Пичет - халăх сассин янравĕ
1906 çул, кăрлачăн 20-мĕшĕ. Çĕрле, Хусанти хальхи Чернышевский урамĕнчи 5-мĕш çурт, иккĕмĕш хут. Шăматкун Николай Никольский «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕн полосине юлашки хут вуласа тухнă. Кĕçех калăпланă тăхлан шăранчăксене — чăваш кун-çулĕнчи халиччен пулман ахах-мерченне — тĕп типографие леçнĕ. 1500 экземпляр!
Çапла пуçланнă чăваш халăх хаçачĕн кун-çулĕ. Николай Васильевич хаçатăн тĕп тĕллевĕсене çапларах палăртнă: «Чăвашсем нумайăшĕ: «пире чăвашла хаçат кирлĕ, мĕншĕн тесен эпир вырăсла пĕлместпĕр, вырăслине вуласан та ăнланаймастпăр», — теççĕ. Тата: «тĕнчере мĕн-мĕн пулнине чăвашла хаçат тăрăх пĕлесчĕ» теекен те пур. Çапла ĕнтĕ чăвашсем хăйсемех чăвашла хаçатшăн çунаççĕ. Чăнах та хаçатсăр пурăнма йывăртарах. Ырă курса пурăнас теекен халăхсен пурин те пĕр хаçат мар, вуннă, çитмĕл, çĕр хаçат та тухать. Араб ятлă халăх хăй йышлах мар пулин те, хăйĕн чĕлхипе темиçе хаçат кăларать. Хаçат тăрăх арабсем нумай пĕлеççĕ, нумай пĕлнĕрен пурнăçа та пирĕн пек типĕ çăкăр çисе ирттермеççĕ, пирĕн пек хура пÿртре пурăнмаççĕ. Чехсем хаçат çук чухне пит начар пурăннă, хаçат тухнăранпа шкулсем нумайланнă, пурнăçĕ аванланнă. Пирĕн те, чăвашсен, хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, хамăрăн начар пурнăçа аванлатасчĕ».
Çăмăл пулман «Хыпарăн» шăпи. Хăй вăхăтĕнче ăна кăларма та чарнă, ятне те темиçе те улăштарнă. Апла пулин те тăван халăх хаçатран писмен. 1991 çулта хăйĕн чăн ятне каялла тавăрнăскер, вăл паян — Чăваш Енри чи сумлă кăларăмсенчен пĕри.
Хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Николай Никольский тăван халăха çутта кăларма, унăн культурине ÿстерме, ăс-хакăл пуянлăхне нумайлатма пысăк вăй хунă, чăвашла хаçат кирлине питĕ ăнланнă. Çавăнпа та пĕтĕм чунĕпе, пĕлĕвĕпе хаçатшăн çунса вăй хунă. Паян эпир унăн ятне сума суса асăнатпăр, ĕçне малалла тăсса пыратпăр.
Çак йышра эпĕ те пур, 38 çула яхăн юратнă хаçата кун çути парас ĕçе хутшăнатăп. Манран: «Мĕн вăл саншăн чăваш пичечĕ?» — тесе ыйтас тăк çапла хуравланă пулăттăм: «Чăваш халăхĕн пурнăçне, кун-çулне сăнлакан тĕкĕр».
Пурнăç пĕр çулпа кăна пымасть, пулăмсемпе çыхăнать. Вулаканшăн мĕн пулса иртнине çырса кăтартни кăна çителĕксĕр, çав пулăма чун тарăнăшĕпе, виçевĕпе, илемлĕх мелĕсемпе тата саккунĕсемпе этемлĕх принципĕсене тĕпе хурса, ирĕклĕх сывлăшĕпе çыхăнтарса, чăвашăн малашлăхне ĕненсе, пур енĕпе шĕкĕлчесе, пурне те ăнлантарса пани вырăнлă. Чăваш пичечĕ — эпир, чăвашсем, çак тĕнчере хамăрăн вырăна тупса, çут çанталăкпа килĕштерсе йĕркелесе пыма пултаракан, кăтартакан сас. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас