Паянхи паттăрсене чысларĕç

25 Чÿк, 2016

Инкеке лекнисене пулăшас тесе хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне хĕрхенмен çынсене чăн-чăн паттăрсемпе танлаштарас килет: вĕсем çунакан çурта та кĕреççĕ, пăрлă шыва та чăмаççĕ… Кун-çулне çак профессипе çыхăнтарнисенчен /пушарнăйсенчен, çăлавçăсенчен/ чи лайăххисене — Пĕтĕм Раççейри «Созвездие мужества» фестивалĕн республикăри тапхăрĕн çĕнтерÿçисене — Чăваш наци музейĕнче чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче чысларĕç.

Ку конкурса кăçалхипе 8-мĕш хут йĕркеленĕ. «Эпир паян чи лайăххисенчен те лайăххисене курма тата алă тытса тав тума, вĕсемпе пĕрле савăнма пултаратпăр. Эсир çамрăксемшĕн — чăнласах та ырă тĕслĕх», — терĕ фестивале уçнă май Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор. Вăл чи лайăх пушарнăя, диспетчера, отделени командирне, командир пулăшуçине, караул пуçлăхне, чаç пуçлăхне, надзор тата профилактика ĕçĕн подразделенийĕн чи лайăх сотрудникне, пĕчĕк карапсен патшалăх инспекторне, кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн аслă оперативлă дежурнăйне тата ыттисене «Созвездие мужества» кубокĕпе дипломне пачĕ.

«Чи лайăххи» ята тивĕçесси пачах та çăмăл мар. Акă Комсомольски районĕнчи надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ, шалти служба майорĕ Дмитрий Кузьмин ку конкурса кăçалхипе тăваттăмĕш хут хутшăннă, шăпах хальхинче, Пушар хуралĕн çулталăкĕнче, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех республикăри «Зарница» тата «Орленок» ăмăртусенче пиçĕхнĕскер çак вăйăсем ăна пулас профессие суйлама пулăшнине палăртать: каччă 2002 çулта Ивановăри патшалăх пушар службин институтне вĕренме кĕнĕ. 6-мĕш пушар-çăлав чаçĕн пуçлăхĕн заместителĕ, шалти служба аслă лейтенанчĕ Павел Орлов пушар службинче 13 çул тăрăшать: водитель должноçĕнчен пуçланă та вăл карьера картлашкин пĕтĕм тапхăрĕ витĕр тухнă. Заместитель пысăк пушарсене сÿнтермешкĕн халĕ те хутшăнать. Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Çĕнĕ Шупашкарти инспектор участокĕн патшалăх аслă инспекторĕ Юрий Каргин çак тытăмра 2005 çултанпа вăй хурать. «2011 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарта ачасем путса е пăр айне анса кайса вилнĕ пĕр тĕслĕх те пулман», — пĕлтерчĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçне флотра пурнăçланă арçын. «Пĕчĕк карапсен чи лайăх патшалăх инспекторĕ» ята тивĕçнĕскер çак ĕç хăйне килĕшни, хальхи вăхăтра вĕсем шкулсенче профилактика занятийĕсем ирттерни, ачасене çÿхе пăр çине кĕни мĕнпе вĕçленме пултарнине ăнлантарни çинчен каласа кăтартрĕ.

Фестивальте пушарнăйсемпе çăлавçăсене çеç мар, инкеке ăнсăртран асăрхаса шар куракансене пулăшу аллине панисене те чысларĕç. Акă çăкăр пĕçерекен Надежда Будкова Сосновкăра пурăнакан 22 çулти çамрăка вут-çулăмран çăлнă. Шупашкарти 7-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Евгения Тимофеева та кÿршĕ çуртра «хĕрлĕ автан» алхасма тытăннине асăрхасан хăрамасăрах унта чупса кĕнĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 92 çулти пенсионеркăн хăлхи илтменнине лайăх пĕлнĕ вăл. Ватă çынна урама илсе тухнă. Пушар кил-çуртне сиенленĕрен ăна юсаса çĕнетнĕ вăхăтра кинемей Тимофеевсем патĕнче пурăннă.

Çĕнтерÿçĕсене тĕп управленин «Служу Отечеству» вокал-инструмент ансамблĕ юрăсемпе саламларĕ. Унтан вĕсем Чăваш наци музейĕн залĕсенче экскурсире пулчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.