Пенсионерсен спартакиади тивĕçлĕ шайра иртĕ

28 Кăрлач, 2014

Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Социаллă политика комитечĕн председателĕ, Раççей пенсионерĕсен союзĕн ертÿçи Валерий Рязанский РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче ветерансен общество организацийĕсен представителĕсемпе тата массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Асăннă мероприятие РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Раççей пенсионерĕсен союзĕн регион уйрăмĕн председателĕ Валерий Сапожников, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Александр Медюков хутшăнчĕç.

Пичет кăларăмĕсенче ĕçлекенсем валли йĕркеленĕ брифингра Валерий Рязанский пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ене вăл ĕçлĕ çÿревпе пĕр кунлăх килнин тĕллевĕ - Шупашкарта Раççей пенсионерĕсен пĕрремĕш спартакиадине ирттерме хатĕрленесси. Маларах республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнин тата министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн теми те çак ыйтупах çыхăннă.

«Пенсионерсем валли компьютер енĕпе нумай енлĕ тупăшусем çулленех пулаççĕ-ха. Тĕплĕн шухăшларăмăр та федераци шайĕнче пĕлтерĕшлĕ тепĕр мероприяти хатĕрлени те вырăнлă пулассине палăртрăмăр. Физкультурăпа спортра мĕншĕн вăй виçмелле мар? Ку енĕпе ырă тĕслĕх пухнă темелле: иртнĕ çул Курск хулинче Раççей федераци округĕсен 17 команди вăй виçрĕ. Аслă ăру çыннисене çакă килĕшрĕ. Пирĕн çĕр-шывра 41 млн ытла пенсионер пурăнать. Вĕсене физкультурăпа спорта явăçтарас енĕпе патшалăхăн та ĕçлемеллине тĕпе хурса çак ыйтăва татса патăмăр темелле - спартакиада ирттерме палăртрăмăр. Ăçта тетĕр-и? Чăваш Республикинче. Сăлтавсăр мар паллах», - палăртрĕ Мускав хăни тĕл пулăва уçнă май. Çакна вăл пирĕн хутлăхра физкультурăпа спорта тивĕçлипе хакланипе, пурлăх никĕсне çирĕплетсе тăнипе, республика ертÿлĕхĕ сывă та таса, пур енлĕн аталаннă ăру çитĕнтерес тĕллеве тĕпе хунипе сăлтавларĕ. Спартакиадăна Чăваш Енре ирттерес шухăша республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хаваспах йышăннă. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко та хирĕçлемен, пĕтĕм Раççейри спорт мероприятийĕсен графикне кĕртнĕ.

Нумай нациллĕ çĕр-шыв пенсионерĕсемшĕн ку мероприяти чăннипех уяв пулса тăмалла. Ахальтен мар ăна 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей пĕрлĕхĕн кунĕнче, ирттерме палăртнă.

Вăл пирĕн хутлăхри спорт объекчĕсемпе тĕплĕн паллашнă, условисем çĕр-шыв регионĕсен командисемшĕн чăннипех лайăххине, спорт менеджерĕсен ушкăнĕ хатĕррине палăртрĕ. Валерий Владимирович общество организацийĕн регионти уйрăмĕн ĕç-хĕлне те пысăка хурса хакларĕ, ытти çĕртен килекенсемшĕн кунти паха опытпа паллашни усăллă пулассине пĕлтерчĕ. Чăн та, сывă пурнăç йĕркине сарас, спорт мероприятийĕсене хутшăнас енĕпе те пуçаруллă Валерий Сапожников ертсе пыракан пĕрлĕх. Аслă ăру çыннисем район-хулари ФСКсене çÿреççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ. Чылай пулăшăва вĕсем çăмăллăх мелĕпе тивĕçеççĕ. Тупăшусенче вăй виçекенсем те йышлă. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче, тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкар хулинче аслă ăру çыннисен «Спортри вăрăм кун-çул» республикăн пĕрремĕш спартакиади иртнĕ. Унта общество организацийĕн район-хулари уйрăмĕсен 24 команди тупăшнă. Чăваш Ен пенсионерĕсенчен чи пултаруллисем спортăн регионсен хушшинчи фестивальне Курск хулине кайма тивĕç пулнă, унтан парнесемпе таврăннă.

«Спартакиада тивĕçлĕ шайра иртесси иккĕлентермест. Çапла эпир патшалăх аслă ăру çыннисене манăçа кăларманнине тепĕр хут çирĕплетсе парăпăр», - пĕтĕмлетрĕ «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» ертÿçи.

Журналистсене асăннă мероприятие укçапа тивĕçтерессипе, спонсорсен пулăшăвĕпе çыхăннă ыйтусем интереслентерчĕç.

Сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарнине, аслă ăру çыннисем ку енĕпе ыттисене, уйрăмах çамрăксене, ырă тĕслĕх кăтартса-хавхалантарса вĕсене пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупмашкăн пулăшнине пус-тенкĕпе хаклаймăн. Вăрттăнлăх мар: 12 çула çитичченех спортпа туслашнă ача-пăча кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕпленет-тĕрекленет, шуçлак çул çине тăмасть. Çак ÿсĕмре вĕсем ытларах чухне асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ хÿттинче пулаççĕ, вĕсемпе ытларах хутшăнаççĕ, аслисен ырă енĕсене ăша хывса çитĕнеççĕ.

Общество организацийĕсен представителĕсемпе тата массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура Валерий Рязанский çавăн пекех чылай ыйтăва - «вăрçă ачисене» çăмăллăхпа, регионта «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятпа тивĕçтерес, ял пенсионерĕсене, нумай ачаллă çемьесене хÿтĕлес тата ытти пирки - хуравларĕ.

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.