Пĕчĕк предприятисем анлă çул çине тухаççĕ

12 Юпа, 2016

Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Стровен» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Кунта 48 çын вăй хурать. Уйăхри вăтам ĕç укçи 23,5 пин тенкĕ. Пĕренерен хăма, пăрăс, мачча-урай кашти, ытти материал çурмалли, йывăçа вĕтетмелли, вутă татса çурмалли оборудованисем хатĕрлеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсене 21,2 миллион тенкĕлĕх сутнă. 1998 çултанпа пĕренене пур енчен те касаканнине 600 ытла туса кăларнă. Раççей регионĕсемпе НППП патшалăхĕсене сутаççĕ. Сакăр çул хушшинче вĕсене пин оборудовани ăсатнă.

Журналистсене панă пресс-релизра предприяти кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче тупăш илейменнине, 2015 çулта 7 миллион тенкĕ пулнине палăртнă. Обществăра тăрăшакан кашни çын пуçне вăтамран 440 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çак цифрăсем заводăн укçа çаврăнăшĕ пысăках маррине, вăл аталану çулĕ çине нумаях пулмасть çеç тăнине çирĕплетеççĕ.

Общество ертÿçи Петр Кирюхин Чăваш Ен Пуçлăхне производствăна еплерех йĕркелени, корпусра пухакан оборудованисем çинчен каласа кăтартрĕ. Станокпа пĕренерен хăма çурса кăтартрĕç.

Республика Пуçлăхĕ цехра ĕçлекенсемпе калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсене ыйтса пĕлчĕ. Михаил Ионов сварщик хăйĕн ĕç вырăнĕпе кăмăллă, саккассене пурнăçлама хастар хутшăнать.

Михаил Игнатьев «Чăваштеплокабель» обществăна çитсе курчĕ. Унăн корпусĕнче совет тапхăрĕнче Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн пĕр цехĕ пулнă. Кунта тĕп хулари «Чăвашкабель» обществăн пĕр блокĕнчен куçса килнĕ. Предприяти маччана, стенана, ĕçмелли шыв тата канализаци пăрăхĕсене, çурт-йĕре электричествăпа ăшăтмалли кабельсем ăсталать, вĕсене хатĕрлесе сутма ăсатать. 2016 çулхи 9 уйăхра 44,8 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă, производствăна пĕлтĕрхи çав хушăринчен 24 процент ÿстернĕ. Предприятире 31-ĕн вăй хураççĕ, кашни уйăхра вăтамран 18-шар пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Кăçал предприяти кассине 5 миллион тенкĕ тупăш кĕнĕ. Кашни çын пуçне вăтамран 1,47 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. Чăн та, предприяти кăтартăвĕсем аван. Ахальтен мар ăна пăрăх шăнасран хÿтĕлемелли хатĕр шухăшласа кăларнăшăн иртнĕ çул çĕршыври «Раççейĕн чи лайăх таварĕ» конкурсра лауреат ятне панă, «Халăх валли туса кăларакан промышленноç таварĕсем» номинацире «Çулталăк çĕнĕлĕхĕ» диплома тивĕçнĕ.

ЧР Пуçлăхĕ производство технологийĕпе, завод продукцийĕпе кăсăкланчĕ. Кабель тăвакан конвейерсем кунĕпех ĕçлеççĕ.

Предприяти патшалăхран кăçал продукци туса кăлармалли оборудовани туянма пĕр миллион тенкĕ ытла, регионсен хушшинчи куравсене хутшăнма 247053 тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Юрий Сельцов директор Чăваш Ен Пуçлăхне общество тĕллевĕсемпе те паллаштарчĕ. Михаил Игнатьев çулçÿреве пĕтĕмлетсе икĕ предприяти ĕçне лайăх хак пачĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ