Пенси ÿсме пултарать

30 Çĕртме, 2017

Ача çуратса ÿстернĕ амăшĕсене, уйрăмах тивĕçлĕ канăва тухнисене, ачисене пĕчĕк чухне пăхнă тапхăршăн пенсие çĕнĕрен шутласа параççĕ. Анчах та камăн пенсийĕ ÿсме пултарать, камăн вара — çук.

Малтанхи çулсенче пенси виçине палăртнă чухне ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнă тапхăра стажа кĕртнĕ. Халĕ çав вăхăта пенси балне те куçарма май килет.

Çĕнĕрен шутланă чухне миçе ача çуратса ÿстернине кашни амăшăнне уйрăммăн хаклаççĕ. Тĕслĕхрен, совет тапхăрĕнче пысăк стаж пухнă, анчах пĕчĕк шалăва тивĕçнĕ виçĕ ачаллă амăшĕн пенсийĕ хушăнмасан та пултарать. Нумай ачаллă хĕрарăмсемшĕн те балл шутлани тепĕр чух усса каймасть, малтан палăртниех пайталлă пулса тухать.

Ачапа ларнă тапхăра пĕр харăсах стажа кĕртме тата балсене куçарма юрамасть. Балл шутласа хатĕрлесен стаж пĕчĕкленет, çав шутра — ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнни те. Çакă хăшне-пĕрне усса кай-масть. Тĕслĕхрен, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитмесĕрех пенсие маларах тухмалли ирĕкпе усă курнисене: стажа балл çине куçарнипе вĕсем пенсие иртерех каймалли çăмăллăха çухатаççĕ, çавна май вĕсен ыйтăвне тивĕçтермеççĕ.

Пенси хушăмĕ кашни çыннăн хăйне май. Тĕпрен илсен, пĕчĕк шалуллисен е пенси памалла тунă чухне ĕç укçи çинчен справка тăратманнисен ÿсес шанăç пур. Асра тытмалла: хушăма тивĕçтерессине гарантилемеççĕ. Çĕнĕрен шутлани пенси виçине чакарма та пултарать. Кун пек чух-не ыйтăва пăхса тухмаççĕ, ватлăх укçин сумми малтанхинчен улшăнмасть.

2015 çултан пенси памалла тунă хĕрарăмсен çĕнĕрен шутлаттарасси пирки пуçа ватмалла мар — вĕсене хăйсемшĕн пайталлă варианта çирĕплетсе панă.

Ватлăх укçин виçине çĕнĕрен пăхса тухма ыйтакансен пенси службине çак документсене çитерсе памалла: паспорт, паспорт илнине паллă тунă, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельство /маларах паман пулсан\, енчен те тĕп документа тивĕçнине кăтартман тăк свидетельствăпа пĕрле ăна çулталăк çурăна çитиччен пăхнине çирĕплетекен ĕçлĕ хут /тĕслĕхрен, ачан аттестачĕ\.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пенсие тепĕр хут шутлаттарма ыйтас тапхăра чикĕлемен. Документсене кирек хăш вăхăтра та йĕркелеме юрать. Йышăнăва телефонпа е Интернет урлă маларах çырăнма май пур. Ыйтса çырнине РФ Пенси фончĕн район-хулари тытăмĕсенче, çавăн пекех нумай функциллĕ центрсенче /МФЦ\ йышăнаççĕ. Унсăр пуçне патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн «Гражданинăн харпăр хăй кабинетĕнче» электронлă ыйту йĕркелеме юрать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.