнĕ. Арпуспа дыня пирĕн патăмăрта çитĕнеймеççĕ. Уçă вырăнта ÿсекен пăмитурăн та вăхăчĕ иртсе пырать. Çавăнпа ăшă енчен кÿрсе килни халăха кирлех ĕнтĕ. Ытти - хамăрăн çимĕç. Хаксемпе паллашрăмăр. Çĕр улми - 10, купăста - 5,5, кишĕр - 12 тенкĕ. Автомашина пулсан михĕпех туянма пулать. Алăпа йăтма çĕр улмине - 10, сухана 5 килограмм кĕрекен сеткăсене вырнаçтарнă. Ĕç кунĕ те - çын йышлах марччĕ, анчах шăмат тата вырсарни кунĕсенче кунтан халăх татăлманни çинчен пĕлтерчĕç сутуçăсем.

Сутакан хаклăрах ыйтасшăн, туянакан хака чакарттарасшăн. Çынсем "иккĕмĕш çăкăра" хĕл каçмалăх саппас туянасшăн. Çавăнпа вĕсене вăл тепĕр хут йÿнелесси кăсăклантарать.

Рынок саккунĕнчен иртеймĕн. Тавар нумай чухне йÿнелет, сахаллансан - хакланать. Пасарта хак йĕркеленесси çанталăкран та килчĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" кăларма йĕпе-сапа чăрмантарчĕ.

Синоптиксем ку эрне уяр та ăшă пуласса каларĕç. Апла пулсан ялсенчен хулана пахча çимĕç ытларах турттарĕç, çавна май хак каллех чакĕ. Пĕр-пĕр хуçалăха кайса ана çинчен йÿнĕпех туянма та май пур.

Çĕр ĕçченĕн вара тупăш илес, ял хуçалăх предприятине малалла аталантарас килет. Хĕлле, çуркунне хак пысăкраххине кура çимĕçе управа тултарать, ытлашшине çеç сутлăха кăларать. Кĕсьере кĕмĕл хушăнтăр тесе пасара илсе тухать. Хула çыннин кĕркунне саппас хатĕрлесе юлмаллах.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ