Пĕрле тăрăшсан ăнăçу пулатех

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççей следстви органĕсенче ĕçлекенсен кунне çулсерен уявласси çинчен указа 2013 çулта алă пуснă. 1713 çулта I Петĕр патша М.И.Волконскин следстви канцелярине çак кун туса хунă. Патшалăх ертÿçине тÿрремĕнех пăхăнакан, следстви ирттерме пултаракан пĕрремĕш орган пулса тăнă вăл. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри патшалăхра коррупципе çыхăннă ĕç-пуçа сиресси шутланнă.

Професси уявĕнче РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри ĕçченĕсем тĕп управление пухăнчĕç.

РФ СК ЧР тĕп управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов Следстви органĕсен ĕçченĕсен республикăри уйрăмĕн çур çулти ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, республикăра преступленисен шучĕ 4 процент ÿснĕ /7967, пĕлтĕр — 7648/. Çакă чи малтанах вăрласси-çаратасси, улталасси нумайланнипе çыхăннă. Çав вăхăтрах общество вырăнĕсенче тунă преступленисен йышĕ чакнă, 2350-ран 2200-е çитнĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăррисем те сахалланнă.

Çур çулта следстви ĕçченĕсем 2600 ытла тĕрĕслев ирттерсе 827 уголовлă ĕç пуçарнă. 649 çын тĕлĕшĕпе судсене 588 ĕç çитернĕ.

Следовательсем палăртнă тăрăх, 6 уйăхра пуçарнă уголовлă ĕçсен пĕтĕмĕшле тăкакĕ 300 миллион тенкĕпе танлашать. Тĕрлĕ мера йышăннăран 174-шне тавăрма май килнĕ. Пурлăха арестлессипе те анлă усă курнă следовательсем. Вĕсем ыйтнипех тĕрлĕ суд 43 млн тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ.

Следстви комитечĕ çынна хирĕç тунă — вĕлернĕ е сывлăхне вилмеллех хавшатнă — преступленисемпе тимлĕ ĕçлет. Кун пеккисен шучĕ чакнă /43, пĕлтĕр — 51/. Вĕсене уçăмлатасси те лайăхланнă — 98 процент. 35 тĕслĕхре саккуна ÿсĕрле пăснине те палăртмалла. 12-шне килти йывăр хутшăнусемпе сăлтавламалла.

Тĕрлĕ сăлтава пула малтанхи çулсенчех вĕçлеймен ĕçсенче пăнчă лартассипе те сахал мар пуç ватаççĕ. Кăçал кун пеккисем хальлĕхе — 20.

Коррупципе çыхăннă ĕç-пуçа тĕпчесси те комитетшăн малтанхиллех тĕп шăнăрсенчен пĕри. Кăçал кунашкал 183 уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви вĕсен пĕтĕмĕш­ле тăкакне 40 ытла миллион тенкĕлĕх хакланă. Ку пĕлтĕрхинчен 8 хут /!/ нумайрах.

— Хаклă ĕçтешсем, пирĕн тĕп тивĕç пĕлтерĕшлĕ те пысăк. Вăл çăмăл мар, анчах пĕрле тăрăшсан ăнăçу пулатех, — пĕтĕмлетрĕ Александр Петрович.

Следовательсене уявпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

— Чи пахи — сире граждансем шанни, ăна малашне те тÿрре кăлармалла пултăр. Чи кирли — кăтартусене лайăх шайра тытса пырасси, йĕркесĕрлĕхе пĕтересси, — терĕ Михаил Васильевич.

Сумлă ытти хăнапа пĕрле следовательсене РФ Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова та саламларĕ. Ирсерен ĕçе уçă кăмăлпа килме, каçсерен киле савăнăçлăн таврăнма сунчĕ.

 

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.