Петр ЯЛУКОВ: Аталану пĕр тĕллевлĕ коллективран пуçланать

3 Юпа, 2014

Çак рубрикăна «Хыпара» тавăрас терĕмĕр. Ÿлĕм унпа кун çути куракан страницăра промышленноçпа ял хуçалăхĕнчи ыйтусене хаçатра çивĕчрех лартăпăр, паха опыт пухнă тата ĕçре ÿсĕм тунă ертÿçĕсене сăмах парăпăр. Паянхи кăларăмăн хăни - Патăрьел районĕнчи акционерсен «Батыревский» хупă обществин генеральнăй директорĕ Петр ЯЛУКОВ.

- 2014 çул пуçламăшĕнче республика Пуçлăхĕпе пĕрле Патăрьелне килсен эсир ертсе пыракан предприятин çĕр улми управĕсене кĕрсе курма тÿр килчĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме вăхăт пулмарĕ, Михаил Игнатьев хыççăн васкама тиврĕ. Управсене мĕнлерех тунипе паллаштармăр-и?

- Мана 2004 çулта общество ертÿçине çирĕплетсен тупăш нумайрах илес тĕллевпе «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне çуллен пысăклатрăмăр, - терĕ Петр Валерьевич. - 2005 çулччен вăл 70 гектарччĕ, 124 лартрăмăр. 2006 çулта - 180, кăçал - 334. Лаптăка ÿстернипе пĕрлех вăрлăха лайăхлатса, культурăна удобренипе апатлантарса, çум курăкран, сăтăрçăсенчен хÿтĕлесе тухăçа ÿстертĕмĕр. Кашни çулах тупăш аван пулчĕ. 2010 çулта çеç шăрăха пула лайăх çитĕнеймерĕ. Продукци нумай туса илме пуçласан çĕнĕ тĕллевсем лартрăмăр. Пĕрремĕш - пухса кĕртессине пĕтĕмпех механизацилесси. Ăна «Чăвашлизинг» общество пурнăçлама пулăшрĕ. Иккĕмĕш - хĕл каçармалли управсем хута ярасси. Ку ĕçе тума банкран кредит илтĕмĕр. Унăн ставки 12 процентчĕ. Çăмăллăхпа аван усă куртăмăр. Ставкăн 10 процентĕнчен ытларах федераципе республика хыснинчен субсиди уйăрса саплаштарчĕç. 800 тонна хумалăх пĕрремĕш управа 2009 çулта хута ятăмăр. Иккĕмĕш - 1,2 пин, виççĕмĕш - 2,5 пин, тăваттăмĕш 3 пин тонна упрамалăх. Вĕсене тума 39 млн тенкĕлĕх кредитпа усă куртăмăр. Управлăхсене хута янă хыççăн продукцие ăçта хĕл каçармалла-ши текен ыйту татăлчĕ.

- Управсен çи витти - хутлам-хутлам хĕç тимĕр. Хĕвелпе çуталать, нÿрĕке пула тутăхмасть. Анчах шартлама сивĕре улма шăнмасть-и?

- Вĕсенче хĕл каçипех 2-3 градус ăшă. Пирĕн специалистсем сывлăш температурине ÿстермелли хатĕрсем ăсталаса вырнаçтарчĕç, хуçалăх укçине нумай перекетлерĕç. Вĕсем тунăран 150 пин тенкĕ çеç тăкакларăмăр. Маçтăрсене айккинчен чĕнтернĕ пулсан пирĕнтен 2 млн тенкĕрен сахал мар хăйпăтатчĕç. Хĕлĕпех апатлăх çĕр улми, çуркунне вăрлăх сутса тупăш тăватпăр. Шуррин кашни килограмне - 11, хĕрлине 12 тенкĕлле туянаççĕ. Сутма автомашинăсене хулана хăваламастпăр. Кама продукци кирлĕ - хăех килсе илет. Пахине çеç сĕнетпĕр. Туянакансем пирĕн хуçалăха пĕлеççĕ, çавăнпа çуллен килеççĕ. Туянма пирĕн патра черете тăнă чухне кашни килограмĕ 10 тенкĕ тăнă пулсан михĕсене тиенĕ чухне 11-12 тенкĕ таран хаклансан çак хакпа мар, малтанхипех сутатпăр.

- Çĕр улмисĕр пуçне хăш продукци услам парать?

- Сĕт. Пĕлтĕр 3,5 млн тенкĕ кÿчĕ. Çапах та «иккĕмĕш çăкăртан», предприятин тупăш илмелли тĕп çăл куçĕнчен, чылай ытларах - 11 млн тенкĕ - илтĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăх 600 пуç ытла, сăвакан 280 ĕне. Кашни ĕнерен 13 литр сĕт сăватпăр. Литрне 17,5 тенкĕлле сутатпăр. Пĕлтĕр 204 ĕне вырнаçмалăх вите хута ятăмăр. Кăçал 200 пуç валли ĕçе кĕртетпĕр. Машинăпа ĕне сăваççĕ. Иккĕшĕнче те - çăвăнса тасалмалли пÿлĕм, ферма ĕçченĕсен вырăнĕ, сĕт сивĕтмелли уйрăм. Çĕнĕ витесем тăвиччен кашни доярка 25 ĕне сунă, халĕ кашни оператор 50 ĕне сăвать. Çакă хуçалăха укçа перекетлеме, операторсен ĕç укçине ÿстерме май парать.

- «Иккĕмĕш çăкăр» обществăна таса услам самаях кÿрет. Тата ытларах илес тĕллев лартмастăр-и?

- Вăл кăçалхи тухăçран сахалрах пулма та пултарать, мĕншĕн тесен кашни гектартан вăтамран 140 центнер çеç илтĕмĕр. Çанталăк типĕ тăнăран улма начар çитĕнчĕ. Иртнĕ çулсенче икĕ хута яхăн е икĕ хут нумайрах пуçтарса кĕртнĕ. Пуласлăхра улмана целлофан, ытти материалтан çĕленĕ миххе, хутаçа тултарса сутма пуçлăпăр.

- Сĕтрен илекен тупăш мĕн пур тăкака саплаштарма пулăшать-и?

- Паллах. 2010 çулта вăл предприятишĕн ылтăн вырăнĕнчех пулчĕ. Тип шара пула ял хуçалăхĕн пĕтĕм культури пĕтрĕ. Сĕт укçинчен кредита тавăртăмăр, налук тÿлерĕмĕр, ĕç укçи патăмăр, ытти парăмпа татăлтăмăр. Ĕне ферми пирĕншĕн çăлăнăç пекех. Тип шар хыççăн улма туса илнипе пĕрлех выльăх йышлă усрамалла текен шухăш çирĕпленчĕ. Теветкеллĕх кÿрекен çанталăк ял хуçалăхне ÿлĕм те шар кăтартĕ. Шайлашулăх пултăр тесе фермăсене аталантарма йышăнтăмăр. 2015 çул вĕçлениччен ĕне кĕтĕвне 380 пуçа çитересшĕн. Пĕлтĕр укçа çаврăнăшĕ 70 млн тенкĕпе танлашрĕ. Кĕтĕве пысăклатсан нухрат татах хушăнĕ.

- Кредитсем мĕн чухлĕ?

- 98 млн тенкĕлĕх. Районта пирĕн пек илнĕ хуçалăх тек çук. Эпĕ нумай теместĕп. Общество банка 100 млн тенкĕлĕх салук тăратса ăна татах илме пултарать.

- Банка парăма кĕме хăрамастăр. Нумай ертÿçĕ унăн алăкне уçма та шикленет. Мĕншĕн вĕсем кредит илсе çĕнĕ производство йĕркелемеççĕ?

- Хуравлама хăйсенчен ыйтмалла. Вăл е ку предприятире лару-тăру тĕрлĕрен. Тен, пĕрисем банкран процентлă кивçен илмесĕрех çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ, ферма тăваççĕ тата ыттине пурнăçлаççĕ. Апла пулсан вĕсен укçа çаврăнăшĕ самаях, тупăш тăваççĕ. Çак тĕллев патне эпир епле çитнине маларах каларăм. Вăл çулталăкра пурнăçланмасть. Малтан ял хуçалăх культурисенчен, выльăхран пысăк тупăш илме пуçламалла, кайран татах аталанма кредит илмелле. Хуçалăхăн укçа çаврăнăшĕ начар, пурлăх никĕсĕ çирĕп мар пулсан кредит та памаççĕ.

- Ăна тивĕçессишĕн темиçе çул вăй хумалла тесшĕн-и?

- Çапла. Техника-машина паркне те çĕнетрĕмĕр. Халĕ çĕр улми кăлармалли виçĕ комбайн, автомашина-трактор, çĕре кăпкалатмалли, тыр-пул акмалли, пухса кĕртмелли техника, ытти хатĕр çителĕклĕ. Нумаях пулмасть тырă алласа типĕтмелли комплекс ĕçлеме пуçларĕ. Эпир кредитпа кашни уйăхра татăлайманнине малтанах пĕлсе банк ăна пире памастчĕ.

Асăннă комплекс общество укçине перекетлеме пулăшрĕ. Иртнĕ çулсенче тыр-пула алласа тасатнă çĕрте 60-ăн тăрăшнă, кăçал 8-ăн çеç ĕçлерĕç. Йыша сахаллатнипе пĕрлех вĕсен шалăвне ÿстертĕмĕр. Предприятин тупăш ÿснине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх - пăру вити. Ĕне кĕтĕвне ăратлă пушмак пăрусемпе çĕнетсе продуктивлăха ÿстеретпĕр.

- ЧР Министрсен Кабинечĕн, Ял хуçалăх министерствин ларăвĕсенче çĕр улми управĕсем тума хистекенсем пĕрмай сăмах калаççĕ. Анчах хуçалăхсен ертÿçисем вĕсене питех итлемеççĕ. Ĕçе мĕнрен пикенмелле?

- Тĕллев лартмалла, управ тăвас кăмăл-туйăмпа çунса тăмалла. Çапла, влаçăн тĕрлĕ органĕнче тăрăшакансем ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене пухса канашлу-пуху час-часах ирттереççĕ: техника туянмалла, пушă выртакан çĕре сухаламалла, çĕр улми управĕ тумалла е ытти ыйтăва татса памалла теççĕ. Хăшĕ-пĕри ÿсен-тăран, вăл шутра çĕр улми çитĕнтерес, управ тăвас енĕпе нимĕн те ăнланмасть. Ун пекки хуçалăх ертÿçине усăллă сĕнÿ параймасть. Анчах унран çирĕп ыйтать. Мĕн ыйтать? Ăнланма йывăр.

Çĕрпе ĕçлекен ертÿçĕн хăйне çеç çирĕп шанмалла. Çуллен пысăк тупăш илме тĕллев лартмалла тата ăна пурнăçламалла. Ку саншăн та, маншăн та - саккун.

- Мĕнле пурнăçа кĕртмелле?

- Ертÿçĕ пĕччен ĕç нумай пурнăçлаймасть. Хăйĕн тавра ăслă-тăнлă, производствăра паха опыт пухнă специалистсене пухмалла. Ушкăн пулмасан футболла та выляймастăн. Пĕр шухăшлă çынсемсĕр малалла каяймăпăр. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхра вăй хураканăн хăйĕн вырăнĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле теместĕп, ÿсĕм тумалла тетĕп.

2000 çулта обществăн ун чухнехи генеральнăй директорĕ мана инженера ĕçе илсен агроном пÿлĕмĕнчи калаçу аса килчĕ. Вăл темиçе ывăç тырра сĕтел çине сапаланă та пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа ларать. «Мĕн тăватăн?» - тетĕп. «Пахалăха тĕрĕслеттерме инспекцие вăрлăх тĕслĕхне кайса памалла-ха», - хуравларĕ вăл чи шултра та сывă пĕрчĕсене леçме хатĕрленсе. Эпĕ унăн шухăшĕпе килĕшмерĕм. Инспекцие юраса предприятие сиен кÿрессине систертĕм. Чи шултра çĕр улми çеç сутнине маларах палăртрăм ĕнтĕ. Пирĕн сĕт пахалăхĕ те лайăх. 1990 çулсенче районти пĕр хуçалăхран Мускава ăсатнă пахча çимĕç миххисене чул чикнине ертÿçĕсем халĕ те аса илсе ахăраççĕ. Паян тавар туянаканпа ун пек хăтланма юрамасть. Çынсене хисеплемелле, хуçалăх ятне суяпа вараламалла мар.

- Сирĕн производство объекчĕсене курса çÿренĕ чух руль умĕнче çамрăк ларнине асăрхарăм. Ун пеккисем татах пур-и?

- Коллективра вăй хуракансен 70 проценчĕ - çамрăксем. Предприятире ĕçлеччĕр, пăрахса ан кайччăр тесе тăрăшатпăр. Кăçалхи 9 уйăхри вăтам ĕç укçи - 16200 тенкĕ. Çулталăк тăршшĕпех коллективра - 70, ĕççире 100 яхăн çын вăй хурать. Ĕне кĕтĕвне пысăклатсан, çĕр улмине целлофан михĕпе хутаçа тултарса лавккасене ăсатсан, çĕр улмине шăварса тухăçа пысăклатсан шалу татах ÿсессе шанатăп. Темиçе çул каялла планеркăра çĕнĕ тракторсене камсене шанса памаллине сÿтсе яврăмăр. «Çăра уççи - механизаторта нумай çул ĕçленисене!» - терĕ пĕри. Тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсене памарăмăр. Патăрьелти техучилищĕре механизатор специальноçне алла илнисене ĕçе илтĕмĕр. Хуçалăхра 10 çула яхăн пĕтĕм вăя парса ĕçлеççĕ. Пилĕк çамрăка хуçалăх пурлăхне хураллама илтĕм. Предприяти кашни уйăхра ĕç укçи тÿлесе тытса тăракан 3 тренер районăн физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ачасене кĕрешме, волейболла выляма вĕрентет.

 

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: