- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пĕчĕк Шĕвĕш пĕрре те пĕчĕк мар»
Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар. Урăх çемьере çитĕннĕ, раснарах воспитани илнĕ çынпа çемье çавăрса çур ĕмĕр ытла кун кунласа çĕр çĕрлесси те çăмăлах мар. Çав вăхăтрах ята ямалла мар, ачасемшĕн те ырă тĕслĕх пулмалла. Çакна Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Шĕвĕшре пурăнакан Валентина Игнатьевнăпа Алексей Кузьмич Кузьминсем никамран лайăх пĕлеççĕ.
Çемье пуçĕ Алексей Кузьмич Чăваш Сурăмĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрне районĕнчи Советскинчи механизаци училищинче пĕлÿ илнĕ. Çар хыççăн колхозра трактористра ĕçленĕ. Унтан ăна çĕнĕ çĕрсем уçма янă. Анчах йĕкĕт аякра нумай пурăнаймасть, тăван ялах таврăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче урине çухатнă ашшĕне пăхмалла пулнă. «Победа» /каярах «30 лет Чувашии», «Сорминский» совхоз, «Сорма» совхоз, «Новый путь» ЯХПК/ хуçалăхра маттур йĕкĕте тÿрех çăпаталлă хурçă ут шанса параççĕ. Пуçарулăхĕпе хастарлăхне кура механике лартаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çак тивĕçе пурнăçлать вăл. 28 çулта чухне Алексей Кузьмин «Сельхозтехникăна» кайнă чухне çул çинче хăйĕн «ăраскалне» тĕл пулать. <...> «Чĕнсен те халăх ун чухлĕ пулас çук. Хĕр илме 8 машинăпа кайрăмăр. 13 – телейсĕр хисеп пулни пирки ун чухне шухăшлама та пĕлмен. Шухăшлама мар, пĕрлешни пирки хут уйăрттарма та вăхăт пулман пирĕн. Февраль уйăхĕнче кăна ял тăрăхне кайса çырăнтăмăр. Чиперех пурăнтăмăр, 13 пире пĕрре те кансĕрлемерĕ», — калаçăва сыпăнтарма тăрăшрĕ Алексей Кузьмич.
Муркаш районĕнчи Ятман хĕрĕ Валентина качча тухсан та пĕр хушă Муркашри «собесрах» ĕçленĕ. Канмалли кунсенче киле килнĕ. Каярах Чăваш Сурăмĕнчи çыхăну уйрăмне куçнă. Унтан бригадăра вăй хунă. Кĕçех пăрчăкан пек çивĕч хĕрарăма бригадир пулма шанаççĕ. <...>
«Урасем сураççĕ те пур ĕçе те тăваймастăп. Юрать, мăшăрăм маттур. Пасара та çитсе килет, качакана та сăвать, сурăхсене те пăхать. Паян ак мунча кăмакине çĕнĕрен турĕ. Ăста платник те, столяр та вăл. Вĕлле хурчĕсем те тытать. «Айтăр хулана!» — тăтăшах чĕнеççĕ ачасем. Яла, киле мĕнле пăрахса кайăпăр-ха? Халĕ маншăн Пĕчĕк Шĕвĕш пĕрре те пĕчĕк мар, тĕнче пекех аслă. Кунта уçă сывлăша, пахчана, картише тухатпăр. Хăй вăхăтĕнче тăваттăра тăрса выльăх патне васканă, унтан ĕçе чупнă. Сывлăх пултăрччĕ тата кăштах пурăнасчĕ. Пурăнасси тем пекех лайăх вăл», — чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Ватăсем пĕр-пĕрне пăхни, упрани, тĕрев пани, ĕçе уйăрманни, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшни чунра ырă-ырă йĕр хăварчĕ. Тулли верси...
Роза ВЛАСОВА.
Комментари хушас