«Пĕчĕк учитель» ят çыпăçрĕ

7 Юпа, 2019

Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси В.Трофимов ячĕллĕ шкулĕ хальхи вăхăтра пысăках мар. Шкулчченхи вĕрентÿ уйрăмне те шута илсен пĕлÿ çурчĕн алăкне куллен 87 ача уçать-хупать. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ-и-ха? Шурă кирпĕчрен купаланă çурт çине строительсем «Пултăр «5» дневникре» тесе çырнине урăх хăш кĕтесре курăн? Шкул çумĕнчи скверта хăтланă хăйне евĕр архитектура пĕчĕк кÿлеписене тата?.. Çăтмахри сада аса илтерекен чечек тĕнчипе те — вĕсен 37 тĕрлĕ сорчĕ çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех куçа илĕртет — кашни вĕренÿ организацийĕ мухтанаймĕ.
Театр тумтир çакмалли пÿлĕмрен пуçланать теççĕ. Шкул епле ĕçлесе пынине типтерлĕх шайĕнчен те ăнкарма пулать. Хăй тытса пыракан вырăна ертÿçĕ мĕнлерех курма ăнтăлнипе, шухăша ĕçпе çирĕплетме вăй-хăват çитернипе çыхăннă та ку. Чунĕнче тапса тăракан вăйпа Апакасси тĕп шкул колллективне утăм хыççăн утăм тума хавхалантаракан ертÿçĕ Ганна АНДРЕЕВА — пирĕн паянхи тĕпелте.
Пирĕштийĕ пăрахман
— Çÿлти хăватсем тертлĕ вăхăтра, анчах та çут тĕнче илемне курма, телейлĕ пулмах пурнăç пилленĕ-тĕр мана, — пуçларĕ калаçăва 75 çула çитсе те шкул сукмакне такăрлатма пăрахман, унран та ытла, пĕлÿ çуртне ăнăçлă ертсе пыракан вĕрентекен. — Атте Петр Андреевич вăрçă хирне тухса кайнă чухне аннен Феоктиста Ивановнăн варĕнче пиллĕкмĕш пепке тĕвĕленме ĕлкĕрнĕ. «Хĕр çуралас тăк Ганна ят хур», — тенĕ атте пĕрлешсенех аннепе иккĕшĕ Украинăра пурăннине асра тытса. 1943 çулта авăн уйăхĕнче аттерен юлашки çыру илнĕ килтисем. Кĕркуннех Смоленск облаçĕнчи хĕрÿ çапăçусенче çывăх çыннăм вилни çинчен хут тăван яла çитнĕ. 1944 çулта нарăс уйăхĕнче эпĕ çут тĕнчене килнине палăртса сас панă. Пилĕк ачине ура çине тăратассишĕн 26 çулта тăлăх арăм пулса тăнă аннеçĕм кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Юрать кукамай пулнă-ха пире пăхмашкăн, — çывăх çыннисене аса илнĕрен куççульне вăрттăн шăла-шăла илет Ганна Петровна.
Тăван ашшĕне нихăçан курман пулин те ăна мĕн тери юратни-хисеплени, çак туйăм амăшĕнчен ачисене куçни малаллахи аса илÿрен палăрать:
— Аттене кĕтме чылайччен пăрахмарăмăр. Анне те вăл чĕрĕ юлнине шанатчĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче самолет час-час вĕçетчĕ ял çийĕн. «Самолет, самолет, пирĕн аттене лартса кил!» — тесе хыттăн кăшкăраттăмăр. Çук, кĕтсе илеймерĕмĕр. Вăл ăçта, мĕнле лару-тăрура вилнине иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Смоленск тăрăхĕнчи «Красные следопыты» общество организацийĕн хастарĕсем çырса пĕлтерчĕç. Красный хулине Çĕнтерÿ кунне йыхравларĕç. Аттене пытарнă тăванла масара çитсе курма пиллĕкĕн — аппасем Клавăпа Шура, эпир мăшăрпа тата анне — çула тухрăмăр. Пире йĕрлевçĕсем чыслăн кĕтсе илни, вырăнти çынсем ăш пиллĕн хăнана чĕнни-сăйлани /ют çĕрте кунашкал хутшăну чĕрене чăннипех пырса тивет!/, каçхине клубра иртнĕ ăшă тĕл пулу... — çаксем йăлтах çул çÿреве ĕмĕрлĕх асра хăварма хистерĕç. Сăмах май, хамăр чăваш пулнине палăртса клубри ас тăвăм каçне наци çи-пуçĕпе кайрăмăр. Анне çав çÿрев хыççăн: «Халĕ ĕнтĕ Петька /çапла чĕнетчĕ вăл ăна/ чăнах та çĕр çинче çуккине ĕнентĕм. Тавах сире, ачамсем, унпа сыв пуллашма илсе кайса килнĕшĕн», — терĕ.
Ачалăхĕ çăмăл килмен Ганнăн. 5 çулта куç пÿрлĕ чирĕпе аптранă. Кукамăшĕ, Турра вăйлă ĕненекен Татьян аппа, куç шăрçи вăйсăрланасран питĕ шикленнĕ — тăтăш кĕлĕ тунă. 21 кун нимĕн курми выртнă хĕрачана çапах та çăлса хăварнă.
— Куç уçăлсан ман умра кăвак плюш пиншак тăхăннă фельдшер тăнине куртăм та — хĕпĕртенипе кăшкăрсах ятăм. Чирленĕ вăхăтра кÿршĕ-аршă килсе çÿретчĕ, кашниех хăвăртрах сывалма ырă сунатчĕ, минтер айне пĕремĕк таврашĕ хурса паратчĕ. Халăх ырă сунни нихăçан та çĕре ÿкменнине çавăнтанпах ĕненетĕп, — пирĕштийĕ хăйне йывăр самантра пăрахманнине палăртать Ганна Петровна.
Хĕрача шкул ÿсĕмне çитичченех вулама-çырма вĕреннĕ. Аппăшĕ-пиччĕшĕ урок тума ларсан вĕсен çумĕнчех кĕшĕлтетнипе пулса иртнĕ ку. Вĕсене пăхмасăр калама вĕренмешкĕн хушнă сăвăсене пĕчĕкскер хăйĕнчен аслисенчен маларах та ас туса юлнă.
— Апакассири пĕлÿ çуртĕнче вырăн çитменнипе тăван ялта уйрăм çын килĕнче йĕркеленĕ класра пуçламăш пĕлÿ илтĕмĕр. Марина Вавиловна ăс паратчĕ пире. Класра йышлăнччĕ. Вĕрентекен тухкаламасăр май килмен-тĕр — мана йĕркене пăхăнассишĕн явапли туса хăваратчĕ. Çапла сисмесĕрех ман çума «пĕчĕк учитель» хушма ят çыпăçрĕ, — професси ятарлса суйламасăрах, хăйне хăех, тупăннине палăртать çур ĕмĕр ытла шкул ачисемпе ĕçлесе киленÿ илекенскер.
Сасă хăпартни - вăйсăрлăх палли
Аттестат алла илнĕ хыççăн Ганна Андреева Шупашкара, пединститутри /халĕ — университет/ чăваш чĕлхипе ют чĕлхесен факультетне çул тытнă. Ялтан инçех тухса та курманскер хăй тĕп хула варринчи аслă шкул студенчĕсен ретне кĕме пултарнăшăн çав тери хĕпĕртенĕ. Юлашки курсра ăçта ĕçлеме каясси уçăмланнă: Çĕрпÿ ен хĕрне хальхи Красноармейски районне кĕрекен Еншик Чуллă ялĕнчи вăтам шкула ямашкăн палăртнă. Диплом пĕр çул маларах илнĕ Николай Андреев, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Тепикасси каччи, çав шкулта пĕррремĕш çул ÿкерÿпе черчени тата ĕç учителĕнче тăрăшнăскер, хăйĕн юлташне пединститут Елкине кайса курма сĕнет. «Пирĕн шкула ĕçлеме килес хĕрсене тĕл пулăпăр-и тен?» — шухăш-тĕллевне пĕлтерет вăл тусне.
Пулас мăшăр çапла пĕр-пĕрне Çĕнĕ çул умĕнхи асамлă каç тĕл пулнă. Ганна Петровнăпа Николай Андреевич пĕр шкулта ĕçлеме пуçласан туслăх тата çирĕпленнĕ — çемье тĕвĕленнĕ.
— Ĕç каçалăкне шăпах унта пуçăннипе-ши Еншик Чуллă шкулĕ чуна питĕ çывăх. Ĕçе пикенсен пĕр çултанах ертÿçĕ тилхепине шанса пачĕç. Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: çамрăкскер епле хăраман директор яваплă тилхепине тытма? — çулсем купаланнă майăн ĕç опычĕ те пухăнсах пынине палăртас вырăннех Ганна Петровна çапла калани.
Нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕ ачасемпе пĕр чĕлхе тупас йывăрлăха туйманнине палăртать. Вĕсемпе тус-юлташла хутшăну йĕркелеме пултарнăран çапла-ши?
— «2» лартма, сасă хăпартса вăрçма питех юратмастăп, педагогăн вăйсăрлăхне кăтартакан паллăсем пек хаклатăп кунашкал хăтланăва. Ачапа коридорта тĕл пулсан пĕр-икĕ сăмах нимĕçле перкелешсе илетĕп. Вăл ман ыйтăва ют чĕлхепе хуравласса кĕтетĕп. Тĕрĕс калакана урокра паллă лартнă чухне 1 балл хушса паратăп. Çапла майĕпен япăхрах вĕренекенсен пуплевĕ те аталанса пырать, предметран ютшăнасси те сĕвĕрĕлет, — професси ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕ те уçăлать акă.
Ют чĕлхе тенĕрен, хăйĕн çулĕпе кайса асăннă предметпа сахалтан та вун пилĕк вĕренекенĕ аслă пĕлÿ илнине асăнать Ганна Петровна. Çав йышра Андреевсен икĕ хĕрĕ те — Надеждăпа Марина. /Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хураççĕ/. Ют халăх чĕлхине темĕнле килĕштерсен те мал курăмлă педагог-ертÿçĕ тăван атте-анне чĕлхине хисеплессине тĕпе хурать. Çакна Апакасси шкулĕнче линейкăсем чылай чухне чăвашла иртни те çирĕплетет. Ăна ачасем хăйсем ертсе пыраççĕ. Республикăри тĕрлĕ кĕтесрен пыракан хăнасем ырă тĕслĕхе тÿрех асăрхаççĕ. Çак кунсенче кăна акă шкулта Чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе тĕл пулу иртнĕ. Чăвашла рапорт паракан хастар ывăл-хĕре курса хĕпĕртенине палăртнă вăл, çакăн çинчен кăмăл-туйăма палăртмалли кĕнекере çырса хăварнă.
— Ман тĕллев яланах пĕрре: вĕрентÿ ĕç-хĕлĕнче кирек мĕнле пуçарăва та ачасене ытларах явăçтармалла. Хăйсене шансан вĕсем яваплăха туйма вĕренеççĕ, çынпа хутшăнас кăмăл-сипете хăнăхаççĕ, кăмăлĕпе уçăлса пыраççĕ. Вĕрентекенĕн вара пулăшма ялан хатĕр, юнашар пулмалла. Хамăн уроксенче ачасене вăхăтлăх вĕрентекен пулма час-часах ирĕк паратăп, вĕсем çакăн пек чухне пирĕн ĕçе ытларах хаклама хăнăхаççĕ кăна, — çакнашкал ертÿçĕн педагогикăри курăмĕ.
Çапах та ертÿçĕ тилхепине тытса пынă май Ганна Петровнăн хуçалăх лавне туртас хевти те пĕлтерĕшлĕ. Апакассине Красноармейски 2-мĕш шкулне чылай вăхăт ертсе пынă хыççăн, 2007 çулта, куçнă вăл. Пĕлÿ çурчĕ йĕри-тавра ашкăрса кайнă тĕмсене тасатса чечек пахчи йĕркелеме кĕркуннех пуçăннă. 2010 çулта вара шкул республикăри вĕренÿ организацийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пыракан ăмăртура çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарнă. Конкурс комиссийĕ çĕнетсе илемлетнĕ лаптăка курса чăннипех тĕлĕннĕ.
Архитектура пĕчĕк кÿлеписем, паллах, шкул ялăн культурăпа ăс-хакăл тĕвви пулнине пушшех вăйлă палăртаççĕ. Вĕсене янтăлас ĕçре Ганна Петровнăн мăшăрĕ Николай Андреевич пуçаруллă. А.Орлов-Шуçăм композитора, футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнине, çемьене /вăл воспитани никĕсĕ пулнине палăртса/, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене халалланă композицисем ăнăçлă «пиçсе» тухнă.
— Хастар та пуçаруллă çын пурнăçланă ĕçпе çырлахса малалла аталанмасăр тăмасть. Тата мĕнле шухăш-тĕллевпе хĕмленетĕр? — ыйтатăп ят-хисеп çĕнсе илнĕ вĕрентекенрен.
— Музей уçасшăн тĕмсĕлетпĕр. «Тăван ен тата унăн ывăл-хĕрĕ» управ валли 2 çулта чылай материал пухрăмăр. Ĕçтешсем те, вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ ку пуçарăва. Ыттисен тĕслĕхĕпе паллашма Канаш районĕнчи Янкăлч шкулне, Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн тăван тăрăхне, ятарласа кайса куртăмăр. Чаплă музей йĕркеленĕ вĕсем. Пурлăх енчен пирĕн шкул тусĕ тата наставникĕ Сергей Порфирьев предприниматель чылай пулăшрĕ. Район администрацийĕ те пархатарлă утăм тунине ырласа йышăнчĕ, сĕтел-пуканпа тивĕçтерчĕ. Кĕç-вĕç кирлĕ документсене хатĕрлесе çитерĕпĕр те официаллă лару-тăрура, сумлă хăнасене йыхравласа уçăпăр, — ĕмĕтне çывхартасшăн çунать лара-тăра пĕлмен ертÿçĕ.
Ывăлĕнчен шкулĕпех хыпар кĕтнĕ
Вениамин Трофимов ячĕллĕ шкул çарпа патриотизм воспитанийĕпе тĕллевлĕн ĕçленине палăртмалла. Кунта класс та «отделени» шутланать. Çамрăк ăрура çĕршыв чăн-чăн хÿтĕлевçисене курасшăн вĕрентекенсем. Ахăртнех, çакнашкал тĕллев çураласси Ганна Андреевăн хăйĕн пурнăçĕнчи самантсемпе те çыхăннă...
— Ывăлăм Андрей салтака кайрĕ. Çар тивĕçне Мускав тăрăхĕнче пурнăçлатчĕ. Черетлĕ çырăвĕнче командировкăна каяссине пĕлтерчĕ те... Тăватă уйăх сас-хура памарĕ. Çав хушăра çар комиссариатне икĕ хутчен ыйту çырса та хурав илеймерĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕн чĕри епле лăпкăн таптăр? Пушшех те — Чечен çĕрĕнче пăлхав пынине пĕлетпĕр-çке. Ывăла шырама тухса кайрăм. Дзержинск хулинче мана тĕрĕслев пунктĕнче каллех татăклă хурав чылайччен памарĕç. Офицер, вырăсла аран калаçакан осети çынни: «Эпĕ ывăлăр командировкăна кайнă вăхăтра отпускра пулнă», — терĕ. «Ывăлĕнчен çыру кĕтсе хăшкăлнă амăшне, çĕр-çĕр километр кĕскетсе сирĕн пата çитнĕскерне çапла хуравлама намăс та мар-и?» — чĕре тĕпĕнчен куççуль вырăнне тăкăнчĕç сăмахсем. Пĕр тĕрке хут тыттарчĕ вăл çакăн хыççăн, ывăл почеркне палласан вăл ăçтине пĕлессе шантарчĕ. Андрее тĕл пулмасăр, анчах вăл Чечен çĕрĕнчи çапăçусен вырăнĕнче пулнине пĕлсе таврăнтăм. Çакăн хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ — ывăлăмăр отпуска килчĕ. Урокраччĕ эпĕ ун чухне. Шкул çумĕпе палланă кÿлепе иртсе кайрĕ. Иккĕмĕш хутран мĕнле чупса анса урама тухнине ăнланса та юлаймарăм. Ывăлăма курсан ура вăйĕ пĕтсе килчĕ, куç йĕпенчĕ. Шăнкăрав пулманнине пăхмасăр кашни класа пырса шаккарăм та: «Пирĕн Андрей килсе çитрĕ!» — тесе пĕлтертĕм. Ĕçтешсем те манпа пĕрле пăшăрханатчĕç те — савăнăçа çав минутрах пĕлтермесĕр чăтса тăраймарăм, — Ганна Петровнăшăн ĕнер кăна пулнă тейĕн ку ÿкерчĕксем — каласа панă чухне те хумханчĕ вăл.
Çапла, çемье те пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Çакнашкал пулнă, малашне те чи хакли шутланĕ вăл. Хăйĕн çывăх çыннисем, çав шутра — чĕвĕл-чĕвĕл калаçакан 7 мăнукĕ — вăй парса, хавхалантарса тăнăран пултаруллă вĕрентекен çĕнĕрен çĕнĕ сулмаклă утăм тăвать.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.