Пĕтĕм вăя - пĕр-пĕрне пулăшас ĕçе

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2004 çулта Чăваш Ене килсен «Нацисемпе конфессисен хушшинчи тăнăçлăх» темăпа иртнĕ «çавра сĕтелте» çапла каланăччĕ: «Пĕр шухăшласан, Атăл тăрăхĕ çĕршывăн питĕ канăçсăр регионĕ пулмалла пек. Çапах конфессисемпе этноссем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнма пултарнипе паян вăл пĕтĕм Раççейшĕн тĕслĕх. Федерацин Атăлçи субъекчĕсен ертÿçисен ăслă-тăнлă политикинчен те çакă нумай килет. Çапах тĕп никĕс — çак тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеме пĕлни. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх культури тĕвĕленсе пĕр-пĕрне татах та пуянлатни уйрăмах сисĕнет. Асăрхăр-ха: чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕрет пулсан та халăх православи тĕнĕпе пурăнать. Çав вăхăтрах кунта пĕтĕмпех пĕр тĕвĕре, пĕр-пĕринпе пĕр çыхăра».

Çак тĕвĕ «ан пушантăр», «çыхă ан салантăр» тесен конфессисен, нацисен тĕлĕшпе патшалăх шайĕпе ĕçлекенсен те тимлĕхе çухатмалла мар. Сăмах май, маларах асăннă «çавра сĕтелте» Раççей Президенчĕ Чăваш Енре Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министерстви йĕркелесе тĕрĕс çул суйланине палăртнăччĕ. «...Кунта национальноçсен ыйтăвĕсене политика шайне çĕклесе çивĕчлетмеççĕ, пачах урăхла — пĕтĕм вăя пĕр-пĕрне пулăшас ĕçе яраççĕ...» — тенĕччĕ Владимир Владимирович.

Çак сăмахсем ахаль маррине çирĕплетекен тĕслĕх чылай пирĕн. Вĕсем тата ытти çинчен те нумай калаçрĕç сахал йышлă халăхсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтупа йĕркеленĕ улттăмĕш культура форумĕнче. Вăл Шупашкарта, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртрĕ.

Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Туризм тата регионсен политикин департаменчĕн директорĕ Ольга Ярилова форума уçнă май çак шухăша палăртрĕ:

— Сахал йышлă халăхсен форумне çулленех ирттеретпĕр. Унăн тĕллевĕсем — çĕршыв пĕрлĕхне çирĕплетесси, Раççей халăхĕсен культурине аталантарасси. Паянхи форум та темиçе мероприятирен тăрать, вĕсен ĕçне хутшăнма федерацин Атăлçи округĕнчен çеç мар, Çĕпĕр, Урал, Çурçĕр Кавказ регионĕсен представителĕсем те кăмăл турĕç. Хальхинче Чăваш Ене суйлани ахальтен мар, кунта халăхсем туслă, вĕсен хушшинче тăнăçлăх хуçаланать. Çав вăхăтрах республика миграци юхăмĕсемпе пуянлансах тăрать, регион урлă пысăк çулсем иртеççĕ. Кунта 128 халăх тата сакăр этнос ушкăнĕн çыннисем пурăнаççĕ. Республикăри 16 халăх çынни 28 наци культура автономине чăмăртаннă.

Кашни халăх хăйевĕрлĕхĕпе пуян. Вĕсен пĕрлĕхĕнче — пирĕн вăй. Тĕпрен илсен культура тĕлĕшĕпе çыхăнтарса, йĕркелесе, пурнăçласа пыратпăр халăхсен хушшинчи хутшăнусене, çыхăнусене. Ку енĕпе тĕрлĕ майпа — фестивальсемпе, конференцисемпе, «çавра сĕтелсемпе» тата ыттипе те — усă куратпăр. Чăваш Енре çĕршыври тĕрлĕ халăх представителĕсене çулленех пуçтараканни — халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ.

«Тĕп тĕллев — Чăваш Енре пурăнакан кашни халăх Çынни хăйне тăван килĕнче пек туйтăр, Çавна май вĕсен наци уявĕсене йĕркелеме условисем туса паратпăр, пысăк мероприятисем ирттерме грантсем парса пулăшатпăр»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ сумлă мероприятие. Хăнасене Шупашкарта курма кăмăллă пулнине тата форума ăнăçлă ĕçлеме ырă сунса çапла каларĕ:

— Чăваш Енĕн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çыннисем, вĕсен культура тĕрлĕ енлĕхĕ, çитĕнĕвĕ. Патшалăх политикине те çынна, уйрăмах çамрăксене, аталантарнине тĕпе хурса пурнăçласа пыратпăр. Тĕп тĕллев — Чăваш Енре пурăнакан кашни халăх çынни хăйне тăван килĕнче пек туйтăр, çавна май вĕсен наци уявĕсене йĕркелеме условисем туса паратпăр, пысăк мероприятисем ирттерме грантсем парса пулăшатпăр. Чăвашсем Акатуйра савăнаççĕ пулсан, тутарсем — Сабантуйра, ытти халăх — хăйсен наци праçникĕсенче. Юлашки çулсенче регионсене тухса çÿрессине вăйлататпăр, килĕшÿсем тăватпăр, хутшăнусене çирĕплететпĕр. Çапла пурăнсан кăна малалла кайма, аталанма пулĕ.

Республика ертÿçи палăртнă тăрăх — юлашки вăхăтра халăхсен хушшинче хирĕçтăрусем кăларас шухăшлисем тупăнаççĕ. «Пирĕн обществăна, уйрăмах черчен чунлă çамрăксене, çав витĕмсенчен сыхламалла. Толерантлă, тăван çĕршыва юратакансене пăхса ÿстерме тăрăшмалла», — терĕ М.Игнатьев.

Конференцие Мускав, Тутарстан, Пушкăртстан, Мари, Коми, Удмурт республикисен, Оренбург, Чулхула, Ульяновск, Самар облаçĕсен, Пермь крайĕн, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри азербайджансен конгресĕн делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Азербайджансен Раççейри пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕн пĕрремĕш заместителĕ Самир Мамедов ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева вырăнта азербайджан халăхĕн представителĕсене пур енĕпе те аталанма майсем туса панăшăн тав турĕ. Самир Касимович Михаил Васильевича азербайджан халăхĕн маттур арĕ, паллă политик Гейдар Алиев Чăваш Ене килсе кайнăранпа кăçал 30 çул çитнине асра тытса ун çинчен çырнă кĕнеке парнелерĕ.

Мари Республикин Правительствин Председателĕн заместителĕ, МР культура, пичет тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ Михаил Васютин вырăнта пурăнакан халăхсен культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Çак ĕçре влаç органĕсене мари, чăваш, тутар, удмурт культура центрĕсем пулăшса пыраççĕ. Пĕрин уявĕ теприншĕн пачах ют мар. Михаил Зиновьевич çавăн пекех финн-угор тĕнчинчи халăхсен культура пурнăçĕпе те тĕплĕн паллаштарчĕ.

Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов сăмахне итленĕ май вĕсемшĕн питĕ савăнтăм. Акă камран вĕренмелле, тĕслĕх илмелле. Юлашки икĕ çулта кăна вĕсем патне чикĕ леш енчи 50 тата Раççейри 13 регионтан официаллă делегаци çитсе курнă. Туслăх çурчĕн республика пĕлтерĕшлĕ темиçе программи Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Тутарстанра кунашкал Туслăх çурчĕ çиччĕ, çывăх вăхăтра татах уçма палăртаççĕ. Ирек Ильдусович сăмахĕнчи çак самант — шкул ачисемпе тытакан çыхăну — пирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ, питĕ усăллă. Туслăх çуртĕнче виççĕмĕш çул 7-мĕш класра вĕренекенсем валли туслăхпа çураçу урокĕсем ирттереççĕ. Шел, Чăваш Енре халăхсен Туслăх çурчĕ çук, анчах пĕр-пĕр музейре е культура керменĕнче çитĕнекен ăрупа ĕçлекен проект йĕркелеме пулатех. Сăмах май, Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕ те асăннă çуртрах вырнаçнă. Унăн филиалĕсене йăхташсем тĕпленсе пурăнакан 20 районта уçнă.

Чăваш Енри национальноçсен тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев паллаштарчĕ. Министерство ыйтнипе иртнĕ çул Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ «Чăваш Республикинчи этнокультура аталанăвĕ тата халăхсен хушшинчи хутшăнусем» темăпа социологи ыйтăмĕ ирттернĕ. Ыйтăма хутшăннисем республикăри халăхсем килĕштерсе пурăннине палăртнă.

Министерство пулăшнипе республикăри наци культура пĕрлĕхĕсем хăйсен уявĕсене йĕркелеççĕ. Унта çав халăх çыннисем çеç мар, тĕрлĕ халăх представителĕсем хутшăнаççĕ. 2005 çултанпа Чăваш Ен çуллахи вăхăтра диаспорăра пурăнакан йăхташсен ачисене Атăл хĕрринчи лагерьте йышăнать, «Эткер» этнопĕлÿ паракан программăпа воспитани парать. Унта Пушкăртстанри, Тутарстанри, Мари Элти, Самар, Ульяновск, Оренбург, Пенза облаçĕсенчи тата ытти регионти чăваш ачисем канаççĕ.

Нацисен хутшăнăвĕнчи тăнăçлăх пултăр тесен тата мĕн тумалла? Константин Геннадиевич республикăра мигрантсемпе ĕçлес тĕлĕшпе наци культура пĕрлĕхĕсем хăйсен тÿпине хывнине палăртрĕ. Наци библиотекинче çак тĕллевпе мигрантсем валли нумай функциллĕ интеграци центрĕ йĕркеленĕ.

Конференци хыççăн хăнасем наци кухнин «Туслă çемьере» фестивальне çитсе курчĕç, тĕрлĕ халăх апатне астиврĕç /вăл Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ/.

Форум ĕçне малалла «çавра сĕтел» тăсрĕ. Унта хутшăннисем сахал йышлă халăхсен культурине сыхласа хăварас тата аталантарассипе çыхăннă ыйтупа влаç органĕсен, общество организацийĕсен, ăслăлăхпа тĕпчев институчĕсен умĕнче тăракан тĕллевсене тишкерчĕç.

Надежда СМИРНОВА

 

ХĂНАСЕМ - ФОРУМ ÇИНЧЕН

Ольга Ярилова, РФ Культура министерствин Туризм тата регион политикин департаменчĕн директорĕ:

— Çакна палăртма кăмăллă: экономика тĕлĕшĕнчен çăмăл мар вăхăтра та Чăваш Республики наци автономийĕсене пулăшма майсем тупать. Ку енĕпе грантсем парса пулăшать, наци фестивалĕсем ирттерет.

Галина Ширяева, Мари Республикин культура, пичет тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕн заместителĕ:

— Кÿршĕсем патĕнче час-часах пулатпăр эпир. Пысăк мероприятие кĕтсе лармастпăр, кăсăклă спектакль иртет-и е фестиваль-и — çитсе курма тăрăшатпăр. «Нарспи» мюзикла тахçанах пăхнă, «Мунча кунĕ» спектакльпе паллашнă кăна мар, хамăр патăмăрта та ларт­нă.

Мари хутлăхĕнчи чăвашсен пурнăçĕпе те кăсăкланатпăр, вĕсем йышпа нумаях мар — ултă пин çын, мероприятисем ирттерме пулăшатпăр. Звенигово районĕнче чăваш ялĕсем пур. Республикăри чăваш культура центрĕ те унтах вырнаçнă. Чăваш Енре те пирĕн йăхташсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн влаç органĕсене тав тăватпăр.

Ольга Помазанова, Оренбург облаçĕнчи регионти культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ:

— Шупашкарта икĕ çул каялла халăх пултарулăхĕн фестивалĕнче пулнăччĕ. Ун чухнех питĕ килĕшнĕччĕ Шупашкар, чăваш халăх пултарулăхĕ.

Оренбург тăрăхĕнче 100 ытла халăх представителĕ пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ наци культура автономийĕсене чăмăртаннă. Чăвашсен те пур çавăн пек пĕрлĕх. Хула варринче тата «Нацисен ялĕ» йĕркеленĕ. Чăвашсем унта хăйсен музейне тата чăваш апачĕн çуртне уçнă. Хамăр хуларах тĕрлĕ халăх культурипе тĕплĕн паллашма пултаратпăр. Савăнмалла çакăншăн, мĕн тунине пулас ăрусем валли упрамалла.

 

 

 

"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.