Паттăрсене пĕлмен ачасем, багажникри эрех...

Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку хутĕнче пĕтĕм тĕнчери рейтинг агентствисем Чăваш Енри лару-тăрăва хаклани çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Хаклав лайăх, çак рейтингсем республикăна çĕнĕ инвестицисем илсе килме пулăшĕç.

Сăмахне тăснă май Михаил Васильевич çак кунсенче хăй чылай предприятире пулни пирки каларĕ. Хăшпĕр çĕрте аталану пурри куçкĕрет, хăшĕсен вара ĕç-пуç çăмăл мар. «Ăçта шикленсе тăмаççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ - унта ĕç укçи те ытти çĕртинчен икĕ-виçĕ хут пысăкрах. Хăшĕсем ĕнерхи кунпа пурăнаççĕ - çав предприятисенче çамрăк та вăйпитти çынсем те лайăх шалу илеймеççĕ...» - çынсене тăрăшуллă ĕçшĕн лайăх тÿлеме чĕнсе каланă май палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн кăтартăвĕсемпе тата 2016 çулта 9, 11 классене пĕтерекенсен патшалăх аттестацине ирттерме хатĕрленнипе вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов паллаштарчĕ. Сочинение ачасен 99: ăнăçлă çырнă. Министр шучĕпе, «ку кăтарту ытлашшипех лайăх». Ытла та лайăх пулсан «çÿлте» иккĕленÿ çуралать-мĕн - тĕрĕслев об?ективлă пулман теме пултараççĕ. Çитес çулхи патшалăх экзаменĕ пирки калас-тăк - улшăнусем пулаççĕ. 9-мĕш классем вырăс чĕлхипе, математикăпа, хăйсем суйласа илекен тата икĕ предметпа экзамен тытĕç. Тĕрĕслев халичченхинчен те çирĕпрех пулĕ.

Вĕренÿ темине малалла тăснă май Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пысăк спорт ăмăртăвне килнĕ сумлă хăнасем шкул ачисемпе курнăçнă чухне хăйĕн пит хĕретме тивни çинчен каларĕ. Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров ачасенчен республика территорийĕ, халăх йышĕ пирки ыйтсан пĕчĕкскерсем пурте тÿрех çак кăтартусене интернетра шырама пикеннĕ иккен. Кузнецов ячĕллĕ кадет шкулĕнче пĕлÿ илекенсем вара хăйсен вĕренÿ заведенине хисеплесе ят панă паттăр пирки нимех те калайман. Михаил Васильевич ку ыйтусемпе ĕçлемелле пирки асăрхаттарчĕ.

2015 çулта республика валли таварсем туяннине, пулăшу ĕçĕсем пурнăçланине Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Кадилова пĕтĕмлетрĕ. Чылай укçа перекетленĕ - пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек, çапах Михаил Игнатьевăн кунта та кăмăлсăрланмалли тупăнчĕ. Контрактсене кирлĕ пек пурнăçламаннисенчен укçа шыраса илес енĕпе, унăн шучĕпе, çителĕксĕр ĕçленĕ. Шупашкар влаçĕсене сăмах тиврĕ. Чăн та, Алексей Ладыков кунашкал ÿпкевпе килĕшесшĕн пулмарĕ. Вăл палăртнă тăрăх, саккассен хакĕсем ахаль те пысăк мар, çавăнпа вĕсене пурнăçлама илес текенсем йышлă тееймĕн - конкуренци çукрах. Мускав кĕперне реконструкцилессине те, авă, 1,5 млрд ытла тенкĕлĕх хакланă - йÿнетме май килмен, саккаса çав хакпах вырнаçтарнă. Тепĕр самант Чăвашавтодорпа çыхăннă. «Вăл пире такăнтарчĕ, - терĕ администраци пуçлăхĕ, - Сĕнтĕрвăрри çулне реконструкцилессине унран туртса илме тиврĕ, çавна май çуран çынсене кирлĕ çул урлă каçă халĕ те çук».

Хула çумĕнчи маршрутсемпе чукун çулпа пассажирсене илсе çÿресси каллех калаçтарчĕ. Пассажирсене илсе çÿренĕшĕн «Содружество» компанин тăкакĕсене кăçал бюджетран 72 млн тенкĕ саплаштарма палăртнă. Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов хальлĕхе укçан 34: кăна тÿлени çинчен пĕлтерчĕ. Çавăнпах-тăр республика Пуçлăхĕн ячĕпе Раççей транспорт министрĕнчен тивĕçлĕ çыру килнĕ. Михаил Васильевич аэропортпа Чăвашавтотранса та вăтамран асăннă виçе чухлĕ укçа панине палăртрĕ. Анчах чукун çулпа тата автобуссемпе илсе çÿрекен пассажирсен шутне танлаштарма та çук - уйрăмлăх ытла та пысăк. Çапла вара, финанс министрĕ Светлана Енилина çирĕплетнĕ тăрăх, чукун çулпа çÿрекен пĕр пассажир бюджета 104 пин тенке ларать, автотранспортпа çÿрекенни - 1 пин тенке. Тепĕр саманта та уçăмлатрĕ: Хусан-Канаш пуйăс Чăваш Енре пурăнакансене мар, Тутарстан çыннисене ытларах кирлĕ. Чăваш Енпе Тутарстан чиккинче каялла çаврăнмалли вырăн çуккине пула кăна вăл Канашах çитет. Анчах тăкакне Чăваш Ен бюджечĕн те тÿсме тивет... Михаил Игнатьев черетлĕ хут каларĕ: «Ыйтăва тĕплĕ тишкермелле. Тен, пассажирсене чукун çулпа илсе çÿрессине пăрахăçламалла...»

Çак кунсенче Правительствăн темиçе членĕ командировкăсенче пулнă - çулçÿрев кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Михаил Резников вице-премьер, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республикăри пысăк темиçе предприяти ертÿçисемпе пĕрле Архангельска кайса килнĕ. Михаил Сергеевич палăртнă тăрăх - унти предприятисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли, тупăш илмелли майсем пур. Архангельск тăрăхне пахчаçимĕç, аш-какай кирлĕ. Промышленноç предприятийĕсен продукцине те вырнаçтарма пулать. Сăмахран, вун-вун пин çын ĕçлекен икĕ компание пирĕн «Яхтинг» çĕлекен ĕç атă-пушмакĕ интереслентернĕ. Тĕрĕссипе, ăна вĕсем халиччен те туяннă-ха, анчах - пачах урăх предприятисем урлă, 2-3 хут пысăкрах хакпа. Ĕçтешлĕхе çирĕплетес тĕллевпе Архангельсксене хăйсене те Чăваш Ене килсе курма чĕннĕ - визит пуш уйăхĕнче пулать-тĕр /Тĕплĕнрех - 3 стр./.

Спорт министрĕ Сергей Шелтуков Мускавра канашлура пулнă, унта регионсенче çитес çул йĕркелемелли спорт ăмăртăвĕсен программине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре 2016 çулта Раççей шайĕнчи виçĕ теçетке тупăшу йĕркелемелле. Çакă - республикăна килекен хушма укçа. Хăй вăхăтĕнче вăйлă рекламăланă командăсен чемпионачĕ вара Шупашкарта пулмастех - ыйтăва татса панă. «Допинг пăтăрмахне пула Раççей ассоциацине ăмăртусене хутшăнма чарни пуш уйăхĕччен вăйра пулать. Ун хыççăн ирĕк парсан та эпир чемпионата хатĕрленсе ĕлкĕрейместпĕр», - терĕ министр.

Командировка тенĕрен, ЧР Пуçлăхĕ Шупашкар аэропорчĕн ĕçĕпе кăмăлсăррине татăклăн палăртрĕ. Çанталăка пула самолет вĕçменни çинчен маларах пĕлтерсе хуманнипе транспорт министрĕ Владимир Доброхотов хăй те командировкăна вĕçсе каяйман иккен. «Намăс! Аэропорт пуçлăхĕ Олег Игумнов хăй командировкăра пулни ăна тÿрре кăлармасть. Паянхи технологисем тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнчен те ĕçе йĕркелеме май параççĕ. Кама та пулин ĕçрен тапса кăларса ямалла-тăк - кăларса ярăр!» - терĕ Михаил Васильевич министра.

Кун йĕркинчи ыйтусем вĕç-леннĕччĕ ĕнтĕ, анчах Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннисемпе сывпуллашма çав-çавах васкамарĕ, хăй çак кунсенче темиçе лавккапа кафере пулнине аса илчĕ. Вĕсенче Чăваш Енре туса кăларакан эрех çук иккен - шăкăрин ютран кÿни. Куншăн каллех тĕп хула влаçĕсене сăмах тиврĕ: «Эсир пĕлместĕр те пуль, сире эрехе машина багажникне хурса пырса параççĕ пуль! Сирĕншĕн пурпĕрех!» Хамăрăн продукцие сутни республика бюджетне тĕревлени пирки каланă май вăл предпринимательсен ютран кÿрекен эрехе сутнипе пĕрлех хамăрăнне манма юраманни çинчен асăрхаттарчĕ. Куншăн чи малтанах вырăнти влаçсем яваплă.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.