Пĕрле эпир - вăйлă

6 Пуш, 2014

Виçĕм кун Шупашкарти коопераци техникумĕнче республикăри потребительсен обществисен 111-мĕш отчет пухăвĕ иртрĕ. Унта 2013 çулхи хуçалăх-финанс ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, Чăваш Енри потребкооперацие 2014-2017 çулсенче аталантармалли программăна пăхса тухрĕç, пайçăсене пĕрлехи ĕçе анлăрах хутшăнтарас ыйтусене çĕклерĕç.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов иртнĕ çулхи кăтартусемпе паллаштарнă май йывăрлăхсем чăрмантарсах пынă пулин те пысăк та туслă йышпа тĕллевсенчен чылайăшне ăнăçлă пурнăçланине палăртрĕ. Потребкооперацин организацийĕсемпе предприятийĕсен ĕç-хĕлĕн пĕрлехи калăпăшĕ 10 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Халĕччен çак тÿпене çитейменччĕ-ха. Пирĕн республикăри потребительсен кооперацийĕ Раççей Центросоюзĕн тытăмĕнче нумай çул ĕнтĕ лидерсенчен пĕри шутланать. Ăна паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн аталанма çĕнĕ предпиятисем уçни витĕм кÿрет. Тĕслĕхрен, пайçăсем, тавар туянакансем сĕннипе Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче сменăра 3 тонна паха çурма фабрикат хатĕрлекен цех уçнă. Пĕлтĕр çавăн пекех общество апатланăвĕн 30 яхăн предприятине хута янă, «Акконд» фирмăпа килĕшÿ туса 70 яхăн çĕнĕ уйрăм йĕркеленĕ. Кашни районтах курăмлă улшăну пур. Çĕнĕ пысăк объектсенчен Элĕкри суту-илÿпе пулăшу центрне, Йĕпреçри суту-илÿ комплексне, Пăрачкаври гастрономпа пулăшу центрне, Комсомольскинчи «Сеньера» пиццерие, Вăрмарти «Светлица» общество апатланăвĕн комплексне, Муркашри «Бриз» ресторана, Мăн Сĕнтĕрти хатĕрлев комплексне асăнмалла. Сăмах май, пĕлтĕр пурлăх-техника никĕсне аталантарма 320 миллион тенкĕ уйăрнă.

- Ăнăçлă ĕçлес тесен çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шырамалла. Çакна шута илсе инноваци проекчĕсем çирĕплетрĕмĕр,- терĕ Валерий Михайлович. - Чи малтанах суту- илÿ предприятийĕсене автоматизацилес ыйту тĕп вырăнта тăрать. Иртнĕ çул Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче 54 лавккана çак йĕрке çине куçартăмăр, кăçал тата çавăн чухлĕ автоматизацилеме палăртрăмăр. Пĕлтерĕшлĕ иккĕмĕш проект - логистика центрĕллĕ пĕрлехи суту-илÿ сетне ĕçе кĕртесси. Çавна май кадрсене çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентес тĕлĕшпе нумай тăватпăр. Потребкооперацин тĕрлĕ отраслĕнче хăйĕн тивĕçне кашниех яваплă пурнăçласан тĕллевсене ĕçе кĕртме пулать. Пĕрле эпир - вăйлă.

Пухура республикăри потребительсен кооперацийĕн организацийĕсемпе предприятийĕсен 2013 çулхи экономика ăмăртăвĕнче мала тухнисене чысларĕç. Хуçалăха пĕтĕмĕшле аталантарас тĕлĕшпе Элĕк райповĕ çĕнтернĕ. Вăл куçса çÿрекен ялава тăваттăмĕш хут тивĕçрĕ.


Алина ЛУКИЯНОВА.

Василий Сорокин

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.