Пĕлÿ кунне хатĕр-и?

25 Çурла, 2016

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ вице-премьерĕ Ольга Голодец видеоселектор мелĕпе ирттернĕ пĕтĕм Раççейри канашлăва хутшăннă. Унта шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Ольга Голодец палăртнă тăрăх - Раççейри шкулсен 90 проценчĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Кăçал çĕршывĕпе 14,1 млн ача парта хушшине ларĕ. Çак шутран 1,6 млн вĕренекен ?пĕлтĕрхинчен 10 процент нумайрах% пĕрремĕш класа кайĕ.

Михаил Игнатьев республикăри мĕнпур шкулсенче пушартан сыхланмалли хатĕрсем, полицие чĕнмелли кнопкăсем пуррине палăртнă. Çавăн пекех видеосăнав камерисем вырнаçтарма пуçланине каланă.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри 999 вĕренÿ учрежденийĕ ачасене йышăнĕ. Вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама хатĕр. Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Çĕмĕрлери 2-мĕш вăтам шкулсенче тĕплĕ юсав ирттернĕрен Пĕлÿ кунне уявлаймĕç. Юсав ĕçĕсем вĕçлениччен вĕренекенсене автобуспа çывăхри шкулсене турттарĕç. Сăмах май, кăçал Чăваш Енре пĕрремĕш класа 14729 ача каять, çакă пĕлтĕрхинчен 625 ача ытларах.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - пĕлÿ çурчĕсенче хăрушлăх комплексне хута ярассине уйрăмах тĕплĕ сăнанă, турникетсем, видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Хальлĕхе пур çĕрте те мар, анчах çитес вăхăтра мĕнпур шкула тивĕçтерĕç.

Ачасене вĕри апат çитересси упранса юлнă. Ялсенче вăл вăтамран - 16-25, хулара 40-60 тенкĕ. Кăçал апат хакне ÿстерме палăртман.

Вĕренекенсене учебниксемпе, вĕренÿ пособийĕсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Ку ырă пулăм республикăра темиçе çул тăсăлать. Кăçал шкулсене - 91, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене çамрăк 10 специалист ĕçлеме килнĕ. Çапах та вакансисем пур: вĕренÿ учрежденийĕсенче 300 ĕç вырăнĕ пушă.

Тепĕр ырă пулăма та асăнса хăварас килет: РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăвĕпе Чăваш Ене çитес вăхăтра 16 шкул автобусĕ çитмелле.

Валенетина МАКСИМОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.