Паян Алкешре «Антошка» ача сачĕ ĕçлеме пуçларĕ

17 Çурла, 2017

Пур ача та, вăл мĕнле çемьере çуралнине, хăш вырăнта ÿснине, ашшĕ-амăшĕ кам пулнине пăхмасăр, пĕр пек, тивĕçлĕ шайра аталанма май паракан условисенче пурăнмалла, вĕренмелле, çитĕнмелле. Чăваш Енре çапла тума тăрăшаççĕ те.

Юлашки пилĕк çулта республикăра ача сачĕсенче тата 22 пин çĕнĕ вырăн уçма май килнĕ, всенчен 7 пинĕшне — 45 ача садне реконструкцилесе тата çĕнĕрен туса. Çак ĕçе пурнăçлама пурĕ 3,7 млрд. тенкĕ уйăрса панă.

Çавна май виçĕ çултан аслă шăпăрлансене ача-пăча сачĕсене вырнаçтарас енĕпе чăрмавсем пĕтнĕ. Хальхи вăхăтра хуласемпе ялсенчи ачасен 77,8 проценчĕ шкул çулне çитмен учрежденисене çÿрет, урăхла каласан — шкул çулне çитмен программăпа 347 ача сачĕпе тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 215 шкулти 74857 ача пĕлÿ илет. Апла пулин те республикăри 23417 ача садике кайма черетре тăрать-ха, çав шутра 14566-шĕ — 1,5-тан пуçласа 3 çула çитменнисем.

Тĕп хулан çуралнă кунĕ умĕн Шупашкарти 500-е яхăн ача садиклĕ пулчĕ. Паян Алкешри Роза Люксембург урамĕнчи 5-мĕш çурта «Антошка» ача сачĕ ĕçлеме пуçларĕ, унта 340 ача çÿрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Ыран вара «Радужный» микрорайонта тата 160 пепкене савăнăç парнелĕç.

Михаил ИГНАТЬЕВ, ЧР Пуçлăхĕ:

- Республика кунне уявланă тапхăрта та икĕ садик уçнăччĕ: пĕри, 160 вырăнли, - "Çĕнĕ хула" микрорайонĕнче, тепри, 240 ача йышăнаканни, - "Сад" микрорайонĕнче. Ачасемшĕн тăрăшмалла, вĕсем - пирĕн пуласлăх.

Елена КАДИРОВА, "Антошка" садик заведующийĕ:

- Садикре ачасем валли пур услови те пур: музыка, гимнастика залĕсем, психолог кĕтесĕ, логопед атта ытти те. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе республика ертÿлĕхне тав сăмахĕ каласшăн.

 

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас