Паян та юнашарах
Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Тĕрĕссипе, унта яланах çын пур-ха. Шуршăл чăвашĕ хăйĕн паттăр ĕçĕсемпе тăван ялне, республикăна чапа кăларчĕ, Çĕр чăмăрĕн пĕр пайĕнче чăвашсем пурăннине тĕнчене пĕлтерчĕ. Шăпах çак кун Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, авиацин генерал-майорĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Паллă кун ячĕпе Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
Совет Союзĕнчи виççĕмĕш космонавтăн çуралнă кунне сумлă паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Акă хальхинче те хăнасем таçтан та пулчĕç: районсенчен, Шупашкартан, Мускавран. Вĕсен хушшинче — Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова ывăлĕпе Андриянпа, тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсем, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Олег Артемьев, Андрей Борисенко, Павел Виноградов, Николай Гаврилов, Юрий Лончаков, Валерий Токарев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ыттисем.
Мухтавлă çыннăмăр пирĕнпе пулнине эпир кулленех туйса тăратпăр, кирлĕ вăхăтра унран канаш ыйтатпăр. Вăл тăван çĕрĕнчех юлни кашни чăваша вăй парса тăрать, малашне те çаплах пулĕ. Чĕре хушнипе çулленех çакăнта темиçе хут та пуçтарăнатпăр. Кунта — унăн тăван çĕршывĕ, çакăнтан вăл хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçлама тухса кайнă. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн Андриян Николаев «Восток-3» караппа тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнине пĕлсен Шуршăл, Чăваш Республики мĕнле савăннине палăртса калама сăмах та çитмĕ. Ентешĕмĕр этемĕн пултарулăхĕ, вăйĕ мĕн тери иксĕлми пулнине икĕ хут кăтартса пачĕ. Кайран та хăйĕн пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тăван республикăна питĕ нумай пулăшрĕ. РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă вăхăтра Андриян Григорьевич тăрăшнипе Чăваш Ене мĕн чухлĕ инвестици килмен-ши? Космоса парăнтарассине, ракетăсен строительствине аталантарассине вăй хунă пекех Чăваш Ене çĕклеме те тăрăшрĕ. Эпир унăн ĕçченлĕхĕ, тÿрĕ кăмăллăхĕ, мал курăмлăхĕпе тĕллевлĕхĕ умĕнче пуçăмăра таятпăр.
Михаил Игнатьев, уяв митингне хутшăннисене паллă кунпа саламланă май, ентешĕмĕр ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ, вăл хăйĕн вĕçевĕпе чăвашăн кун-çулне пач тепĕр майлă улăштарнине, пин-пин çамрăк валли çул уçса панине, хăй те ачаранах Андриян Григорьевичран тĕслĕх илнине, унпа мăнаçланнине палăртрĕ, тăван халăх вара ăна чун-чĕререн юратнине, ятне, ĕçĕсене нихăçан та манăçа кăларманнине, акă кăçал Шупашкар аэропорчĕ Андриян Григорьевич Николаев ячĕпе çÿреме пуçланине асăнчĕ. «Андриян Григорьевич ятне тĕнче пĕлет. Вăл таса чунлă, уçă кăмăллă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупакан çынччĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Унăн легендарлă çитĕнĕвĕсем, мухтавлă ĕçĕсем, паттăрлăхĕ паян малалла тăсăлаççĕ. Ентешĕмĕрĕн пархатарлă тĕслĕхĕпе Чăваш Енĕн темиçе ăрăвĕ ÿссе çитĕннĕ».
Андриян Николаев ячĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнче, республикăра чылай мероприяти ирттернĕ, малалла та йĕркелеççĕ. Вĕсен шутĕнче — «90 çул тĕлне — 90 ыйту» интернет-викторина, «Андриян сукмакĕпе» квест-вăйă. Вĕсен çĕнтерÿçисем Михаил Игнатьевпа Елена Терешкова аллинчен дипломсемпе парнесем илчĕç.
Унтан Елена Терешкова сăмах илчĕ. Ентешĕсем унăн ашшĕне асра тытнăшăн, паллă кунпа чаплă уяв йĕркеленĕшĕн тав турĕ. «Атте çуралнă кĕтесе кашнинчех хумханса килетĕп. Кунта мана яланах сирĕн ырă, кăмăллă чĕрĕрсем пек хĕвеллĕ, ăшă çанталăк кĕтсе илет. Эсир манăн аттене асра тытнăшăн, ăна хисепленĕшĕн питĕ савăнатăп», — терĕ Елена Андрияновна.
Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин ĕçтешĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. «Андриян Григорьевичăн чун ăшши — чăваш çĕрĕнчен», — терĕ вăл. Раççей Геройĕ, Шупашкар хулин тата Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов палăртнă тăрăх — Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайни ăна авиаци çулĕ çине тăма хавхалантарнă.
Космонавтика музейне нумай çул пулăшса пынăшăн, унăн фондне пуянлатма хутшăннăшăн Юбилей ячĕпе кăларнă асăну медалĕпе Андриян Николаевăн йăмăкĕн хĕрне Анжелика Егоровăна тата СССР космонавт летчикĕн Мемориал комплексĕн ăслăлăх пайĕн ертÿçине Михаил Семенова чысларĕç.
Уява çамрăк космонавтсем те хутшăнчĕç. Мемориал комплексăн парк-садĕнче вĕсен палаткисене вырнаçтарнă. Палаткăсенче — шкул ачисем хăйсен аллипе ăсталанă «вĕçекен аппаратсен» макечĕсем. Отрядсен командирĕсем вĕсемпе хăнасене паллаштарчĕç, çак ĕçре Андриян Николаевăн паттăрлăхĕ хавхалантарнине палăртрĕç, ун пекех тÿрĕ кăмăллă, тăван халăха, çĕре юратма, ун пархатарлă ĕçне малалла тăсма сăмах пачĕç.
Акă чаплă çыннăмăр çинчен мĕн шухăшланине хăйне калама та вăхăт çитрĕ: вил тăприйĕ вырнаçнă часавая çул тытрĕç, унта чечек çыххисем хучĕç, пĕр самант шухăша кайса шăп тăчĕç, çурта çутрĕç.
Хăнасем çавăн пекех Шупашкарпа паллашрĕç, федерацин Атăлçи округĕн Чăваш Енри А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусне çитсе курчĕç, А.Г.Николаев палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Унтан Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне çул тытрĕç. Кунта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă савăнăçлă каç иртрĕ.
Комментари хушас