Пĕр пинрен иртнĕ

Иртнĕ эрнери кăтартусем тăрăх – çулталăк пуçланнăранпа республикăри 11 ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕнерен 1000 кг ытла сĕт сунă. Комсомольски районĕнчи "Асаново" тата "Рассвет" кооперативсенче вăтамран 1450 тата 1036 кг суса илнĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Смак-Агро" пĕрлешÿре – 1153 кг, Муркашри Суворов ячĕллĕ хуçалăхра – 1011 кг, Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирмăра – 1120 кг. Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра", "Родина", Елчĕк тăрăхĕнчи "Прогресс", "Яманчурино", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсем те палăрнă.

Чăвашстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿл-лĕн республикипе кашни ĕнерен вăтамран 663 кг сĕт сунă (пĕлтĕрхинчен 21 кг ытларах).

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.