Пĕлсе суйламалла

Сĕт нумай паракан ĕнене суйланă чух кÿлепине лайăх сăнăр, мĕншĕн тесен çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сĕтлĕ выльăхăн мускулатури ытла вăйлă аталанман, хырăмĕ, çилли пысăк, ÿт шăмми çирĕп.

Кунашкаллин апат ирĕлтерекен тытăмĕ тата ÿпки лайăх аталаннă. Аяк пĕрчисем хушши сарлака пулсан аван, кун пек выльăхăн ÿпки пысăк.

Кăкăрĕ тарăн та анлă пулмалла. Хырăмĕ - пысăк та пичке манерлĕ. Ытла аялалла йăтăнса анни аван паллă мар. Мĕн пĕчĕкрен пăрăва тырă тата сĕт сахал çитерсен, ытларах пахалăхсăр улăмпа, утăпа апатласан çапла пулать. Типшĕм, хытанка ĕнен апат ирĕлтерекен тытăмĕ вăйсăр аталаннă.

Выльăх пуçне сăнамалла. Сĕтлин вăл çăмăл, ытла вăрăм мар, çÿхе мăйракаллă. Мăйĕ çинче пĕчĕк хутланчăк йышлă.

Ĕне кÿлепин хыçалти пайĕ, пилĕкĕ тата çурăмĕ çÿлтен пăхсан тÿрĕ йĕр тумалла.

Сĕтлĕ ĕне çирĕп ураллă пулмалла. Ура чирĕпе аптăрасан кĕтÿре хăвăрт ывăнать.

Сĕт нумай антаракан выльăхăн тирĕ хытă та çÿхе, алă пÿрнисемпе вăл лайăх туртăнать, хутлама пуçтарăнать. Тир айĕнче çу сийĕ сахал е пач та çук. Вăрăм та çинçе хÿре ĕне сĕтлине палăртать.

Çÿлерех асăннă паллăсемсĕр пуçне ĕне çиллин кÿлепине тата виçине тишкермелле. Сĕтлĕ ĕнен вăл пысăк, çемçе, сайра çăмпа витĕннĕ. Сунă хыççăн калăпăшĕпе питĕ хăвăрт пĕчĕкленет. Хыçалти пайĕн ÿчĕ хутламсене пуçтарăнать. Урăхла ăна "саппасри çилĕ" теççĕ. Вăл çăмăллăнах хыçалалла туртăнать, аялти пайĕ çемçелет.

Ватă выльăха туянма тăхтăр, мĕншĕн тесен сакăр хут пăруланă хыççăн ĕнен сĕт тухăçлăхĕ чакать. Выльăхăн ÿсĕм çулне шăлĕсене пăхса пĕлме пулать. Çулталăк çурă тултарман тынанне мăйраки вăрăмăшĕ тăрăх палăртаççĕ. Пăру миçе уйăхрине пĕлес тесен мăйракине сантиметрпа виçмелле, ун çумне тепĕр сантиметр хушмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.