Пĕлни пăсмасть

22 Ака, 2015

Автостраховани сферинче юлашки вăхăтра чылай улшăну пулнине кура Раççей Тĕп банкĕ кăларнă «ОСАГОÇ» брошюра пирки чăн-чăн шпаргалка теме пулать. Банк уйрăмĕн - Чăваш наци банкĕн ертÿçисен шучĕпе - вăл автомобилистсен страхованипе çыхăннă «хут пĕлменлĕхне» пĕтермешкĕн пулăшасси пĕртте иккĕлентермест.

Мĕнле улшăнусем-ха? Руль умне ларакансен мĕн пĕлмелле? Чи малтанах çакна асра тытăр: страховани компанийĕ кирлĕ мĕнпур документ пулсан çынна ОСАГО полисне хатĕрлесе памашкăн хирĕçлеме пултараймасть. Авари кÿнĕ сиен виçи ОСАГОн страховани тÿлевĕнчен пысăкрах-тăк - «çитмен» пайне аваришĕн айăпли хăйĕн шучĕпе е ДоСАГО /гражданла яваплăхăн хушма страхованийĕ/ пулăшнипе тÿлет.

Автомобиле туллин хÿтĕлес тесен КАСКО мелĕпе усă курăр. Вăл аваришĕн айăпли кам пулнине пăхмасăр сиене саплаштарма май парать.

Раççейре çул çинче инкек пулсан документсене ансатлатнă майпа, полици сотрудникĕсене явăçтармасăрах, хатĕрлемелли процедурăпа усă курма май пур. Унăн официаллă мар ячĕ - Европротокол. Ку мелпе çак условисенче кăна усă курма юрать: аварире çынсем суранланман* аварире икĕ транспорт хатĕрĕ кăна сиенленнĕ* водительсен иккĕшĕн те ОСАГО пур* вĕсем авари лару-тăрăвĕ пирки тавлашмаççĕ. Асăннă условисенчен пĕри те пулин пурнăçланмасан ПАИ сотрудникĕсене чĕнмелле.

Паллах, полицейскисене явăçтармасăр документсем хатĕрленĕ чухне транспорт хатĕрĕсен сиенленнĕ вырăнĕсене фотоаппаратпа ÿкерсе илмелле. Водительсем ОСАГО полисĕсене 2014 çулхи августăн 2-мĕшĕ хыççăн илнĕ-тĕк - Европротокола тĕпе хурса паракан чи пысăк тÿлев 50 пин тенкĕпе танлашать. Мускав хулипе облаçĕнче, Санкт-Петербургра тата Ленинград облаçĕнче - 400 пин.

Икĕ транспорт хатĕрĕ кăна сиенленнĕ пулсан ОСАГО тÿлевне илме хăвăрăн страховщике заявлени çырса памалла. Çакна пĕлни вырăнлă: страховани компанийĕ сирĕн саплаштару укçине тÿлеме ыйтса çырнă заявление 20 кун /кану кунĕсем шута кĕмеççĕ/ тишкерме пултарать. Эсир саплаштару мелне суйласа илме пултаратăр: е укçан тÿлеччĕр, е транспорт хатĕрне юсанăшăн укçа куçарса паччăр. Страховани тÿлевĕн виçине шутласа палăртнă чухне детальсем кивелнипе сăлтавласа вĕсене 50% ытла йÿнетме юрамасть.

Страховани тÿлевĕн чи пысăк виçисем çапларах:

1/ пĕр çын пурлăхне сиенленĕ пулсан - 120 пин тенкĕ /аваришĕн айăпли ОСАГО килĕшĕвне 2014 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕ хыççăн тунă пулсан - 400 пин тенкĕ/*

2/ темиçе çын пурлăхне сиенленĕ пулсан - пурин валли те 160 пин тенкĕ /аваришĕн айăпли ОСАГО килĕшĕвне 2014 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕ хыççăн тунă пулсан - кашнине 400-шер пин тенкĕ/*

3/ çын пурнăçне е сывлăхне сиен кÿнĕ пулсан - инкек тÿснĕ кашни çын пуçне 160 пин тенкĕ /аваришĕн айăпли ОСАГО килĕшĕвне 2015 çулхи мартăн 31-мĕшĕ хыççăн тунă пулсан - 500 пин тенкĕ/.

Енчен те эсир тÿлев виçипе килĕшместĕр, сире вăхăтра тÿлемеççĕ е тÿлеме хирĕçлеççĕ пулсан суд умĕн страховщик ячĕпе претензи çырмалла. Ăна тишкермелли вăхăт - 5 кун.

 

Николай Дмитриев

Новости по теме