Пĕрле пурăннине мĕн çитет?

4 Раштав, 2019

Тĕрлĕ хутлăха çитсе курмассерен тавралăх илем-хăтлăхĕ куçа курăнать. Ял тирпейлĕ тĕк — унта пурăнакансем килпетлĕхшĕн тăрăшни, обществăра хастар та пуçаруллă пулни куçкĕрет. Харпăр хăйĕн пайтишĕн тăрăшакан вырăнта — урăхларах.

Ĕçри черетлĕ çул çÿрев тĕп хуларан аякра мар — 18 çухрăмра — вырнаçнă кĕтесе илсе çитерчĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски тăрăхĕнчи ялсемпе паллаштарăпăр хальхинче. Мĕнле пурăнать хула çумĕнчи муниципалитет пĕрлешĕвĕ? Мĕн канăçсăрлантарать, мĕн хăпартлантарать кунта пурăнакансене?
«Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?» — халăхра анлă сарăлнă каларăшпа ял пурнăçне сăнлакан тĕрлĕ ÿкерчĕклĕ баннерпа кĕтсе илет асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ килен-каяна. Кунашкал чăвашла, чуна ăшăтакан чĕнÿллĕ хатĕре асăрхасанах пурнăç тĕшши çинчен шухăша каятăн. Çуртра шăпах пĕрлĕхшĕн кар тăрса ĕçлекен туслă йыш кĕтсе илессе шанса малалла иртетĕп. Коридортанах тирпейлĕх куçа тыткăнлать. Ял тăрăхĕн юлашки çулсенче тунă çитĕнĕвĕсене çутатакан стенд патĕнче кăшт тăхтаса тăратăп. Диплом, тав хучĕ — речĕ-речĕпех. 2015 çулта республикăри «Чăваш Енри хулан /ялăн/ чи хăтлă тăрăхĕ» конкурсра 3 пин çынран сахалрах йышлисен хушшинче çĕнтернĕ. 2016 çулта Республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕ Çĕньял Покровски хутлăхне «Чăваш Республикин чи хăтлă ял тăрăхĕ» ятпа чысланă. Çак çулах Шупашкар районĕн Акатуйне ирттерме вырăн палăртассишĕн пынă ăмăртура çĕнтернĕ.
— Асăннă конкурсра мала тухса çураки хыççăнхи уява ял тăрăхĕн территорийĕнче йĕркеленĕ май район ертÿлĕхĕ 10 миллион тенкĕ уйăрса хавхалантарчĕ. Çак нухрат пирĕн алла лекиччен те ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе чылай тăрăшрăмăр. Асăннă укçа вара кунашкал ĕçсене малалла тăсма самай пулăшрĕ. Администраци çумĕнчи лапама илемлетрĕмĕр — чечек-тĕм лартрăмăр, утма çулсем туса плита сартăмăр, хитре саксем вырнаçтартăмăр, тимĕр кăшкар янтăласа тĕплĕ сцена хăтларăмăр. Укçан ытти пайне Шоссе урамĕнче ача-пăча лапамĕ тума, ялсенче çул юсама тăкакларăмăр, — палăртрĕ Рудольф Валерианович ял тăрăхĕнче пулса иртекен ырă улшăнусем çинчен сăмах пуçарсан.
2015 çулта социаллă-экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухсан тивĕçнĕ укçапа Пархикассинчи шкул çумĕнче хоккей курупки уçнă. Ял çамрăксене те илĕрттĕр тесе тăрăшасси ытти ялсенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнас йÿтĕмпе пуçарнă ĕçсенчен те курăнать. Акă Кивпулăхра тĕрлĕ хускану тумалли хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă спорт лапамĕ пур. Кунтах — волейбол уйĕ.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви йĕркелесе пыракан «Пуçаруллă бюджет» программăпа пикеннĕ ĕç кашни ялтах чылай. Сăмахран, Кивпулăхрах çак меслетпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă ентешĕсене асăнса Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ тĕле палăк лартасшăн. Унăн никĕсне кăçал кĕркунне хăтланă та.
— Тăван кĕтес паттăрĕсен ятне ĕмĕрлĕх асра хăварасси — пирĕн, чĕррисен, тивĕçĕ. Вăрçă вутĕнче çутă пуласлăхăмăршăн кĕрешнисене пушшех манмалла мар. Çавăнпа та ялти культура çурчĕ çумĕнче çакнашкал палăк çĕклеме пуçлани — сăваплă ĕç. Иртнине, хальхи пурнăçа тата малашлăха çыхăнтаракан пуçарăва вырăнти халăх хăйĕн тÿпине хастар хывни савăнтарать. Кивпулăх, Вашук тата Янту ялĕсенче пурăнакансем пурĕ 60 пин ытла тенкĕ пуçтарнă çак ĕç валли, ытти — вырăнти тата республика бюджетĕнчен, — ăнлантарать Рудольф Васильев.
— Паллах, кун пек ĕçсене, вăхăт пысăк тапхăрĕшĕн пĕлтерĕшлисене, администраци йышăнăвĕпе кăна пуçарма май çук. Халăх кăмăлне пĕлмелле, ăна объект кирлĕлĕхĕ çинчен ăнлантарма «уçă туп-малла». Депутатсем, ял старостисем хастар пулмасан пăр вырăнтан тапранмасса та пултарать, — шухăша палăртатăп та пирĕн калаçу малалла тăсăлать.
— Паллах, вĕсем — яваплă çынсем. Телее, пирĕн ял тăрăхĕнче çакнашкал общество тиевне туртакансем пурте аван ĕçлесе пыраççĕ. Акă Çĕньял Покровски ялĕн старости Юрий Сурков 2015 çулта республикăри ăмăртура чи лайăх староста ятне те тивĕçнĕччĕ. Хальхи вăхăтра ку ялта Виталий Отнюшков питĕ тăрăшуллă. Кивпулăхра Анатолий Степанов хăйне шаннă ĕçре яваплăха çирĕп пăхăннипе пикеннĕ мĕн пур ĕç вăраха тăсăлмасăр, тирпейлĕ пулса пырать. Ял пĕвине тасатса унăн çывăхĕнчи лаптăка тирпейлени хăех мĕнешкел пысăк ĕç! Пушар хăрушсăрлăхне тимлĕхрен вĕçертменнипе те çыхăннă вăл. Пархикассире депутат тата ял старости — Валерий Романов. Кунта юлашки вăхăтра халăхпа пĕрле тунă курăмлă ĕç чылай. Паллах, ырă çитĕнÿ кашни ялтах пур, — пулăшуçисен маттурлăхне палăртать вырăнти влаç ертÿçи. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.