Пĕчĕк Кăканарсен пысăк нуши
Хăйĕн хушаматне-ятне уçăмлатма тăхтаса тăнă, адресне кăтартман автор "Хыпар" хаçат редакцине янă çырăвне "Чун ыратăвĕ" тесе ят панă. "Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн эпир ун пеккисене пичетлеместпĕр. Архива ăсатас тесе тăнă чухне çапла тума темшĕн алă çĕкленмерĕ. Мĕншĕн тесен автор хăйĕн шухăшне каланипе пĕрлех ăна тăватă сăн ÿкерчĕкпе çирĕплетнĕ. Апла тăк - каланинче чăнлăх-тĕрĕслĕх пурах.
"Пире, Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Кăканар ялĕнче пурăнакан çынсене, çул ыйтăвĕ чуна ыраттарать. Ăçта кăна çитмерĕмĕр-ши, кама кăна тархасламарăмăр-ши: Плеханов урамĕнчи 430 метр тăршшĕ çула юсама никам та пулăшмарĕ. Чĕр куççи таран пылчăк çăрăлать. Çакă ял тăрăхне те, район администрацине те нимĕн чухлĕ пăшăрхантармасть..." - хыпарлать çыру "хуçи". Урамсенчи хăватлă техникăпа та иртме çук вырăнсене фотоаппарат "куçĕпе" пăхса ăна курмăш туса иртекен пуçлăхсене кăтартма тăрăшать.
Тĕплĕнрех - "Вырăнти хăй тытăмлăх" кăларăмăн çитес номерĕнче.