Пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле

28 Ака, 2016

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче черетлĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен 60 ытла журналист хутшăнчĕ. Икĕ сехет ытла тăсăлнă калаçура Михаил Васильевич чылай ыйтăва хуравларĕ.

Ÿсĕмсем куç умĕнчех

Чи малтанах республика Правительствин ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçалхи пĕрремĕш кварталти экономика тата социаллă сферăри тĕрлĕ секторăн ÿсĕмĕсемпе паллаштарчĕ.

Михаил Игнатьев промышленноç производствин индексĕ пĕрремĕш кварталта 106,8 процента çитнине палăртрĕ. Чăваш Республикин промышленноç комплексĕн организацийĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 37,6 млрд тенкĕпе е 107,9 процентпа танлашнă.

Импорта улăштармалли çул-йĕре тата апат-çимĕçе ютран кÿме чарнине шута илсе производствăна çĕнетесси хастарлăн пулса пырать. Çакă апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларассин ÿсĕмне хăвăртлатма май панă. Апат-çимĕç производствин индексĕ, ĕçмесене те кĕртсе, 2016 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 116,3 процента çитнĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕн производство калăпăшĕ мĕнпур хуçалăхра кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 112,3 процентпа танлашнă, ÿсĕм, тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса кăларассине пысăклатнипе çыхăннă.

«Экономикăри çăмăлах мар лару-тăрăва пăхмасăр, хамăр çине илнĕ тăкак обязательствисене укçа-тенкĕпе вăхăтра тивĕçтерме май килет», - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Кăçал инфратытăма аталантарасси, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем - çулсем, шкулсем, спорт тата медицина сооруженийĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас тĕлĕшпе малалла ĕçлĕпĕр, территорисене тирпей-илем кĕртме, çĕнĕ производствăсем уçма, пысăк технологиллĕ хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме палăртнă.

 

Ял хуçалăх «тĕпсĕр шăтăк» мар

Журналистсем ял хуçалăх пирки те кăсăкланчĕç. Сĕт ыйтăвĕ ял çыннине чăннипех пăшăрхантарнине палăртрĕç вĕсем. Чĕртавар юлашки вăхăтра 5-6 тенкĕ йÿнелни пурин кăмăлне те хуçать. «Паянхи кун чи пысăк сортлă сĕте 20-21 тенкĕпе илеççĕ, - терĕ ертÿçĕ. - Пахалăхсăррине вара вăтамран - 13-14 тенкĕпе. Ăна ытларах хушма хуçалăхсенчен пуçтараççĕ. Ял çынни, паллах, кăмăлсăр. Çавна май сĕт параканпа ăна пуçтаракан хушшинче килĕшÿсем тумалла. 2010 çулта шăрăх çанталăка пула ял çыннине выльăх апачĕ хатĕрлеме çăмăл килмерĕ. Çавна май эпир ун чухне хушма хуçалăхсене пулăшма пултартăмăр, сĕтшĕн хушса тÿлерĕмĕр. Унсăрăн чылайăшĕ ĕне выльăха аша пама хатĕрччĕ. Çак пулăшăва кăçал йĕркелеме пултараймастпăр. Мĕншĕн тесен бюджетра укçа çук».

Пысăк хуçалăхсене ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшу кÿрет. Сăмахран, кăçал чи пысăк сортлă 1 л сĕт сутнăшăн 1 тенкĕ те 65 пус хушса тÿлеççĕ. Паллах, кунта хушма хуçалăхсем кĕмеççĕ. Кăçал çулла пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх федераци шайĕнче кирлĕ йышăнусем палăртĕç. Мĕншĕн тесен Раççей рынокĕнче паян сĕт юр-варĕ 8 млн тонна çитмест. Пальма çăвĕ пирки те кирлĕ йышăну тумаллах.

Паян сĕт çеç мар, çĕрулмине те йÿнĕпе сутать хресчен. Кĕркунне унăн хакĕ вăтамран 10-12 тенкĕ ?1 кг% пулнă пулсан, çуркунне - 3,5-4 тенкĕ. Çакă пĕлтĕр ку пахчаçимĕçе Раççейĕпех тухăçлă пуçтарса илнипе çыхăннă. Ертÿçĕ каланă тăрăх - ытти тавара ял çынни тивĕçтерекен хакпа сутать.

Ялта пурăнакан специалистсене çурт-йĕр çавăрма ятарлă субсидипе тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх тăкака 70 процент таран саплаштарать. Ăна тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем тивĕçеççĕ. Маларах çак пулăшупа 35 çула çитмен çамрăксем çеç усă курнă, халĕ вара - 60 çула çитичченех. Ял хуçалăхĕ пирки малтанхи çулсенче «тĕпсĕр шăтăк» тесе палăртнă. Паян апла калаймăн: ял аталанать, хитреленет. Кадрсемпе вара ĕçлемелле. Çамрăксемпе тĕл пулса калаçмалла, ÿкĕте кĕртмелле. Ял хуçалăхĕнче те бизнеса аталантарма, тупăш илме май пур. Паллах, ялти пĕтĕм ыйтăва татса паман-ха. Сăмахран, халăха таса шывпа тивĕçтересси. Çак ĕçсене пурнăçласан çамрăксем тăван тăрăхрах тĕпленĕç.

Хăмла ыйтăвĕ те кăсăклантарчĕ пресс-конференцие хутшăннисене. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă май çак ыйтăва та хускатнă. Республика ку тĕлĕшпе ятарлă программăна хутшăнса хăмла çитĕнтерес ĕçе аталантарасшăн. Культурăна ÿстерме пĕлекен специалистсем пур. Паллах, плантацисене йĕркене кĕртмелле, çĕнĕ сортсем туса илессипе те ĕçлемелле. Иртнĕ ĕмĕрти 70 çулсенче çĕршывра 20 регионта хăмла çитĕнтернĕ, халĕ ку тĕлĕшпе Чăваш Ен анчах ĕçлет. «Симĕс ылтăн» хакĕ паян самай ÿснĕ. Çавна май вăл тупăш кÿретех.

 

Ачасем валли - шкул

Республикăра маларах «Ача сачĕсем - ачасене» проект ăнăçлă пурнăçланчĕ. Халĕ вара çитĕнекен ăру валли шкулсем кирлĕ. Вунă çул хушшинче 32 шкул тума, реконструкцилеме тата тĕпрен юсама палăртнă. Проекта пурнăçлама Раççей бюджетĕнчен 12 млрд тенкĕ уйăрĕç. Шупашкарти Гладков урамĕнче, Садовăй тата Çĕнĕ хула микрорайонсенче çитес вăхăтрах пĕлÿ çурчĕсем çĕкленессине пĕлтерчĕ республика ертÿçи. Виçĕ çултан шкулсенче иккĕмĕш сменăра вĕренекен пулмĕ.

«Сахал ача çÿрекен пĕлÿ çурчĕсене хупма тĕллев тытман эпир, - терĕ Михаил Игнатьев. - Çапла тума пурнăç хистет. Ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр тесе тăрăшатпăр. Никĕс шкулсенче вĕренме паян пĕтĕм услови пур. Вĕренекенсене пĕлÿ çуртне автобус турттарать».

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май республика ертÿçинчен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнасси пирки те ыйтрĕç. Вăрçă кашни çынна асап-нуша кăтартнă, кашни çемьене хуйхă илсе килнĕ. Çавăнпа та ăна манма юрамасть. «Кăçал акцие ывăл хутшăнма кăмăл турĕ. Енчен те урăх ĕç пулмасан хам та тухăп», - пулчĕ хурав.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ спортпа туслă пулнăран-и ку тема та айккинче юлмарĕ. Шупашкарти Пăр керменне ача-пăча çÿрени те савăнтарчĕ ăна. Çитес вăхăтра Чăваш Енре Раççей шайĕнче 50 ăмăрту ирттермелле. Ака уйăхĕнче 4-шне йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Тĕп хулара маунтинбайк тата биатлон енĕпе ятарлă центрсем тумалла. Хулара çеç мар, ялсемпе район центрĕсенче те спорт сооруженийĕсем пулсан аванччĕ терĕç МИХ ĕçченĕсем. Паллах, кашни шкултах чаплă футбол уйĕсем тума шантармарĕ ертÿçĕ. Хăш-пĕр район центрĕсенче ун пеккисем пур. Тĕслĕхрен, Йĕпреçре, Çĕрпÿре. Раççей конкурсне хутшăнса çулсерен 20 спортзала тĕпрен юсанă. Çитес çулсенче темиçе теçетке юсаса çĕнетесшĕн. Михаил Игнатьев хăй хоккейпа кăсăкланнăран çак вăййа кăмăллакансене унта хутшăнма сĕнчĕ.

Приоритетсем обществăпа, халăхпа пĕрле канашласа пурнăçланаççĕ. Ахальтен мар республикăра «Пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле» халăх программи йĕркеленнĕ.

 

Çул-йĕр ыйтăвĕ

Промышленноç предприятийĕсем панкрута тухни те пăшăрхантарчĕ сăмах ăстисене. Сăмахран, «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕ паянхи кун ĕçлемест. Унăн кун-çулĕ мĕнле пулĕ-ши малашне? Унта вăй хунă 10,5 пин çын халĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан пособи илет. Паллах, заводăн малашлăхĕ пурах. Мĕншĕн тесен рынокра хальхи вăхăтра хамăр çĕршывра кăларнă техника, ял хуçалăх машини пĕлтерĕшлĕ. Завод ĕçлесе кайсанах хăш-пĕр ĕçчен унта пырĕ, теприсем урăх професси илме пултарĕç. Бюджет укçи-тенкипе усă курса вĕсен тепĕр ĕç алла илме май пур. Ĕç рынокĕнче хăйсем валли вырăн тупĕç.

Раççей Президентне Владимир Путина «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче тĕрлĕ регионтан çул-йĕрпе çыхăннă чылай ыйту панăччĕ. Çакнашкал калаçу ку хутĕнче те пулчĕ. Сăмахран, Канашра пурăнакансем хăйсен кулянăвне республика ертÿçине пĕлтерчĕç. Çул-йĕр ыйтăвне вăрт-тăнлăхра тытманнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Хăй те асăннă хулара пулнине, унти лару-тăрăва аван пĕлнине каларĕ. Çул-йĕр проектне йĕркеленĕ чухне канализаци пăрăхĕсем пирки маннине пула вăйлă çумăр хыççăн çулсем çинче шыв тăрать халĕ. Паллах, ку ĕçсене çулталăк хушшинче пурнăçлама май çук. Çул-йĕр тăвас, юсас тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ çитсен çак хулана та пайсăр хăвармĕç. Унсăр пуçне Канаш монохуласене аталантармалли программăна кĕнĕ май сахалтан та 500 млн тенке тивĕçĕ. Ку нухратран та вырăнти çул-йĕре юсама ямашкăн пулать. Çапла вара 5-6 çултан Канаш татах та илемленĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ене социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тума 610 млн тенкĕ уйăрмашкăн хушу çине алă пуснă. Икĕ объекта Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май уявлакан мероприятисен планне кĕртнĕ. Асăннă укçа-тенкĕсĕр пуçне республикăна 2017 çулта та хушма нухрат килĕ. РФ Правительствин хушăвĕ тăрăх пĕтĕмĕшле сумма - 916 млн тенкĕ. Унсăр пуçне Чăваш Ен «Ял территорине çирĕппĕн аталантарасси» программăна хутшăнса 85 млн тенке тивĕçĕ. Вăл шăпах ялсенчи çул-йĕре юсама, тума тăкакланĕ.

Журналистсене çак ыйтусем те канăç памарĕç: коллекторсен çулне пÿлесси, нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав ирттернĕшĕн тÿлеттерни, Крымри йăхташăмăрсен кун-çулĕ, Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяшсен полигонĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти те. Республика ертÿçи пур ыйтăва та тĕплĕн, туллин хуравларĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.