Пĕчĕк цехран — пысăк завод патне

14 Авăн, 2016

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Етĕрне хулинче акционерсен «Етĕрне сĕчĕ» / Ядринмолоко/ уçă обществин коллективĕ, ветеранĕсем тата уява çитнĕ хăнасем предприятин 85 çулти юбилейне паллă турĕç.

— Компанин тĕп активĕ — пĕтĕм вăйран тăрăшакан ĕçченсем, завод продукцине туянакан шанчăклă партнерсем, çамрăк специалистсене ăсталăха вĕрентекен профессионалсем — администраци тытса пыракан çулпа хастаррăн пыма, пысăк тĕллевсем лартма, тирпейлекен отрасльте мала тухма пулăшакансем, — терĕ Сергей Токсубаев генеральнăй директор районăн культура çуртĕнче пуçтарăннисене пысăк юбилейпе хĕрÿллĕн саламласа. — «Етĕрне сĕчĕ» паян Чăваш Ен рынокĕнче — тĕп вырăнта. Коллектив çине тăрса малалла талпăннăран çитĕнÿ тума пултартăмăр. Ÿсĕм çулĕпе хастаррăн пыратпăр, кирек хăш йывăрлăха та çĕнтеретпĕр. Обществăра вуншар çул вăй хуракансене уйрăммăн тав тăватăп. Вĕсен йышĕнче — Тамара Тарасова, Нина Голыбина, Ольга Айдак, Александр Аникин, Сергей Храмов, Василий Пономарев, Сергей Чернов, Наталья Алексеева, Надежда Маслова, Елена Егорова тата ыттисем. Петрпа Любовь Сайкинсем, Джульетта Кузина, Светлана Афанасьева, Зинаида Жукова, Галина Синева, Зинаида Медведева, Нина Тарасова, Людмила Димитриева, Иван Ермолаев, Валентина Казанбаева, Зоя Боброва, Алексей Михайлов, Альбина Долгова, ытти ветеран умĕнче пуç таятăп.

«Етĕрне сĕчĕ» район бюджетне пуянлатма нумай пулăшать, районпа хулашăн — социаллă пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи 8 уйăхра 1,2 миллиард тенкĕлĕх продукци — пĕлтĕрхи çав хушăринчен 40 процент нумайрах — туса кăларнă. Предприяти асăннă тапхăрта чĕрĕ сĕт 32 пин тонна, çав шутра Чăваш Енри организацисенчен 10 пин /31 процент/, ыттине Тутар, Мари Эл республикисенчен, Чулхула облаçĕнчен йышăннă. Кăçал пурĕ 50 пин тонна — 2013 çулчченхинчен /кивĕ завода турттарнинчен/ 2 хут ытларах — тирпейлесшĕн. Етĕрне районĕнчи «Выльский», «Ленинская искра», Вăрнар районĕнчи К.Маркс ячĕллĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн», Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская», «Приволжское», «Чурачикское», Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Чулхула облаçĕнчи хуçалăхсем чи паха сĕт çеç сутаççĕ. Завод кашни талăкра ăна 150 тонна таран тирпейлет. 2017 çултан 200 тонна йышăнма тытăнасшăн. Продукци ассортименчĕ 70 ытла тĕрлĕ.

— Пире сĕтпе тивĕçтерекен хуçалăхсен ертÿçисене тав тăватăп, — терĕ генеральнăй директор. — Производство çуллен сарăлать. Çавăнпа кăçал 43 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ турăмăр. Çулла обществăра 20 студентпа шкул ачи тăрăшрĕç. Етĕрне район, хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсене социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсене татса пама кашни çулах спонсор пулăшăвĕ миллион тенкĕрен кая мар уйăратпăр. 2015 çулта республикăн Ача-пăча фондне 100 пин тенкĕ парса пулăшрăмăр.

Предприяти пĕлтĕр бюджета налук-тÿлев 87 миллион тенкĕ /районта пуçтарăнаканнин 20 проценчĕ/ куçарнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта — 51 миллион тенкĕ тытнă. Çулталăк вĕçлениччен хыснана 100 миллион тенкĕ таран хывĕç. Ку — чăннипех те пысăк цифра.

— Производство хăвачĕсене ÿстеретпĕр, — пĕлтерчĕ ертÿçĕ. — Тавар туянакансем тăпăрчă ытларах ыйтаççĕ. Çавăнпа ăна хатĕрлемелли тепĕр технологи линийĕ /38 миллион тенкĕлĕх проект/ ĕçе кĕрĕ. Çемçе сыр туса кăларакан цех /200 миллион тенкĕлĕх/ хута ярасшăн. Çавна май çывăх вăхăтрах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç.

Генеральнăй директор çивĕч ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Сăмахран, ăна общество йышăнакан сĕт хакĕ кăçал палăрмаллах ÿссе кайни пăшăрхантарать.

— Вăл пĕлтĕрхинчен 25 процент пысăкрах, — терĕ Сергей Борисович. — Çак йывăрлăха та çĕнтерессе шанатăп. Ĕçсен 90 ытла процентне автоматизациленĕ. Сĕт юр-варĕ туса кăларма халĕ коллектива 2013 çулчченхинчен чылай çăмăлрах. Паянхи пурнăçа тивĕçтерекен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕшĕн общество йĕркелÿçисене тав тăватăп.

Коллектива тата ветерансене юбилейпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Унăн ячĕпе Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев сăмах каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн çырăвĕнче «Етĕрне сĕчĕ» сĕтрен продукци туса кăларакан Атăл тăрăхĕнчи чи пысăк предприятисенчен пĕри пулнине, аталану çулĕпе пынине, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă, общество хăйĕн умне хăват, шанăç кÿрекен çĕнĕ тĕллевсем лартасса шаннине пĕлтернĕ.

Вице-премьер генеральнăй директора, общество ĕçченĕсене Елена Васильевăпа Альбина Бычковăна республика Пуçлăхĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕ.

— Уяв залĕнче — çĕнĕ завода хута яракансем, хальхи вăхăтри технологие ĕçе кĕртекенсем, — терĕ РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев. — Сирĕн умăрта — таймапуç. Предприятие пысăк инвестици хывма хăйсем çине яваплăх тиенĕ çынсен хăюлăхĕнчен чăннипех те тĕлĕнетĕп. Чылайăшĕ ял хуçалăх бизнесне укçа нумай хывма шикленет. Пĕр вăхăтра унта кĕмĕл явăçтарни пуçа çухатнипе танах тетчĕç. Завода аталантарас текенсем ун пек шухăшламанни — куç умĕнчех. Паллах, вĕсем обществăна аталантарма ĕмĕт тытнă. Вăл çитрĕ, апла пулсан общество историйĕ çырăнсах пырĕ. Бизнесра пĕр вырăнта чарăнса тăмаççĕ. Коллектива малалла талпăнма сĕнетĕп. Завод таврашĕнче ĕне фермисем туса лартăр, вĕсенчен предприятие сĕт пăрăхпа килсе тăтăр. Çак сĕнÿшĕн пурне те хыттăн алă çупма чĕнсе калатăп.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова 1990 çулсенчи реформăсен тапхăрĕнче завода упраса хăварнăшăн, каярахпа аталантарнăшăн общество йĕр¬келÿçисемпе дирекцин ĕçне пысăка хурса хакларĕ, паянхи ертÿлĕхе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме сĕнчĕ.

Завод хастарĕсем Михаил Ефимов, Любовь Чистякова, Лилия Агадеева ĕçри ÿсĕмшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Любовь Еремеевăна, Валентина Павловăна, Михаил Орлова, Геннадий Яковлева, Сергей Никонова Ял хуçалăх министерствин Хисеп тата Тав хучĕсемпе наградăларĕ. Паха продукци туса кăларнăшăн, пахалăха çÿллĕ шайра тытса тăнăшăн коллектива тав турĕ.

Обществăн пĕрремĕш генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов предприятире маларах вăй хунисем производствăна пысăк хăват панине палăртрĕ.

— Хăшпĕрисем ăна хăпартса лартасса ĕненмерĕç, — аса илчĕ вăл. — Темле йывăрлăх та куртăмăр пулин те туса пĕтертĕмĕрех, чи лайăх технологие вырнаçтартăмăр. Ĕç тухăçлăхне çуллен ÿстернĕшĕн коллектива, ветерансене пысăк тав! Завода çĕкленĕ чухне чăрмавсем тухса тăчĕç. Вĕсене пĕтерме пулăшнăшăн республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева пысăк тав! Вăл строительствăна тăсма хавхалантарса пычĕ. Йывăр лава пурте пĕрле малалла туртнăр¬ан районта çĕнĕ предприяти çĕкленчĕ. Общество пысăк инвестици хывса районти ăратлă лашасен Чапаев ячĕллĕ заводне аталанма пулăшрĕ. Урхамахсем паян çĕршыври ăмăртусене хутшăнаççĕ. Завод çĕнĕ техника туянчĕ, федерацин М-7 автоçулĕ хĕрринчи çумкурăкланса выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Халĕ уй-хире пăхма илемлĕ.

Н.Малов заводра тăрăшакансен пĕр ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕ. Коллектива ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ Владимир Свешников саламларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин çĕнĕ завод коллективĕ кĕске хушăра пысăк çитĕнÿ тунине палăртрĕ.

— Общество тÿпи районта пĕтĕмпе туса кăларнă промышленноç продукцийĕн калăпăшĕнче 82 процент йышăнать, — терĕ. — Вăл район хыснине çуллен 5 миллион тенке яхăн куçарать. Ку — пирĕншĕн пысăк укçа. Бюджета пуянлатакансем пуррипе эпир ÿсĕм çулĕпе малалла çирĕппĕн утатпăр.

Коллектива уяв ячĕпе федераципе республикăн тĕрлĕ ведомство представителĕсем саламларĕç, татах та курăмлăрах утăмсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç. Савăнăçлă уяв юрă-ташăпа вĕçленчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.