Пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах техника туяннă

19 Утă, 2016

Иртнĕ эрнекун Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă. Чи малтанах райцентрти газ участокне уçма хутшăннă.

Михаил Игнатьев республика ялсен хушма газификацийĕ валли бюджетран пысăк укçа уйăрнине палăртнă. Çĕнĕ газ участокĕпе паллашнă май кунти условисемпе кăмăллă пулнă. Пÿлĕмсем хăтлă, клиентсене йышăнмашкăн меллĕ. Çавăн пекех вăл республикăри газ валеçекен компанин районсенчи филиалĕсене çĕнĕ машинăсен уççисене панă.

Район пуçлăхĕпе Леонид Васильевпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Евгений Лебедевпа курнăçнă май муниципалитет аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсем ырă туртăмсем пуррине çирĕплетеççĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче ял хуçалăх производствин индексĕ 1,8% хушăннă. Пăрачкавсем кăçал акса-лартса хăварнă лаптăксем те иртнĕ çулхинчен кăшт пысăкрах.

Район активĕпе ирттернĕ канашлура шăпах çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи кăтартусене тишкернĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Райадминистраци пуçлăхĕ хăйĕн отчетĕнче палăртнă тăрăх — агропромышленноç комплексĕ район экономикин никĕсĕ шутланать. Ял ĕçченĕсем аталанас тĕллевлĕ пулни куçкĕрет: калăпăр, кăçал 17 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытларах. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе çыхăннă ĕç те курăмлă.

Районта теçеткене яхăн инвестици проектне пурнăçлаççĕ. Чи пысăккисем — гипспа ангидрит кăларассипе, тĕштырăпа техника культурисем çитĕнтерессипе çыхăннисем. Çавăн пекех энергоресурссемшĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн вăхăтра тÿлессипе, çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăм ÿссе пынипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев влаç органĕсем патшалăхăн тата муниципалитетăн пулăшу ĕçĕсене кÿрессине меллĕрех тума тăрăшни, оптимизаципе çыхăннă ыйтусене районта пурăнакансен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса татса парасси çинчен каланă.

Пĕтĕмĕшле илсен федераци бюджечĕн тăкакĕсем пĕчĕкленеççĕ пулин те Чăваш Республики валли каялла тавăрса памалла мар майпа уйăракан укçа виçи 15,9 миллиард тенкĕрен ытларах пулмалла — çакă иртнĕ çулхи виçерен 5% пысăкрах. "Пăрачкав районĕн малалла аталанмалли резервсем пур. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçарулăхĕнчен питĕ нумай килет", — тенĕ вăл Пăрачкавсене тăрăшуллă ĕçшĕн, тăван çĕре юратнăшăн тав тунă май.

Михаил Васильевич çавăн пекех тĕнчери лару-тăру çивĕчленнине кура пурин те çĕршыври тăнăçлăха упраса хăварас тĕллевпе пĕрлешмеллине, уйрăм политиксен популистла сăмахĕсене ĕненме кирлĕ маррине палăртнă. "Суйлавçăсем "Пĕрлĕхлĕ Раççее" ĕненчĕç, çак çитĕнĕве вăхăт тĕрĕсленĕ, ĕçсемпе тата суйлав умĕн шантарса каланă сăмахсене пурнăçлассипе çыхăннă яваплăхпа çирĕплетнĕ", — тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлăва çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ, финанс министрĕ Светлана Енилина, спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ Пăрачкав тăрăхĕнчи тăрăшуллă ĕçпе палăрнă çынсене наградăсем панă. Район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Нина Арлашкина тата райбольница медсестри Светлана Рогова ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ — Михаил Васильевич вĕсене ăшшăн саламласа тав тунă.

Н.АЛЕКСАНДРОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.