Пин хут илтиччен...

Чăваш Ен федерацин «Чĕрĕ уроксем» проектне сăнавлă регион пулса хутшăнать.

Ача чухне çул çÿрени кирек камăн асĕнче те ĕмĕр манăçми асаилÿсем хăварать. Ан тив, ушкăнпа кÿршĕ яла е района кăна çитсе кур — çулсем иртсен те манăçми мыскара е кăмăллă самант пулатех. Акă хамăн шкул тапхăрĕнче Волгоград, Мускав, Чĕмпĕр хулисенче хаваслă та пуян турпа пулма тÿр килнĕшĕн хĕпĕртетĕп: пĕрле вĕренекен туссем çул çÿрени хамăр тĕллĕн тухса çÿренинчен чылай кăсăкрах-çке! Ачалăхри çавнашкал турпоходсен вăхăтĕнче пĕр пĕлÿ çуртне сукмак такăрлатакансен туслăхĕ те çирĕпленет. Çулçÿревсенчен яланах хавхаланса таврăнаттăмăр. Тавракурăм анлăланни те куçкĕрет. Курни-илтни асра çирĕп çырăнса юлтăр тесе вĕрентекенсем çулçÿрев çинчен сочинени çыртаратчĕç те — пĕтĕм кăмăлтан шăрçалаттăмăр. Мускавра Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илни, кăрлачăн пĕрремĕш кунĕнче «Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ» комплексра экскурсире пулнă май шурă лашасене кÿлнĕ çуна çине ларса ярăнни çинчен еплерех хавхаланса чуна уçнăччĕ тата!

Ача чухнехи ырă шухăш-туйăм хăварнă самантсене ăнсăртран аса илсе ăшри кăмăла вулаканăмпа ахальтен пайламарăм. «Чĕрĕ уроксем» федераци проекчĕ хута кайни вĕренÿ тытăмĕнчи чи ырă пуçарусенчен пĕри шăпах вĕренекенсем çулçÿревсенче ăспа та, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те пуянланни пулнине çирĕплетни мар-и? Шкул ачисем регионсене çитсе курнă май çĕршывăн историне куç умне чылай объективлăрах кăларĕç. Çакнашкал усăллă проекта хутшăнакан сăнавлă субъектсенчен пĕри Чăваш Ен пулни савăнтарать. Пуçару ăнăçлă хута каяс-тăк чăваш çĕрĕ туризм лапамне чăннипех çаврăнĕ-и тен?

Пĕр уйрăмлăха шута илмеллех: проект ачасене хавхалану-киленÿ кÿрессипе кăна çыхăнман, пĕлÿ парас тĕллевпе пуçарнă ăна. Кун пирки Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ведомство шайĕнче иртнĕ канашлусенчен пĕринче çирĕплетсе каларĕ. Паллах, маршрутсем шкул ачисене чăннипех кăсăклантарччăр тесен вĕсем содержанипе те пуян пулма тивĕç, куçа тата чуна илĕртекен вак-тĕвекпе хăюллăнах усă курмалла. Чăваш Ен пирки çĕр пин юрăллă, çĕр пин сăмахлă, çĕр пин тĕрĕллĕ çĕршывăмăр тетпĕр те — хамăрăн иксĕлми пуян культурăпа килен-каян хăнасене тыткăнлама нивушлĕ пултараймастпăр? Ан тив, тĕрлĕ регионра пурăнакан ачасем кăна мар, вĕсемпе пĕрле ертÿçĕ пулса çула тухнă çитĕннĕ çынсен те чăвашсен тĕп хутлăхĕ çинчен ырă шухăш-кăмăл кăна юлтăр.

Çамрăк туристсене курма сĕнмелли объект самаях-ха пирĕн: Шупашкар хули пуçланса кайнă вырăн, музейсем, парксем, чиркÿсем... Кусем — çулçÿревçĕсене паллашма сĕнекен хăнăхнă культура палăкĕсем. Анчах пĕлÿ паракан туризм маршручĕ йăлана кĕнĕ объектсемпе кăна чикĕленмĕ. Пирĕн республикăри производство енĕпе малта пыракан предприятисене мĕншĕн кĕртсе кăтартас мар? Хальхи саманара, ĕç профессийĕсен ят-сумне çĕклеме тăрăшакан тапхăрта, кунашкал экскурсисем шăпах вырăнлă пулĕç. Тепĕр тесен предприятисемшĕн хăйсемшĕн те усăллă çакă — ятарласа йĕркелемесĕрех пулакан реклама.

— Çавнашкал экскурсисене ютран килекен туристсем валли çеç мар, хамăрăн вĕренекенсем валли те йĕркелеме тытăнатпăр. Вĕренĕве паян практикăпа тачă çыхăнтарасси — пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе «Уçă турникетсен кунĕсем» хута кайĕç, — ăнлантарать вĕренÿ министрĕ В.Иванов.

Пин хут илтиччен пĕр хут курни лайăхрах тени — тĕрĕсех. Асăннă проект та авалхи каларăша тÿрре кăларасса шанатпăр.

Ирина ИВАНОВА

 

Ирина ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.