«Пĕчĕк пассажир сехечĕ»
2 Jun, 2014 | Хыпар | Хула | Акци

Çакăн пек ятпа Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕ информаципе пропаганда акцине пуçарнă. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланăскер çу уйăхĕн варринче пуçланчĕ, çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать.

Тĕллев - ачасене патриотизм воспитанийĕ панипе пĕрлех транспорт хатĕрĕсемпе çÿренĕ чухне суранланасран сыхланма пулăшасси, транспорт объекчĕсем çинче правăна пăсасран хÿтĕленесси. Программа анлă: транспорт полицийĕн ĕçченĕсемпе йĕркелекен тĕл пулусем, экскурсисем, ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ тата ыт.те.

Сăмахран, Кÿкеçри коррекци интернат шкулĕнче 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем çак кунсенче Шупашкарти юхан шыв портĕнче пулчĕç. «Мускав» теплоходпа çывăх паллашни яланлăхах асра юлĕ. Палуба çинче пулнипе кăна çырлахмарĕç, лини пайĕн сотрудникĕсем вĕсене теплоход тытăмĕпе те паллаштарчĕç, капитан рубкине те кĕрсе пăхрĕç. Çавăн пекех лини пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Иванов шыв транспорчĕн объекчĕсем çинче пассажирсем хăйсене мĕнле тытмалли правилăсемпе паллаштарни те кашниншĕнех усăллă пулĕ. Ачасем çăлав хатĕрĕсене те курчĕç, хăшĕсем вĕсене тăхăнса та пăхрĕç.

Экскурсин тепĕр объекчĕ - тĕп хулари аэропорт. Кунта та интересли пайтах. Ытти чухне айккинчи çынсене, паллах, самолетсем вĕçсе хăпаракан, вĕçсе анакан лаптăка кĕртмеççĕ, аэропортăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем вара пĕчĕк хăнасене унта пулма та ирĕк пачĕç. Вĕçевсене пурнăçлакан авиакомпани представителĕсем «Сиерра» тата «Цесна» самолетсем çинчен тĕплĕ каласа пачĕç.

Çапах ачасемшĕн асра юлмалли чи паха самант - летчиксен кабининче пулни. Унта ларса пăхма кашнинех ирĕк пачĕç /сăн ÿкерчĕкре/. Паллах, çак самантпа усă курса кашни ача асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ. Самолет штурвалĕ умне тата хăçан ларĕç-ха - çапла вĕт! Кунта та лини пайĕн аэропортри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Николаев пассажирсем пăхăнма тивĕç правилăсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех авиарейссен пассажирĕсене, вĕсен япалисене тĕрĕслемелли йĕрке çинчен каласа кăтартрĕ.

Акци малалла пырать. Пĕчĕк пассажирсем юхан шыв портĕнче те, аэропортра та татах пулĕç-ха - вĕсене унта тарават.

К.АНТИПОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.