- Чăвашла верси
- Русская версия
Павăл пичче пек пуласчĕ
Манăн кÿршĕре, Шупашкарти кăнтăр поселокĕнче, икĕ шăпăрлан пурăнать, 6-мĕш класа çÿрекенскерсем. Ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ, çулла — футболла, хĕлле хоккейла выляма юратаççĕ, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Вĕсемпе тĕл пулсан ялан вĕренÿ çинчен сăмах тапрататăп. Ÿссен кам пуласси çинчен калаçтаратăп çавсене. Ялан уçăмсăр хуравлаканччĕ — çитĕнсен кам пулассине палăртман. Космонавт та, футболист та, хоккеист та пулас килет… Хĕллехи каникул вăхăтĕнче вара Çеруш мана тĕлĕнтерчĕ: «Павăл пичче пек конструктор пулатăп!»
Павăл пиччĕшĕ те кÿршĕрех пурăнать. Вăл инженер-строитель пулнине пĕлетĕп. Хăй лартнă
çурчĕ тăпăл-тăпăл, хуралтисем те тирпейлĕ.
— Павел Федотович строитель пуль-ха вăл, конструктор пулаять-ши? — вăлтсах ыйтрăм арçын ача-
ран.
— Паллах, пулаять! Строитель те, конструктор та! — хĕрÿленсех ăнлантарчĕ Çеруш. — Эпĕ Павăл пичче каласа кăтартнисене интернетра та тĕрĕслерĕм. Словарьте «конструктор — мĕнле те пулин çурт е механизм тытăмне — конструкцине — тăваканскер» тесе ăнлантарнă. Павăл пичче халĕ хулари пĕр компанире конструктор пулса ĕçлет.
Павел Васильева аванах пĕлнĕ-ха эпĕ. Аслă пĕлÿллĕскер строительсен бригадирĕччĕ. — Павăл пичче Шупашкарти «Анне» монументне лартма та хутшăннă, суту-илÿпе канмалли пысăк чылай çурта хăпартнă, — мăнаçлансах калаçрĕ арçын ача. Ăна юри малалла калаçтартăм, çурт хăпартнă тăк строитель пулнă пуль вăл терĕм.
— Çу-ук, вăл çав çуртсен конструкцине тунă, — хĕрсех ăнлантарчĕ Çеруш.
— Апла вăл архитектор пуль? — терĕм каллех. Вăл тăрăшсах ăнлантарма тытăнчĕ.
— Нимĕнле архитектор та мар! Калăпăр, архитектор çурт миçе хутлă пулмаллине, сарлакăшне,
кÿлепине… палăртать. Конструктор вара çав проекта туса лартма никĕсĕн тарăнăшне, стенасен хулăнăшне, урай-маччине епле çирĕплĕхпе тумаллине проекта кĕртет. Иртнинче Павăл пичче хăй каласа кăтартрĕ, — мана ăнлантарса ывăннăн вĕçлерĕ сăмахне Çеруш. Пĕчĕк кÿршĕ тĕлĕнтерчĕ. Вăл çапла аслă çын пек калаçни савăнтарчĕ те. Апла тăк вăл лайăх ăнланать: пурнăçра аван укçа ĕçлесе илес тесен чи малтанах пĕр-пĕр ĕç ăсти пулмалла. Шофер-и, кирпĕч хуракан-и, бухгалтер-и, конструктор тен?
— Конструктор пулма нумай пĕлмелле-тĕр? Санăн вĕренÿ мĕнлерех-ха? — тĕпчерĕм арçын ачаран.
— Павăл пиччен те аттестатра «4» тата «5» паллăсем çеç пулнă. Манăн та «виççĕ» çук, — пат татрĕ мал ĕмĕтлĕскер. Юлташĕнчен Ванюшран та вĕренÿ пирки ыйтрăм, анчах вăл шарламарĕ. — Ванюш киле панă ĕçсене пурнăçлама кăштах юлхавланасшăн-ха. Павăл пичче те ăна тăрăшма сĕнчĕ.
…Ĕнер каллех Çеруша тĕл пултăм. Чечек çыххи йăтнăскер Павел Федотовичсем патне васкать. Малалла вулас...
Эльвира ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас