Пĕччен йывăçа çил те шеллемест

9 Авăн, 2014

Чÿречерен пăхса мĕншĕн йĕрет кинемей?

Пурнăç йĕрки çапла: хуйха-савăнăçа кампа та пулин пайламалла, чуна тăвăрлатакан, ăша çунтаракан, пуçа ыраттаракан шухăша уçса парса ăнланупа çăмăллăх шырамалла, йывăрлăхра пулăшу ыйтмалла. Апла тăк пире ăнланакан çывăх çын кирлĕ. Кам-ши çав çын? Паллах, тăван.

Турра шĕкĕр: эпĕ тăвансенчен пуян. Эппин, туратсăр йывăç мар. Тĕрлĕ çĕрте пурăнаканскерсемпе çыхăну тытсах тăратăп, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр, атте-аннепе тĕл пулса савăнатăп. Çывăх çынсем пире мĕн ачаран ĕçе юратма вĕрентеççĕ, пĕр-пĕринпе туслă пулма ăс параççĕ. Тăвансем пуçтарăнсан калаçмалли те, шÿтлемелли те, савăнмалли те тупăнать. Туслăх, тăванлăх ăшши хăнасем кайсан та нумайччен упранать. Пирĕн умĕн çак çĕр çинче мăн асаттесемпе асаннесем, вĕсен йышлă тăванĕ пурăннă. Йăха малалла тăсма пĕр ăру теприне пиллесе пынă.

Несĕлĕмĕрсем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнассине малти вырăна хунă. Вун-вун тĕрлĕ йăла-йĕрке, уяв туса ирттернĕ, вĕсене ламран-лама вĕрентсе пынă. Ача çуралнине хăйĕн йĕркипе паллă тунă, туй кĕрлеттернĕ, салтак ăсатнă. Мăн кун çитсен пĕр ратнерисем пĕр-пĕрин патне эрнипех хăнана çÿренĕ, выльăх пуссан шÿрпе çиме чĕннĕ, ĕне пăруласан ĕне ырри пĕрле ас тивнĕ. Тăванлăх тымарĕ ан татăлтăр тесе тăтăш тĕл пулма тăрăшнă.

Пирĕн пурин те телейлĕ пурăнас килет. Чуна килĕшекен ĕç, юратнă мăшăр юнашар пулсан, тăвансемпе тачă çыхăну тытсан, юлташсем пулăшса пырсан - çын телейлĕ. Юрату, ăнлану чун-чĕрене çунат хушать, мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме вăй-хал парать.

Пурнăç пурнăçах: вăл вĕрсе хăпартнă хăмпă мар, унта тăрăнмалли кĕтессем те тĕл пулкалаççĕ. Хальхи саманара тăвансен çыхăнăвĕсем татăлнине час-часах асăрхама пулать. Харкам хăй çинчен çеç шухăшлать хăшĕ-пĕри. Ытла та мăн кăмăлланса кайрăмăр. Пиччĕшĕ - шăллĕпе, ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшĕпе йĕркеллĕ пурăнайман, ашшĕ-амăшĕ тăван ачине килтен хăваланă тĕслĕхсен шучĕ ÿсет. Япăх арăм е путсĕр кĕрÿ упăшки-арăмне хăйĕн чи çывăх çыннисемпе - ашшĕ-амăшĕпе - хирĕçтерсе яни те йăлана кĕрсе пырать. Инкек сиксе тухсан е чир-чĕре пула йывăрлансах çитсен тăванĕсем патнеллех туртăнать-ха çын. Анчах та сивĕннĕ чуна тепĕр хут ăшăтма каснă чĕлле тепĕр хут çыпăçтарасси пекех йывăр.

Чунра чул йăтса çÿреме те çăмăл мар. Вăхăтра - каçару ыйтма, кÿреннĕ çыннăн каçарма пĕлмелле. Пире пурне те ырă кăмăл, ăшă сăмах, ачашлăх кирлĕ. Тепĕр чухне çывăх çын аллине хул пуççи çине хуни те мĕн тери паха.

Пĕр ватă, пĕччен пурăнакан кинемей, каланă сăмахсем аса килчĕç: "Кашни уява кÿршĕсем патне тăванĕсем йышлăн пуçтарăнаççĕ, ман патăма вара Çимĕкре те никам килекен çук. Чÿречерен сăнаса ларатăп та - куçăм шывланать, чун хурланать. Ватлăхра пĕччен тăрса юлнинчен хăрушши çук иккен. Пĕччен йывăçа çил те ытларах тустарать". Вăхăтĕнче унăн çемйи пулнă: ывăлĕ те, кинĕ те, мăнукĕсем те. Хăех аркатнă йăвана, кайран вара... кая юлнă.

Чăваш юррисем пире тăванлăх тĕпре пулмаллине аса илтерсех тăраççĕ: "Пире тăван кĕтсе тăрать, пÿрт алăкне уçса хурать...", "Ай-хай ырă тăвансем, килсех тăрăр, ан сивĕнĕр", "Куртăм-куртăм тăвансене, курса тăранаймарăм..." тата ытти те. Кăмăла çĕклентерекен хитре сăмахсем тупса юрăç тăванлăха мухтать, унпа савăнать, пурне те çавăн пек пулма хистет. Ачалăх тĕнчи, атте-анне килĕ яланах пулăшса, хăват кÿрсе тăни çинчен уççăнах систерет.

Тĕрекпе шанчăклăх утравĕ пулмалла-çке этемĕн. "Мана манса кайрăр-шим", - тесе хурланса юрламалла ан пултăрччĕ никамăн та. Çитĕнсе çунат сарнă кашни çын, пурнăç çулĕ таçта илсе çитерсен те, тăван кĕтесе ан мантăрччĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе, хăтланăвĕпе ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, тус-юлташне намăс кÿресрен асăрхантăрччĕ. Юрăри пек "ваттисен пиллĕхне асра тытса ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле пурăнар, пĕр-пĕрне юратса ал парар та ыр сунар". Ырă сунсан - ырри килетех.

Светлана КУЛАКОВА.

Патăрьел районĕ,

Чăваш Ишек

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.