Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнчи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă

6 Çу, 2017

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнчи «Свобода» хуçалăхра, Етĕрне районĕнчи «Герой» ОООра, «Ленинская искра» колхозăн уй-хирĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Хирсене пăхса çаврăннă, механизаторсемпе калаçнă май май çурхи ĕçсене вăраха тăсса ямасăр вĕçлемеллине палăртнă, çак тапхăртпа «çанă тавăрса» ĕçлеме чĕнсе каланă. 

«Свобода» хуçалăх ертÿçи Леонид Петров пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне пăрçа йышши культурăсене 113 гектар, кĕрхи культурăсене 450 гектар апатлантарнă. Кĕрхи çĕртме сухи тунă лаптăка 450 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 170 гектар сÿреленĕ. Кăçал хуçалăх çурхисене 750 га, кĕрхисене 450 га акма палăрать. Техника, вăрлăх çителĕклĕ. Минераллă удобрени кĕрхи саппасран 30 тонна юлнă, кăçал тата 90 тонна туяннă. «Герой» хуçалăхра хальлĕхе 250 га акса хăварнă, ку вăл планпа палăртнин 17,3 проценчĕ пулать. «Ленинская искра» колхоз 27 процент, е 155 га, акнă.

Ростислав Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районти ял хуçалĕх предприятийĕсем акана пĕлтĕрхинчен маларах тухнă. Хальлĕхе хирте районти 8 ял хуçалăх предприятийĕ ĕçлет. Пĕтĕмпе 621 га акнă. Хуçалăхсем уй-хир ĕçне пуçлайманнине райадминистраци пуçлăхĕ çĕр пиçсе çитейменнипе çыхăнтарнă. Техника çителĕклĕ, çынсем ĕçлеме хатĕр.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕсен ларусен залĕнче республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, Правительство членĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Ларăва хутшăннисем çурхи уй-хир ĕçĕсемпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине палăртассипе, бюджет учрежденийĕсене «Мир» банк картти çине куçарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

СĂМАХ МАЙ

Республикăри уй-хир ĕçĕсене 2697 единица трактор хутшăнать. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 39,7 пин га, пахча çимĕçе 343 га, техника культурисене 1,5 пин га акнă. Çĕр улми 152 га лартнă. Çĕр улми лартма 7 район пуçланă. Чи малтан Вăрнар районĕнчи хуçалăхсем тухнă. Çанталăк лайăх тăрсан аграрисем çурхи ĕçсене 15-20 кунта вĕçлеме палăртаççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас