Пĕрре кайсан килеймĕпĕр, тăван...

10 Çĕртме, 2015

Ăнмарĕ пурнăç. Пурĕпĕр юмаххăн

вăл туйăнчĕ пуль тетĕп, мĕн тăван.

Кайман-ха эпĕр хальлĕхе, кайман-ха.

Пĕрре кайсан килеймĕпĕр, тăван...

Михаил СЕНИЭЛЬ

Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Сениэль поэта халалласа тăван ялĕнчи масарти вилтăпри çине Çимĕк тĕлне палăк уçнă. Гранитпа бронзăран ăсталанăскерĕн çÿллĕшĕ - 180 см. Авторĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов. Бюстра сăнарланнă Михаил Павлович Егоров /Сениэль/ ĕмĕрлĕхе куçне хупнă чухнехи 70 урлă каçнă, пурнăç хури-шуррине самаях курнă ватă этем мар - çап-çамрăк та вăйпитти... Сăнĕпе яш пулсан та - куçĕсенче в謬лĕм¬сĕрлĕх ăс-хакăлне тавçăрса илсе поэзи асамлăхĕ витĕр кăларма пултарас хăват яр уççăн курăнса тăрать. «Саватăп хĕвеле - кунсем хĕвеллĕ» тесе сăвăланă поэтăн чун çути те таврана сарăлнă пек туйăнать. Шухăша çирĕплетме аса илер-ха Михаил Сениэлĕн «Пурри» сăввинчи пĕр çаврăма:

Çÿллĕ чун хĕвелпеле танлашĕ!

Чир-и, мĕн-и, ватлăх-и унта

шăпуна татмашкăн каварлашĕ -

сехĕрленмĕн: чупмăн тавăрасшăн

хăвна ху - каясскерне* тăн-тан

анраса та янраса çÿремĕн*

пĕр кулса, пĕр макăрса шеллемĕн

ылтăн пек пуçна* ылханмăн пурнăçа*

никама усал тăвас та темĕн -

пур хуйху та тухĕ манăçа.

Астăвакансем пĕлеççĕ: Михаил Павлович нихăçан та «анраса та янраса çÿремен» - «хăй еккипе хăй пек юрланă, юрланă та - çунса каяс пек шăпчăка итленĕ»... Михаил Сениэль «çунса кайнăранпа» кăçалхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче çулталăк çитрĕ. Темиçе уйăхран, май уйăхĕн 24-мĕшĕнче, тăванĕсемпе пĕлĕ¬шĕсем, юлташĕсем унăн вилтăпри çине чаплă палăк лартнă. Гранит юпа çине поэт каланă «...ман курăнасчĕ сире вăхăт тĕтĕмĕ витĕр...» сăмахĕсене çырса хунă.

Искусствоведени докторĕ Алексей Александрович Трофимов пĕлтернĕ тăрăх - поэт палăкне уçма халăх йышлă пухăннă. Тутарстана вăхăтра çитес тесе Шупашкартан инçе çула ирхи тăваттăрах тухса кайнă... Аçа çапса çумăр çунă, çапах та йăлтах йĕркеллĕ иртнĕ. Палăка çирĕплетсе вырнаçтарас ĕçе Аксу районĕнчи Савкаç шкулĕн директорĕ Николай Павлович Егоров, унăн заместителĕ Владимир Павлович Егоров, информатика учителĕ Сергей Михайлович Илюхин тата ыттисем хутшăннă. Поэт шăллĕн ывăлĕ Павел Иванович Егоров инженер укçа парса пулăшнă. Палăка хывас пархатарлă ĕçе Михаил Сениэлĕн ытти тăванĕсемпе тус-юлташĕсем те хутшăннă.

Поэт вара хăй ячĕпе урăх палăк лартса хăварнă... Сăнарлă сăмах тĕнчине ертсе каякан чĕрĕ палăк теес килет кун пирки. Сăвăсемпе юрăсемсĕр пуçне вăл лирикăлла новеллăсемпе повеçсем те çырнă. Михаил Сениэль пурĕ вуникĕ кĕнеке кăларнă, вĕсенчен паллăраххисем - «Малтанхи юр» /1969/, «Шкул вальсĕ» /1971/, «Каçĕ сенкер, уйăхĕ çутă» /1971/, «Çутă шыв хĕрринче /1976/, «Çĕр чунĕ» /1987/, «Таса çутă» /2005/. Çак юлашки кĕнеки тухсанах ун ятĕнчен: «Çутă таса марри те пулать-и вара?» - тесе тĕлĕннине астăватăп. Таса мар, суя çутă пуррине пĕлнех пуль çав поэт, çавăнпах кашни сăввинче тенĕ пек хĕвеле мухтанă.

Савăнма пĕлекен пĕлмелле кулянма.

Пурăнма килекен тивĕçех пурăнма.

Эй, хĕвелĕм, хĕвел, юрататăп сана,

юрататăп сана,

юрататăп сана!

 

Рубрика: 

Новости по теме