Пĕр-пĕрне ăнланни пĕлтерĕшлĕ

18 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен ертÿлĕхĕ, Правительство членĕсем Республика кунне хатĕрленес ыйтусемпе малалла ĕçлеççĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.

Çĕртме уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта - VII «Раççей регионĕсем - пĕр тикĕс аталану» экономика форумĕ, Оперăпа балет театрĕнче пленарлă лару иртет. «Республика уявне килекенсем пире тивĕçлипе хаклама пултарччăр, ĕненччĕр, шанччăр тесен хамăрăн наци рейтингне туса хумалла. Ытти регион валли тĕслĕх пулар, таварпа тĕнчене тухма пултарар, - терĕ Владимир Александрович. - Журналистсем тĕл пулусенче форум мĕн чухлĕ тупăш кÿни çинчен ыйтма юратаççĕ, анчах пирĕншĕн унăн тупăшĕ мар, пĕр-пĕрне ăнланни, хăнасемпе килĕшÿсем туни, куçа-куçăн калаçни пĕлтерĕшлĕ».

Çак кунсенче «Хĕвел» завода хута ямалла. Оборудование вырнаçтарса пĕтересси çеç юлнă.

Экономика форумĕнче «çавра сĕтелсем» ĕçлеççĕ, вĕсене энергетика, промышленноç, ытти министерство представителĕсем хутшăнаççĕ. Беларуçпа Францирен, Швейцарипе Японирен, ытти çĕр-шывран, Раççей Федерацийĕн 24 субъектĕнчен 1000 ытла хăна килет.

Çĕртме уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче регионсен хушшинчи XXI «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав ĕçлет. Уява пухăннисем республика туса кăларакан çĕнĕ таварпа паллашĕç. Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн продукцийĕ те вырăн тупĕ.

Çĕртмен 23-24-мĕшĕсенче «Тăван культура çути» ятпа фейерверксен фестивалĕ кÿлмек хĕрринче пулать. Сергиев Посад, Челябинск хулисенчен, Беларуç Республикинчен, Шупашкартан «Пиро-Росс», «Фейерверк», «Кальвин», «ПИРОСНАБ-Поволжье» тулли мар яваплă обществăсен тата Симферопольтен /Крым Республики/ «Корсар» компанийĕн командисем хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр «Кальвин» ООО çĕнтернĕччĕ, Гран-прие тивĕçнĕччĕ.

Ятарлă жюри пулмĕ. Кам епле тупăшнине куракансем алă çупса хаклĕç.

Владимир Аврелькин Китай делегацийĕ те хутшăнасса пĕлтерчĕ. Пĕрлехи проектсем пуррине, уйрăмах ял хуçалăх çимĕçне тирпейлес енĕпе стратеги партнерĕ пулнине палăртрĕ.

Китай таварне халăх тиркесе туянатчĕ. Кÿршĕллĕ çĕр-шыв халĕ пахалăхшăн питĕ тăрăшать. Демократиллĕ Корея Халăх Республикипе те, Индипе те экспорт енĕпе çыхăнăва вăйлатмалла.

Владимир Александрович МИХ представителĕсен йышлă ыйтăвне хуравларĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.