Пĕрле чухне телейлĕ

22 Пуш, 2014

Çĕмĕрлери хĕрарăмсен канашĕ кăçал «Чи лайăххи» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма хальхинче ятарласа çула тухрăмăр. Тĕрĕссипе, Çĕмĕрлесемпе туслă çыхăну пĕлтĕрех йĕркеленĕччĕ ĕнтĕ, хулари ашшĕсен канашĕ пирки те çырса кăтартнăччĕ. Пире, хаçат ĕçченĕсене, пĕр-пĕр ыйту кăсăклантарсан, тÿрех хастар хĕрарăмсем патне шăнкăравлатпăр та яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Вырăнти лару-тăрăва вĕсенчен лайăхрах кам пĕлтĕр-ха?

Амăшĕнчен - хĕрне

Çĕмĕрлери хĕрарăмсен канашне 2012 çултанпа Елена Голованова ертсе пырать. Вăл Çĕмĕрлери 3-мĕш шкул директорĕн çумĕ, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ. Общество пурнăçĕн тути-масине Елена Николаевна мĕн ачаранпах туйса ÿснĕ. Унăн амăшĕ Людмила Григорьева чылай çул хĕрарăмсен канашĕн пуçлăхĕ пулнă. Яланах çыншăн çунасси, халăха усă кÿресси Елена Николаевнăна амăшĕнчен куçнă-тăр. «Аппапа иксĕмĕре вăл яланах пĕрле илсе тухатчĕ: субботник е ытти ĕç - аннерен юлман эпир», - аса илет хĕрĕ.

Çĕмĕрлесем мĕншĕн хисеплĕ çак ята тивĕçнĕ-ха? Республикăра халĕччен йĕркелемен мероприятисемпе тĕлĕнтернĕ вĕсем. Çĕнĕлĕх шырас тĕлĕшпе вĕсене ăмсанма та юрать-тăр. Хула администрацийĕпе, официаллă ытти тытăмпа тачă çыхăну йĕркелени те тĕрлĕ проекта пурнăçа ăнăçлă кĕртме пулăшать. «Пур ыйту та укçа-тенкĕпе çыхăннă», - тесе шутлатăр тăк - йăнăшатăр. «Чи кирли - кăмăл пурри, ытти йăлтах тупăнать», - палăртаççĕ Çĕмĕрлесем. Акă, сăмахран, арçынсем валли пĕлтĕр ятарласа йĕркеленĕ мероприятие халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Кун хыççăн республикăра чи малтан ашшĕсен канашĕ чăмăртаннă. Çулла хастарсем ашшĕсĕр ÿсекен ачасене пулла илсе кайнă, уçă сывлăшра пурте пĕрле савăннă. «Ывăлăмпа пулла кайса курманччĕ эпĕ, халĕ виçĕ хутчен кÿлĕ хĕррине çитрĕмĕр. Пулăç хатĕрне те туянтăмăр...» - каласа кăтартнă ачине пĕччен ÿстерекен хĕрарăм Елена Головановăна.

Çемье кунĕнче «Пукане - савăнăç кÿме» фестиваль иртнĕ. Темĕн тĕрлĕ тетте, чăнах та, ачасене кăна мар, аслисене те хаваслă кăмăл парнеленĕ. Кунĕпех курав ĕçленĕ, ăсталăх класĕ кăтартнă. Шупашкарти Пукане театрĕ юмах лартнă. Çавăн пекех ачасем хăйсем те пÿрнепе вылямалли пуканесемпе чи пĕчĕккисем патне садике çитнĕ.

Амăшĕсен кунĕнче «Икĕ хут телей» фестиваль уçăлнă, унта йĕкĕрешсем тупăшнă. Уява йĕркелекенсенчен пĕри хĕрарăмсен канашĕн членĕ Татьяна Андреева - хăй те йĕкĕреш амăшĕ. Урамра йĕкĕреш ачапа уçăлса çÿрекенсем патне пыра-пыра сăмахланă, уява чĕннĕ вăл. Пурĕ 20 мăшăр, 3-рен пуçласа 50 çула çитнисем, тупма май килнĕ ăна. «Пирĕн пек çемьесен ачисене воспитани парас тĕлĕшпе хăйне евĕр уйрăмлăхсем пур. Ăна ыттисем пĕлмеççĕ те. Амăшĕсемпе тĕл пулса çав ыйтусене те сÿтсе яврăмăр», - палăртать Татьяна Николаевна. Сăмах май, хĕрарăмсен канашĕ сĕннипе вăл пĕлтĕр «Раççей хĕрарăмĕ-2013» нацисен конкурсне хутшăнчĕ, 1266 сасă пухса финала тухрĕ, Раççейри чи лайăх 12 хĕрарăм йышне кĕчĕ.

Хула кунĕнче Çĕмĕрлесем «Телейлĕ пĕрле чухне» çамрăк çемьесен фестивалĕ йĕркеленĕ. Тин кăна пĕрлешнĕ мăшăрсене çемье хаклăхĕ, ырă йăла-йĕрке пирки аса илтерни ытлашши мар-çке. Мал ĕмĕтлĕ, яваплă çемьесем обществăпа культура пурнăçне хутшăнни - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Пурĕ 6 çемье - Беляковсем, Лаптевсем, Таратинсем, Мотовсем, Зубрилинсем, Ермекеевсем - ачисемпе пĕрле тупăшнă. Вĕсене экспертсем, тĕрлĕ çулта «Çулталăк çемйи» ята çĕнсе илнĕ Батрошинсем, Кирилловсем, Антошинсем хакланă. Ку мероприятире Лаптевсем мала тухнă.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче республикăра Пĕтĕм тĕнчери «Пурĕ пĕрешкел пулаймĕ» фестиваль иртнĕччĕ. Унта тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ пукане театрĕсем сусăр ачасене спектакль кăтартрĕç. Çĕмĕрлерен те Шупашкара чылай ача кайнă. Хĕрарăмсен канашĕ тата И.Кириллов предприниматель пулăшнипе татах та ытларах пепкене савăнăç кÿме май килнĕ.

 

Пурнăç кĕнеки çырас-тăк...

Хулари хĕрарăмсен канашĕнче - тĕрлĕ тытăмри 21 çын. Вĕсем «Тĕл пулас, ăнланас, ĕçлес!» девизпа пурăнаççĕ. «Канашăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕнеке çырас-тăк çакăн пек страницăсем кĕртĕттĕм: «Хĕрарăм. Истори. Çынсем» - унта хулари хĕрарăмсем социаллă чи активлă çынсем пулнине тĕслĕхпе çирĕплетĕттĕм, - паллаштарать Елена Голованова. - Теприне «Хĕрарăм. Пулăмсем. Вăхăт» ят парăттăм. Коллектив хăйне пĕр çемье евĕр туять, çавăнпа кашни уява пĕрле ирттерет. Пултарулăх ушкăнĕпе, шкулпа туслă çыхăну йĕркелени пире кирек мĕнле мероприятие те çÿллĕ шайра ирттерме май парать. Пирĕн ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри - сывă пурнăç йĕркине сарасси. Хулара «Телейлĕ ачалăх ячĕпе» палăк уçма палăртрĕç, эпир те ырă тĕллеврен пăрăнса юлмарăмăр.

Çав кĕнекерех «Хĕрарăм. Çемье. Общество. Ырă кăмăллăх» страница та çырăттăм. Ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрăва куçран вĕçертместпĕр, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссипе тачă çыхăнура эпир. Вĕренÿ, социаллă хÿтлĕх, культура учрежденийĕсемпе пĕрле çамрăк çемьесемпе профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр. Йывăрлăха лекнĕ хĕрарăмсене эпир хăй нушипе пĕччен хăвармастпăр, яланах пулăшма хатĕр.

Хĕрарăмсен канашĕ мĕн йĕркеленнĕренпех ĕç халăхĕн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан хăватлă вăй пулса тăнă. Çавăнпа та «Хĕрарăм. Ĕç. Ăнăçлăх» страница кĕртни те вырăнлă.

Хальхи пурнăç пирĕн ума çĕнĕ тĕллев лартма хистет. «Хĕрарăм. МИХ. Уççăнлăх» страницăра информаципе тивĕçтерекен уçлăха тухни çинчен пĕлтерĕттĕм. Хамăр пирки социаллă сетьре хыпарласах тăратпăр. Хулара пурăнакан пур хĕрарăм та пулăшу кирлĕ чухне ăçта, кам патне пымаллине пĕлтĕр. Пирĕн тĕллев пĕрре - халăха усă кÿресси».

Шухăш-ĕмĕт татах нумай-ха Çĕмĕрлесен. Сăмахран, пуканесен фестивальне ирттересшĕн. Матрешка - Раççей сăнарĕ, чунĕ, амăшлăх палли. Хĕрарăмсем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пăсăлнине, йĕркесĕрлĕхе, усаллăха сивлесе çемье хаклăхĕшĕн, тивĕçлĕ вĕренÿшĕн, патриотлăхшăн, таса экологишĕн, хăтлă хулашăн ÿлĕмрен те тăрăшĕç.

 

Пуриншĕн те çывăх тус

Çĕмĕрлери «Камчатка» микрорайонта пурăнакан Елена Павлова та «Чăваш хĕрарăмĕ» корреспонденчĕпе тĕл пулăва çитнĕ. Вăл та хулари хĕрарăмсен канашне ертсе пынă. 30 çула яхăн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕ пулнăскер йывăр çемьесен шăпине аван пĕлсе тăрать. Тивĕçлĕ канура та общество ĕçĕнчен пăрăнмасть Елена Павловна. Пĕр тăрăхра пурăнакан хĕрарăмсемпе халĕ те рейда тухать вăл. «Виçĕ çемье канăç памасть пире. Ашшĕ-амăшĕ «симĕс çĕленпе» туслă, ачисем тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ. Çав хĕрарăмсем мĕн шухăшпа пурăннине пĕлес тесе калаçу пуçаратăп та, пĕлетĕр-и, чунĕсем пушă маррине куратăп. Вĕсем пирĕнпе сăмахласа хуйхине пусараççĕ, чунне уçаççĕ. Юлашки вăхăтра амăшĕсем хăйсене йĕркеллĕ тытма пуçларĕç. Çакăншăн эпир те савăнатпăр», - уçăмлатать хастарскер.

Елена Павлова - аслисемшĕн кăна мар, ача-пăчашăн та çывăх тус. Чылай çул педагог-организаторта ĕçленĕскер арçын ачасемпе футболла та вылянă, вĕсене вăрмана та илсе кайнă. Халĕ хĕрарăм ветерансен çуртĕнче хÿтлĕх тупнисене чун ăшшине парнелет, ватăсемпе куллен кĕлĕ вулать. «Ырă çынсем тĕлĕшĕпе пурнăçра яланах ăнăçать мана, никама та усал сунмастăп. Камшăн та пулин усăллă ĕç тусан вара чун пуянланать, сăвапланать», - палăртать Елена Павловна.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.