Пĕрлехи диктанта Арктикăра та çырасшăн

15 Ака, 2015

Пĕрлехи çыру ĕçне пурнăçлакансен ытларах пайне пĕлтĕрхиллех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ йышăнĕ. Хальлĕхе диктант çырма 6 пысăк аудитори уйăрса хунă. Кирлĕ пулсан вырăн тата тупĕç - 2000 çын таран çăмăллăнах йышăнма пултарĕç. Кăçалхи акцие ирттерме Наци библиотеки те хăйĕн лаптăкне уйăрса парать, анчах унти 30 вырăна малтанах çырăнса йышăнса хунă ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкар çыннисем вара йăлана кĕнĕ пекех 6-мĕш гимназире пуçтарăнĕç.

Пĕрлехи диктантăн Чăваш Енри координаторĕ Андрей Обжогин, çÿлерех асăннă аслă шкулти вырăс тата чăваш филологийĕсен тата журналистикăн факультечĕн аслă преподавателĕ палăртнă тăрăх - текста вулакансенчен ытларахăшĕ - филолог. Çапах та республикăри паллă çынсене итлесе çырас йăлана кăçал та пăрахăçламĕç: диктаторсен ролĕнче "21Ç" телеканалĕн ертÿçи Марина Уйгурян тата Любовь Петрова çыравçă пулĕç.

- Çакнашкал диктант шкул çулĕсенче çырнисенчен уйрăлса тăрать: йывăртарах вăл тата тĕрĕслевĕ çирĕпрех иртет. Çавна май текста тĕрĕс интонаципе вулани, çыракан тĕрĕс илтни пĕлтерĕшлĕ, - ăнлантарть Андрей Александрович.

Тĕрĕслекенсен комиссийĕн ертÿçин заместителĕ Ирина Симулина лайăх паллă илес кăмăллисене ку хутĕнче наречисене тата предлогсене мĕнле çырассине, пунктуаци правилисене аса илме сĕнчĕ. Акци умĕнхи юлашки консультаци çитес эрнекун, апрелĕн 17-мĕшĕнче, çĕнĕ корпусăн 528-мĕш пÿлĕмĕнче иртĕ.

- Чи лайăх ĕçсен хуçисене мĕнле хавхалантарма хатĕрленетĕр? - ыйтрăм акцие йĕркелекенсенчен.

- "Пиллĕк" илекенсене "Отличник сертификачĕ" тата "Антей-сервис" компанирен парне кĕтет. Çак пулăма асра хăварас тесен кирек кам та хăй диктант çырма хутшăннине çирĕплетекен сертификата алла илме пултарĕ. Кунашкал хут, Раççей опытне сăнасан, ĕçе вырнаçма пулăшни те пулнă, - йăл кулса хуравлать тĕп координатор.

Раççей тенĕрен, çĕршывăмăрта тĕрлĕ халăх пурăнать. Пĕр-пĕринпе çыхăнмалли шанчăклă мел - вырăс чĕлхи. Вăл вара космосра та янăрать /пĕлтĕр космонавтсем те акцие хутшăннине асра тытса калатăп/, Арктикăра та илтĕнет /нумай хайлав çырнă Андрей Водолазкинăн "чĕрĕ" текстне кăçал унта та çырма тĕв тунă/.

Аса илтерни вырăнлă-тăр: вырăсла çыру ĕçĕ иртсенех эпир те "Пĕтĕм чăваш диктантне" черетлĕ хут çырăпăр. Кăçал та акцие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркелет. Диктант валли ярса панă текстсенчен чи пахине суйлама ятарлă комисси членĕсем паян пухăнмалла. Мĕнпур чăвашшăн пĕлтерĕшлĕ çак ĕçĕн йĕркелÿ саманчĕсем çинчен çитес вăхăтрах пĕлтерĕпĕр. "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2015" проект апрелĕн 24-мĕшĕнче иртĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.