Пенсионерсемшĕн ырă хыпар

2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пăрахнă хыççăнхи уйăхран пенсие индексацие шута илсе пама пуçлаççĕ тенине илтрĕм. Саккунри çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха, тархасшăн.

Алевтина МИХАЙЛОВА.

Çĕрпÿ районĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн специалисчĕсем ăнлантарнă тăрăх — федерацин 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 134-мĕш саккунĕ 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çав вăхăтрах хушма тÿлеве кăçалхи юпа уйăхĕнче ĕçлеме пăрахнă пенсионерсене те параççĕ. Çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ хыççăн, урăхла каласан 2018 çулхи кăрлач уйăхĕнче е каярах, Пенси фончĕ индексацие шута илсе тÿлеме йышăнсан ĕçрен кайнă хыççăнхи виçĕ уйăхшăн хушма тÿлев тивĕçет. Тĕслĕхрен, 2017 çулхи раштав уйăхĕнче ĕçлеме пăрахсан индексацие шута илнĕ пенсие тата 2018 çулхи кăрлач, нарăс, пуш уйăхĕсенчи хушма тÿлеве ака уйăхĕнче параççĕ.

Пенси фончĕ ĕçрен кайнă пенсионерсене ĕç паракан отчет тăратнă хыççăн çĕнĕрен шутласа парать. Отчетсене йышăнса пăхса тухма, тÿлев пирки йышăну тума тата тÿлев докуменчĕсене хатĕрлеме виçĕ уйăх уйăраççĕ. Индексацие шута илнĕ пенсие ĕçрен кайнă хыççăн тăватă уйăхран параççĕ.

Тĕслĕхрен, юпа уйăхĕнчен ĕçлеме пăрахнă пенсионер ĕç параканăн отчетĕнче ĕçлекенсен шутĕнчех тăрать. Чÿк уйăхĕшĕн Пенси фондне раштавăн 15-мĕшĕнчен паракан отчетра ĕçлекенсен йышĕнчен кăлараççĕ. Кăрлач уйăхĕнче ăна пенсие чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен индексацие шута илсе пама йышăнаççĕ. Пысăклатнă пенсие тата чÿк, раштав, кăрлач уйăхĕсенчи хушма тÿлевсене пенсионер 2018 çулхи нарăс уйăхĕнче илет. Гражданин авăн уйăхĕнче ĕçрен кайсан индексацие шута илсе памалли пенсие раштав уйăхĕнче, е çĕнĕ саккун вăя кĕриччен, çирĕплетеççĕ. Çапла вара ăна çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн пенси шутласа пама май килмест.

РФ Ĕçлев кодексĕнче палăртнă тăрăх — ĕçрен кайнă кун ĕç кунĕ шутланать. 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пăрахнă пенсионера ĕç паракан хăйĕн отчетĕнче ĕçлекенсен шутĕнче кăтартать. Çавăнпа унăн пенсине 2018 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шутласа параççĕ. Ÿстернĕ пенсие тата пуш, ака, çу уйăхĕсенчи хушма тÿлеве вăл 2018 çулхи çĕртме уйăхĕнче илет.

Ĕçлеме пăрахнă хыççăнхи пенси виçи мĕнле пулассине Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданин ка-бинечĕ» уйрăмра е мобильлĕ хушăмра пăхма пулать. Çакна валли Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле тата Пенси фондĕнче е Нумай функциллĕ центрта учет записьне пĕр хутчен çирĕплетмелле. Ку ĕç-хĕле пурнăçлама Пенси фончĕн специалисчĕсем кирек хăçан та пулăшма хатĕр.

 

 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.