Паянхи туй

18 Нарăс, 2017

Пĕлĕшĕм туя чĕнчĕ: университетăн медицина факультетĕнче вĕренекен кĕçĕн хĕрне качча парать иккен. Шавлă туй Шупашкарта, хăтлă ресторанта иртмелле. Чылай хушă пулманччĕ хулари ресторан-столовăйри туйра. Хамăрăн та авлантармалли-хĕр памалли пур та кăштах опыт пухас, çынсенчен вĕренес тесе мăшăрăмпа çула тухас терĕмĕр.

Малтанах туя тапранса пĕлĕшĕн райцентрти хваттерне çитрĕмĕр. Çын нумаях мар кунта. Хуларан 5 автомашинăпа килсе хĕрне кăнтăрлах илсе кайнă-мĕн.15 сехетре çырăнаççĕ. Пирĕн тĕп мероприятие ресторана 17 сехет тĕлне çитмелле.

— Чылайăшĕ туя хăйсен çăмăл автомашинипе кайрĕ. Камăн «тимĕр лаша» çук — вĕсем валли шурă тĕслĕ «Газ­ель», — терĕ кил хуçи.

... Эпĕ шухăша кайрăм. Хам мăшăрланнине аса илтĕм. 22 туй арăмĕ епле савăнтарнăччĕ ман мăшăрăн ялĕнче. Эй, епле хăвăрт улшăнать иккен пурнăç. Эпир, туя килнĕ 4 çемье, Шупашкара шурă микроавтобуспа вĕçтертĕмĕр.

Палăртнă вăхăтченех çит­рĕмĕр тĕп хулана. Пысăк апат-çимĕç предприятийĕн иккĕмĕш хутĕнче пулать-мĕн савăк туй. Уява пуçтарăннă, капăр тумланнă халăх шавлать çеç. Хĕрпе каччăна лартнă лимузин çитсе чарăнчĕ те пурте пĕрле зала васкарăмăр. Ансамбль Мендельсон кĕввине мăнаçлăн вылять. 200 çынна йышăнакан зала кĕрсе вырнаçрăмăр. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшать вăл. Сĕтелĕсем апат-çимĕçпе авăнса çеç тăраççĕ. Мĕн кăна çук кунта?

Çав каç савăннине сăмахпа та каласа пĕтереес çук: пĕр тупăшура шампань эрехĕ выляса илнине те, клоунсем уяв тăршшĕпех вар тытса култарнине те, ура хуçса ташланине те...

Парнесем пама тытăнчĕç. Нумайăшĕ укçа чикнĕ конверт тыттарса сăмах калать. Хĕрĕн кукамăшĕ хăй килте тытакан хур мамăкĕнчен хатĕрленĕ минтер пачĕ. Людăн ашшĕпе амăшĕ кашни пĕрер пин евро, каччăн вара пĕрер пин доллар тыттарчĕç...

— Эй, Турă, — терĕмĕр эпир мăшăрăмпа хамăр пĕр пин тенкĕ чикнĕ шурă конверта парнесен курупкине янă май. — Кунта та ют çĕршыв укçи хуçа пулма пуçланă иккен.

Çурçĕр çитеспе тÿпене туй ячĕпе фейерверк çути йăмăхтарчĕ. Çамрăк мăшăрпа пĕрле эпир те тÿперен аялалла вирхĕнекен, тĕрлĕ тĕслĕ хĕм сапакан ялтăр çутăсене сăнаса тăтăмăр.

Çурçĕр иртсен вара хамăрăн шурă «Газеле» вырнаçрăмăр. Тепĕр кунне туя еплерех кайса килнине, унти тулли савăнăçа тĕпĕ-йĕрĕпе кăçал çемье çавăрма хатĕрленекен ывăлăма каласа патăмăр...

Иртнинче юлташа пасарта тĕл пултăм.

— Хĕрне питех те шеп туй туса патăн вара, мĕн хака ларчĕ çак мероприяти? — терĕм хайхискере.

— Вăрттăнлăх ку. Ывăлна авлантарса кур, хакне пĕлĕн, — терĕ лĕх! лĕх! кулса.

 

Георгий БОРЗИН.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.