Пĕрле такăрлатнă сукмак куç умĕнчех

21 Çу, 2016

«Хуракасси ялĕнчи Çăмахуй урамĕ патĕнчен юхса иртекен Сĕнтреш шывĕ урлă каçса вăрăм çырма тăрăх «Эльбарусовский» совхоз фермине миçе çухрăм утнă-ши эпĕ?» — аса илет Нина Теллина.

Нина Егоровна 1936 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хуракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл пилĕк çулта чухне хаяр вăрçă пуçланнă. 1942 çулта ашшĕ фронта тухса кайнă. Çав куна лайăх ас тăвать Нина. Анчах Егор Трофимовича вăрçăран каялла таврăнма пÿрмен. Вăрçа кайиччен Егор Теллин колхозра счетоводра ĕçленĕ. Ашшĕн пиччĕшĕ Александр та вăрçăра вилнĕ. Çавăнпах Нинăн çемйинче арçын тĕрекĕ пулман. Амăшĕпе иккĕшĕ кăна тăрса юлнă вĕсем. Асли колхозра тăрăшнă, кĕçĕнни те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те пысăккисенчен юлман, тырă вырма та каçалăк уйăрса панă. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та ĕçрен юлман вĕсем. Çапла йывăр вăхăтра çитĕннĕ вăрçă ачисем.

Шкултан вĕренсе тухсан хулана кайса ĕçлес темен Нина, унăн колхозра ĕçлеме кăмăл туртăмĕ пулнă. Амăшне те пĕччен хăварман.

1959 çултан пуçласа Çăмахуй урамĕнчех вырнаçнă сысна ферминче ĕçленĕ вăл. 1961 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех Нина ĕне ферминче дояркăра тăрăшнă. Çуллахи илемлĕ кунсенче те, хĕллехи çил-тăманра та ĕçе куллен вăхăтра çитнĕ, ĕçрен юлма сăлтавĕ пулман унăн.

Тăрăшуллă çын хăть ăçта та хăйне шаннă ĕçе тĕплĕ тума тăрăшать. Малтанхи вăхăтра 20-25 ĕнене алăпах сунă, каярахпа вара ĕçе аппарат çăмăллатнă. Нина Егоровна совхозри дояркăсен хушшинче яланах малти вырăнта пулнă. Плана ялан ирттерсе тултарнă. Ăна район канашне депутата та темиçе хутчен суйланă. Тав, хисеп хучĕсем темĕн чухлех унăн.

Нинăна ĕçрен улăштараканĕ — хăйĕн хĕрĕ Валя. Вăл та дояркăра фермăсем саланичченех ĕçленĕ.

Нина Егоровна тăрăшуллă, сăпайлă хĕрарăм. Унпа калаçма та кăмăллă. 80 çул тултарнине пăхмасăр килĕнче выльăх пăхать вăл, ачисем ĕçрен киличчен ахаль лараймасть. Алă ĕçĕ тăвать, çуллахи вăхăтра пахчара та тăрмашать. Мăнукне юратать, ăна пулăшма тăрăшать.

Фермăра пĕрле ĕçленĕ Зоя Ивановнăпа яланах туслă пулнă вĕсем. Халĕ те иккĕшĕ тĕл пулсан тем çинчен те калаçаççĕ, аса илмелли нумай вĕсен. «Хамăр такăрлатнă сукмак паян та куç умĕнчех», — теççĕ иккĕшĕ те.

Маргарита МИХАЙЛОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.