Пĕрисем - вырмара. Теприсем ăçта?
Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче ЧР АПК ыйтăвĕсене, апат-çимĕç рынокĕ улшăннине хак паракан правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта агропромри кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕле тишкерчĕç.
Ларăва комисси членĕсем, райадминистрацисен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх пайĕсен, АПК организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. РФ Ял хуçалăх академийĕн «Колос» предприятийĕн, Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх институчĕн, «Авангард» общество филиалĕн «Çĕрпÿ беконĕн» уйне çитрĕç. Вĕсен ертÿçисем Эдуард Митрофанов, Андрей Фадеев, Николай Курчаткин çĕр ĕçĕнчи паха опытпа паллаштарчĕç.
Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ. Вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов аграрисен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, райадминистрацисен умне иккĕмĕш çур çулăн тĕллевĕсене лартрĕ. «Республикăри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕк ашĕ пĕлтĕрхи çур çулхинчен - 1, сĕт 0,6% нумайрах, çăмарта 12,8% сахалрах туса илнĕ, - терĕ. - Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 0,3, кайăк-кĕшĕкĕн 2,1% ÿснĕ, ĕне йышĕ - 3,7, сыснан - 11,3, сурăхпа качакан 2,9% чакнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен сĕт 3,4% нумайрах сунă. Вĕсенче тăрăшакансен кашни уйăхри ĕç укçине вăтамран 11874,5 тенкĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 12,7% ытларах, шутланă».
Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 500 пин тоннăран кая мар пухса кĕртме палăртнă. Пĕлтĕр кĕлете 396 пин тонна хывнă. «Аграрисен умне кашни килограмм тырра шута илме тĕллев лартатăп, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Тухăçăн пĕр пайне отчета кĕртменнине мана пĕлтерсен çийĕнчех тĕрĕслев ирттерĕпĕр».
Вун пилĕк районти 2 пин гектар çинчи культурăсене шăвараççĕ. РФ мелиораци программине лекнĕ предприятисене федераци хыснинчен субсиди параççĕ. Шăвармалли хатĕр туянма 9-шĕ - министерствăна, 4-шĕ экспертиза комиссине документ çитернĕ. «Вĕсемпе субсиди илме РФ Ял хуçалăх министерствипе килĕшÿ çирĕплетĕпĕр, - терĕ С.Павлов министр. - Мĕн пур район - вырмара. Çапах чылай хуçалăх ăна темшĕн пуçлама васкамасть. Кĕркунне, çанталăк çумăра кайиччен, тырра, çĕр улмине пуçтарса кĕртмелле. Иртнĕ çул ĕççине маларах вĕçлемен пирки пысăк тăкак курнине манар мар». Чылай хуçалăх тырă вырма тухманни шухăша ячĕ. Пĕрисем вырмара кунĕн-çĕрĕн тар юхтарса ĕçлеççĕ. Теприсем мĕн кĕтеççĕ?
Тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенче тыр-пул пуçтармалли 900 комбайн. Пурте уя тухсан кашнине вăтамран 311 гектар тивмелле. Анчах çуллен комбайнсен 79-80% çеç вырса çапаять. Çавăнпа кашнин вăтамран 390 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Тырă типĕтмелли 185 комплексран 91-шĕ юсавлă. «Паян «Çĕрпÿ беконĕнчине» куртăмăр. Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» общество, Федоров фермер хуçалăхĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи «Батыревский», Красноармейски районĕнчи «Караево», «Таябинка», Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, ытти хăш-пĕр предприяти çĕннине хута ячĕ. Анчах сахал ĕçе кĕртетпĕр, ытларах тумалла», - терĕ вице-премьер.
М.Игнатьев «Чăвашçăкăрпродукчĕ» обществăн, ЧР Апат-çимĕç фончĕн КЗСĕпе кăсăкланчĕ. «Хуçалăхран 3 тонна тырă йышăнаççĕ те унпа типĕтме пулăшнăшăн пĕр тонна тырă хакĕ чухлĕ укçа тытса юлаççĕ, - терĕ. - Ял ĕçченĕсен вырăнне пĕр самантлăха та пулин йышăнса хăвăр ыйтакан хака тишкерĕр. Сире тивĕçтерет-и?» Вице-премьертан ăна хресчене тивĕçтермелле çирĕплетме ыйтрĕ.
Пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи 6 уйăхринчен трактор - 63, тырă пухакан комбайн 15% ытларах туяннă. «Çапах та нумай мар. Пĕлтĕрхи-виçĕм çулхинчен темиçе хут ытларах туянмалла, - палăртрĕ докладçă. - РФ программипе килĕшÿллĕн техника хатĕрне 15% йÿнĕрех туянма пире кăçал 19 млн тенкĕлĕх субсиди уйăрма пăхнă. Аграрисем 15,7 млн тенкĕпе усă курчĕç ĕнтĕ».
РФ Правительстви иртнĕ эрнере федераци программисене пурнăçлама регионсене - хушма 5 млрд, вăл шутра Чăваш Ене 28 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Унпа пĕрлех яла ЧР бюджетĕнчен 10 млн тенкĕ куçарĕç. Апат-çимĕç тата ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен промышленноçĕн производство калăпăшĕ пĕлтĕрхи асăннă тапхăртинчен 3,2% пĕчĕкрех. Отрасль кăтартăвĕ пур енĕпе те лайăх. Ликер-эрех, сăра, сĕт юр-варĕ çеç сахалрах сутнă.
«Улатăрти лавккасенче - Алтайран, федерацин ытти субъектĕнчен кÿнĕ çăнăх пайтах, - хăйĕн ĕçлĕ çул çÿревĕн пĕр саманчĕпе паллаштарчĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Кану паркĕнче суту-илÿ пыратчĕ. Мороженăйпа, сĕтпе, ашпа кăсăклантăм. Вĕсене Чул хуларан кÿреççĕ. Икĕ предприниматель мана мĕн каланине пĕлетĕр-и? Илтмен те-и? Журналистсем, эпĕ çĕклекен ыйтусене туллин çутатмастăр. Ĕçри çитменлĕхсене çийĕнчех хак памалла. Бизнесменсем хамăр патра авăртакан çăнăха Алтай предприятийĕ çĕлекен миххе тултарса суту-илĕве ăсатнине каларĕç. Пирĕн лавккасенче республикăра авăртнă çăнăх сахал».
«Чăвашçăкăрпродукчĕн» директорĕнчен Алексей Ласточкинран, РФ Роспотребнадзорăн регионти управленийĕнчен ку информацие тĕрĕслеме ыйтрĕ. Пĕрремĕшне кредит илсе чи паха çăнăх арманĕ лартма, укçа çитмесен служба автомашине сутса тунă нухратпа капаштарма хушрĕ. «Пирĕн апат-çимĕç ассортименчĕ вырăнти суту-илÿ сечĕсенче çителĕксĕр, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Уйрăмах алкогольсăр пылак шыв, минерал шывĕн тĕсĕсемпе калăпăшĕ тивĕçтермест. Лавккасенче çурринчен кая мар хамăрăн пулмалла. Никам та сахалрах ĕçме-çиме пуçламан. Район-хула пуçлăхĕсенчен, ЧР ĕç тăвакан тивĕçлĕ органĕсенчен, суту-илÿ организацийĕсенчен хамăр апат-çимĕçе, аш-какая, сĕт юр-варне, ытти продукцие федераципе республика сечĕсенче ытларах сутассишĕн мĕн кирлине пурне те пурнăçлама ыйтатăп».
Белгород облаçĕнчен бройлер ашĕ илсе килеççĕ. Тултарнă целлофан хучĕ çине çырнине вулатăн та унта бройлера ĕнер пусса, тĕкне тăпăлтарса, ашне хутаçа чиксе сивĕтмĕшсене паян, супермаркет е лавкка алăкне уçиччен, ретĕн-ретĕн чиксе хунинчен тĕлĕнетĕн. Тен, ăна пирĕн пата самолетпа кÿреççĕ? Анчах Белгородран Шупашкара самолет вĕçменнине пурте пĕлеççĕ. Хутаçа хăш кун чикнине кăтартакан дата питĕ иккĕлентерет.
«Тулашран илсе килнĕ ашăн сутмалли вăхăчĕ тухсан ăçта хуратăр?» - ыйтрăм сутуçăран, - кăсăклантарчĕ Михаил Васильевич. - «Утилизацилетпĕр», - теççĕ. «Мĕнле?» «Путвала антаратпăр. Пĕр пайне хамăр çынсене валеçетпĕр, теприне...» - пытараççĕ манран. Ун пек продукцирен çурма фабрикат хатĕрленине никам та документсăр çирĕплетеймест. Анчах «утилизаци» шăпах çапла пулса иртет. Вăхăчĕ тухнине çурма фабриката мар, утилизаци заводне ăсатмалла».
«Кăçалхи çур çулта республика тулашĕнчен суту-илÿ организацийĕсене кÿнĕ мĕн пур ашран сутмалли вăхăчĕ тухнă пирки 1346 килограмне çеç Çĕрпÿ районĕнчи ветеринари-санитарин утиль заводне леçнĕ», - пĕлтерчĕ ура çине тăрса ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. «Ку питĕ сахал! - тĕлĕнчĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Апат-çимĕç туянакансене улталани куç кĕрет. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Халăх тĕрĕслевĕ» проектне пурнăçлама хутшăнакан ушкăнран, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен, район-хула депутачĕсен Пухăвĕсенчен утилизацие ăсатма тивĕçлĕ аша сутлăхран хăш вăхăтра кăларнине тĕрĕслесе тăма ыйтатăп».
ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх. Регламент тата депутат этикин енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ЧР агропромышленноç пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ, ЧР парламентне суйланиччен Етĕрнери сĕт завочĕн гендиректорĕ пулнине, сутлăх сĕтĕн хакне йĕркелесе тытса тăрас ĕçе халĕ те пысăк витĕм кÿнине АПК организацийĕсен ертÿçисем лайăх пĕлеççĕ. «Пирĕн лавккасенче çуркуннехи-çуллахи тапхăрта та сĕте ваккăн хĕллехи хакпах сутаççĕ. Тирпейлекен предприятисем ял ĕçченĕсенчен ăна чылай йÿнĕрех йышăнаççĕ. Мĕншĕн?» - ыйтрĕ унран ЧР Пуçлăхĕ.
Н.Малов сăлтавне сĕт-çу завочĕсен «кăткăслăхĕпе» /çак термин пĕлтерĕшне уçса памарĕ/ ăнлантарчĕ, кĕр çывхарнăçемĕн сутлăх хак пĕлтĕрхи пекех хăпарса пырĕ терĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вице-премьера, райадминистрацисен пуçлăхĕсене: «2010 çулта Киров облаçĕнчен çум курăклă «утă» турттарса ял-йыша улталанă пек ан пултăр, ветерансене, ытти категорие вырăнти утă-улăмпа тивĕçтерессине йĕркелеме хушатăп», - терĕ.
Вырăнти продукцие сутма РФ шайĕнчи суту-илÿ сечĕсене ытларах вырнаçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине те сÿтсе яврĕç. Юлашки çулсенче ку ыйтупа нумай калаçаççĕ. Анчах ырă улшăну сахал. Вĕсем ликер-эрех ютран кÿнине, хамăрăнне кăштах çеç сутаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ çакна Улатăр тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Ытти хула-районта та малти вырăнсенче хамăр патра тултарнă кĕленчесем мар - ытти регионтан кÿни. Çавна пула кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен ЧР хыснине 300 млн тенкĕ сахалрах кĕнĕ.
Кăçал кĕрхисене 100 пин гектар çинче акса хăварасшăн. Вăрлăх варăнтарма 58 пин гектар çĕр хатĕрленĕ. Чылай район парлаклăха ватса тăпрана кăпкалатма вырăнти хыснара кăçал укçа пăхман. «Мĕншĕн? - кăсăкланчĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Нумай çул çум курăк ашкăрнă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртме Чăваш Ен хыснинчен мĕн пур тăкакăн 50] чухлĕ кĕмĕл уйăрнине лайăх пĕлетĕр. Килес çул район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлăпăр. Кĕрхисене акмалли тĕллеве пурнăçлакан район пуçлăхĕсемшĕн - çул уçă. Суйлава хăюллăн хутшăнăр та çĕнтерĕр».
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Мешков район-хула ертÿлĕхне, потребительсене Чăваш Енре туса кăларакан продукцие вырăнта ытларах сутмашкăн май туса пама, пулăшма чĕнсе каларĕ. «Халăх тĕрĕслевĕ» проект координаторĕ пулнă май республика Пуçлăхĕ ыйтнине пурнăçласа федераци шайĕнчи суту-илÿ организацийĕсене тĕрĕслеме шантарчĕ.
Çĕрпÿ райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Артамонов кĕскен пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. ЧР Пуçлăхĕ вĕсене тишкерсе: «Тăватă çул каялла Çавал таврашĕнчи хуçалăхсенче, уй-хирте çÿреме хăрушăччĕ. Унтанпа ырă улшăну нумай», - тесе хак пачĕ.
Вăрмар райадминистраци пуçлăхĕ Константин Никитин хуçалăхсем темиçе техника хатĕрĕ туяннине пĕлтерчĕ. «Кунпа ан мăнаçланăр. Кашни хуçалăхăн çуллен комбайн, трактор е агрегат туянмалла», - асăрхаттарчĕ М.Игнатьев.
Улатăр райадминистраци пуçлăхне Николай Романова итлерĕç. Сăр юхан шывĕ хĕрринчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ темиçе пин гектар çĕре тахçанах йывăç-тĕм хупăрланă. «Мĕншĕн ăна урăх категорие куçармастăр? - ыйтрĕ М.Игнатьев. - Ку ыйтăва татса пама 4 çул каяллах хушрăм. Ĕçе халĕччен те пурнăçламан. Кунсăр пуçне 2,5 пин гектар сухаламасăр-акмасăр выртать. Пусă çаврăнăшне хăçан кĕртетĕр? Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсене, ХФХсене ĕçлеттерсе хула çыннисене аш-какайпа тивĕçтерĕр. Автоçулсене Улатăртан республикăн, çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесне çитме тунă. Анчах вĕсен усси нумай мар. Предприяти-организаци ĕç-хĕлне лайăхрах йĕркелĕр».
М.Игнатьев трибуна çине хăпарса сăмах калама васкакан Куславкка райадминистраци пуçлăхĕнчен Валентин Колумбран: «Эсир хулапа çаç мар, ял хуçалăхĕпе те хăçан ĕçлеме тытăнатăр?» - тесе ыйтрĕ. «Куславккара кăна мар, ялсенче те тăрăшатпăр, - хуравларĕ лешĕ. - Çĕр-çĕр гектар парлак çĕре сухаласа акрăмăр. Чăн та, производствăна инвестици хывмалли пысăк проекта пурнăçа кĕртеймерĕмĕр». «Сирĕн кролик ĕрчетекен ферма та хупăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ял хуçалăхĕнче лару-тăру начар», - çапла пĕтĕмлетрĕ ЧР Пуçлăхĕ. Ларăва пĕтĕмлетсе райадминистрацисен пуçлăхĕсене ял хуçалăх ыйтăвĕсене те татса памашкăн хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ