Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ

11 Чÿк, 2016

Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юнкунхи ларăвĕн пуçламăшĕнчех çак каларăш аса килчĕ. Совет саманинче хисеплĕ пулнăскер пĕлтерĕшне паян та çухатман. Республикăра наставниксен институтне туса хураççĕ — çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн пĕлтерчĕ.

Аслисен опычĕ хаклă

Вăл тивĕçлĕ указа алă пуснă ĕнтĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — халĕ Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсен кадрсен йышĕ çамрăкланса пырать. Пĕтĕм йышăн 28% /365 çын/ — 30 çул тултарман çамрăксем. Регион ертÿçи ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçченĕсен виççĕмĕш пайĕ 30-35 çулсенчи çынсем пулмаллине çирĕплетрĕ — çамрăксем тухăçлăрах ĕçлеççĕ. Наставниксем вара патшалăх службине пуçласа килекенсене тĕрлĕ енĕпе пулăшса пыма тивĕç. Ку енĕпе ЧР Финанс министерствин опычĕ ăнăçлă-мĕн.

Кун йĕркинчи ыйтусене илес тĕк — ЧР патшалăх пурлăхне приватизацилесси çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртессине тĕплĕ сÿтсе яврĕç. Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх — республикăра федераци центрĕ патшалăх пурлăхне приватизацилес тĕлĕшпе палăртнă мĕнпур требовани пурнăçланать.

Çав вăхăтрах Михаил Игнатьев хăй кăшт маларах РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн ларăвне хутшăнни пирки аса илтерчĕ. Унта шăпах патшалăх пурлăхне тытса тăрассипе çыхăннă ĕç тухăçлăхне ÿстерес ыйтусене сÿтсе явнă. «Чăваш Енре ку сферăри практика лайăх. Эпир тăратакан сĕнÿсене шута илеççĕ», — терĕ Михаил Васильевич. Анчах ларура Раççейри вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем налуксемпе çыхăнман триллион-триллион тенке илсе çитерейменни пирки те сăмах пулнă. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев Наталья Тимофеевăна Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисемпе, экспертсемпе пĕрле пурнăçламалли хушу пачĕ: Раççей Патшалăх канашĕн ларăвĕ тĕлне /унта шăпах патшалăх пурлăхне тытса тăрас ĕç тухăçлăхне сÿтсе явма палăртнă/ ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртессипе çыхăннă саккунсене лайăхлатмалли сĕнÿсем хатĕрлемелле. Мĕншĕн тесен хальхи йĕрке, шел те, çĕрĕн яваплăха туйман хуçисемпе ăнăçлă кĕрешме май памасть.

ЧР патшалăх граждан служащийĕсене ĕçленĕ çулсене кура пенси илмелли право памалли условисем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Проектпа килĕшÿллĕн 2017 çултан тытăнса ĕçленĕ çулсене кура пенси илмешкĕн патшалăх службинчи чи пĕчĕк стаж 20 çул таран пысăкланать. Хальччен ку стаж 15 çул пулнă. Çавăн пекех федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2017 çултан тытăнса патшалăх службинче пулнă çынсене ватлăхра страховани пенсине памалли çула ÿстерсе пырассине те шута илнĕ — çуршар çул хушăнса пырать, 2032 çул тĕлне хĕрарăмсемшĕн — 63, арçынсемшĕн 65 çулпа танлашмалла.

Хамăрăн тупăш ÿсĕмлĕ

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджетне кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлехи бюджет тупăшĕ 34,3 миллиард тенкĕрен иртнĕ — ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5% нумайрах. Республика бюджетне 29,4 миллиард тенкĕлĕх пурнăçланă — çакă та 7,1% ÿсĕмлĕ. Палăртма кăмăллă: асăннă виçере хамăрăн тупăшсен ÿсĕмĕ пушшех курăмлă — 15,4%.

Апла пулин те Михаил Игнатьев тупăшсем чакма пултарас тĕлĕшпе отрасльсем тăрăх прогнозсем тума ыйтрĕ. Çакă япăх туртăмсене вăйсăрлатма кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл резерв фондне туса хуни çинчен пĕлтерчĕ: «Экономикăра тăнăçлăх çук, улшăну нумай — вĕсем бюджетшăн йывăрлăх кăларса тăратаççĕ. Çапах пирĕн социаллă обязательствăсене пурнăçламалла. Резерв фончĕпе уççăн усă курăпăр, укçана республикăра пурăнакансен умĕнчи çĕнĕ обязательствăсене пурнăçлама ярăпăр».

Правительствăн республика территорийĕнче çын иммунодефицичĕн вирусĕ сарăласран сыхланас енĕпе ĕçлекен комиссине туса хума йышăнчĕç. Çакă, паллах, ВИЧ-инфекципе çыхăннă ĕç-пуç çивĕчленнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Комисси ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, общество организацийĕсем чиртен сыхланас енĕпе пĕрле ĕçлессине тивĕçтерессине хăй çине илĕ.

Чăн та, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх, регионта ВИЧ тĕлĕшпе кăтартусене самай пĕчĕк шайра тытма пултарни куçкĕрет. ВИЧ-инфекципе чирлесси Чăваш Енре Раççейри, Атăлçи округĕнчи шайран тăватă хут сахалрах. Анчах кăçалхи тăхăр уйăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх кăтартусем ÿсме тытăнни палăрнă. ВИЧ-инфекцин 212 тĕслĕхне тупса палăртнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку цифра 151-пе танлашнине шута илсен — сисчĕвленмелĕх пур...

Правительствăн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç — лару лăпкăн вĕçленессе кăна кĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Анчах калаçăва çивĕчлетекен тема тупăнчĕ-тупăнчех.

Оптимизаци те виçеллĕ пултăр

Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» Алла Самойлова «Васкавлă медпулăшу больници» бюджет учрежденине çĕнĕлле йĕркелес ыйтупа сăмах илчĕ. Красноармейски районĕн тĕп больницине унпа пĕрлештересшĕн иккен. Çапла вара пысăкланакан сиплев учрежденийĕн штачĕ 1941 çынпа танлашĕ — 16,5 единица чакĕ...

Малтанах Михаил Игнатьев ăнлантару хутĕнче Красноармейски больницин кредитор парăмĕ 11 миллион тенкĕпе танлашни çинчен пĕлтернипе кăсăкланчĕ. Министр ăнлантарнă тăрăх — парăм пилĕк çул капланнă-мĕн. Районти пысăк мар сиплев учрежденийĕ ăна татма вăй çитереймест — çавăнпа больницăна БСМПпа пĕрлештересшĕн. Шел те, унашкал учрежденисем татах пур — кредитор парăмĕ хăшпĕр сиплев учрежденине ăшă энергийĕ парса тăрас тĕлĕшпе те хăрушлăх кăларса тăратать...

Регион ертÿçине улшăнусене капла сăлтавлани килĕшмерĕ. Вăл муниципалитетсен медицина учрежденийĕсене Сывлăх сыхлавĕн министерствин аллине панă май парăмсене татма çĕр-çĕр миллион тенкĕ укçа уйăрнине аса илтерчĕ: «Управлени вертикалĕ — министерство аллинче: йĕркелĕр, тухăçлăха тивĕçтерĕр тенĕччĕ. Тăватă çул иртнĕ, анчах лару-тăру улшăнман иккен, япăхланнă кăна. Ку тĕслĕхре мĕншĕн оптимизаципе çыхăннă йышăнăва 2013, 2014 çулсенче туман? Оптимизацие кирек мĕнле хакпа ирттермелли пирки сăмах пымасть. 11 миллион тенкĕлĕх парăмшăн кам явап тытĕ? Эсир ăна БСМП шучĕпе татасшăн-и? Интерессен хирĕçтăрăвĕ çураласси куçкĕрет».

Михаил Васильевич патшалăх учрежденийĕсен оптимизацине çынсем иккĕленсе йышăнни пирки те каларĕ. Çавна май сиплев учрежденийĕсен умне ытти районтан, регионтан пациентсене «илĕртме» тĕллев лартнине те аса илтерчĕ. Çакă сиплев пахалăхне лайăхлатасси, медучрежденисене бюджета кăна шанмасăр çав пациентсен шучĕпе укçа ĕçлесе илме май парасси паллă. Халь вара мĕн пулса тухать-ха?

— Сиплев учрежденийĕн штачĕ икĕ пин çынна яхăн пулать, — тĕлĕннине пытармарĕ вăл. — Икĕ-виçĕ заместитель пулсан та çавăн чухлĕ çынна тĕп врач мĕнле ертсе пырĕ? 200-300 çынран тăракан ĕç коллективĕсенче те уйрăм тĕслĕхсенче тĕп врачсем йĕркеллĕ ертсе пыраймаççĕ. Кайран вара Министрсен Кабинетĕнче пĕтĕмпех каялла тавăрас ыйтăва пăхса тухăпăр-и?

Алла Самойлова тĕп врач заместителĕ яланах вырăнта пуласси, бухгалтери службисен, кадрсен ресурсĕсен централизацийĕ пирки каларĕ, сиплев учрежденийĕсен реорганизацийĕ çулталăкра 6 миллион тенкĕ патнелле перекет парассине çирĕплетрĕ. Кунашкал хурав хăйне туллин тивĕçтернĕн туйăнмарĕ-ха, çапах Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп тивĕçĕ сиплев учрежденийĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелесси пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ май «йышăну тăватпăр» тесе пăнчă лартрĕ. Чăн та, тивĕçлĕ министерствăсене хайхи парăм мĕншĕн çуралнине тĕплĕн тĕпчесе пĕр уйăхран Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче уçăмлă хурав пама хушрĕ. Çийĕнчен асăрхаттарчĕ: бюджет укçине тухăçсăр тăкаклани пулмалла мар.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.