Паттăрсем йĕрсĕр çухалмаççĕ

22 Нарăс, 2014

Шупашкарти 33-мĕш шкул, Раççей Геройĕ Николай Смирнов сержант ячĕллĕскер, паттăрăн амăшĕпе тĕл пулассине йăлана кĕртнĕ.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен уявĕ умĕн Тамара Леонидовнăпа курнăçас шанăçпа Смирновсен хваттерĕ умне çитрĕмĕр. Хĕрарăмăн сывлăхĕ хавшанă-мĕн. Кĕçĕн ывăлĕ Геннадий пирĕнпе калаçма хавас пулчĕ. Тепĕр тесен, чирлĕ çыннăн ĕмĕр тÿрленми суранĕ çине тепĕр хутчен тăвар сапса пăлхатмарăмăр.

Кичемленме памаççĕ

«Анне Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Асли пулнă май ун çине чылай йывăрлăх тиеннĕ. Мĕн пĕчĕклех колхоз уй-хирĕнче, каярахпа фермăра дояркăра ĕçленĕ. Аттепе те кунтах паллашнă, пĕрлешнĕ. Николай çуралнă, вăл çулталăкра чухне çемье Шупашкара куçса килнĕ. Кунта тĕплениччен пиччене кукамай пăхнă. Атте те, анне те ĕмĕр тăршшĕпех агрегат заводĕнче ĕçленĕ. Ялта халĕ аннен шăллĕн çемйи пурăнать. Пĕчĕк чухне эпир Кашмаша вĕçĕмех çÿреттĕмĕр.

Аннен сывлăхĕ пиччешĕн куляннипех пĕтрĕ. Мĕн çамрăкран йывăр ĕçпе тертленни те витĕм кÿчĕ ахăр. Эпĕ авланнă хыççăн уйрăлса тухрăм, хулара урăх районта пурăнатăп. Çывăх çыннăмсем пекех, агрегат заводĕнче ĕçлетĕп. Анне патне кашни кунах кĕрсе тухатăп. Йăмăкĕ, Люба аппа, тата унăн упăшкипе хĕрĕ те вĕçĕмех çÿреççĕ. Аннене шкул ачисемпе учительсем те кичемленме памаççĕ, хуçалăхра пулăшаççĕ», - каласа кăтартрĕ Геннадий.

Çирĕп чунлисенчен паттăрсем çуралаççĕ

Шупашкарти 33-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Раиса Пыркина - Смирновсем патĕнче кĕтнĕ хăна.

«Тамара Леонидовна пек çирĕп чунлă хĕрарăмсенчен çеç паттăрсем çуралаççĕ. Вăл хăй те - патриот, ывăлне те çавăн пек воспитани панă. Инкекĕшĕн никама та айăпламасть вăл. «Коля хăйĕн шăпине хăех суйларĕ пулĕ», - тет. Шкулта Тамара Леонидовна ачасемпе чылай тĕл пулу ирттернĕ, куççульленсе çемçешкеленмен, яланах хăйне тивĕçлĕ тытнă. Çамрăксене тăван çĕр-шыва юратма, ăна юрăхлă çын пулма чĕнет вăл», - палăртать Раиса Геннадьевна.

Амăшĕсен кунĕнче çулсеренех республикăри пограничниксен, афганецсен организацийĕсен ветеранĕсем те Тамара Смирновăна саламлама килеççĕ. Хĕрарăм пурне те ăшшăн кĕтсе илет. Коля ĕмĕрлĕхех çамрăк тăрса юлнă сăн ÿкерчĕксене пăхса, çартан янă çырусене пĕрле вуласа йăпанаççĕ. Вĕсене тата ывăлĕн наградисене арчара типтерлĕн упрать амăшĕ. «Тамара Леонидовнăпа калаçнă май вăхăт иртни те сисĕнмет. Ырă чунлă хĕрарăмран уйрăлас та килмест», - тет «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн председателĕн çумĕ Анатолий Шорников.

«Хĕрÿ» вырăнта

Николай Смирнов «Раççей Геройĕ» ята чăваш салтакĕсенчен чи пĕрремĕш тивĕçнĕ.

Вăл совет çарне Афганистана кĕртнĕренпе шăп 7 çул çитнĕ кун салтак атти тăхăннă. Анчах «хĕрÿ вырăна» чăваш каччи тÿрех çитеймен-ха. 1986 çулта раштав вĕçĕнче Туркестан çар округĕнче вĕренÿ курсĕ тухнă. «Халĕ эпĕ пулеметчик, анне, халĕ эпĕ - пограничник», - çырнă вăл амăшĕ патне. Çуркунне çамрăк салтак Афганистана лекнĕ. Кĕçĕн сержанта разведбатальонăн пулеметчиксен отделенийĕн командирне çирĕплетнĕ. Çар тивĕçĕ сăрт-туллă çĕрте, Афганистанпа Пакистан чиккинче иртнĕ. Хăрушлăхпа, вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре мар тĕл пулма тивнĕ. Смирнов çар операцийĕсене хутшăннă, саперсен хăрушсăрлăхне сыхланă. Хăюллă çапăçнăшăн, тивĕçе пĕлсе пурнăçланăшăн ăна тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсене çакса 1988 çулта ентеш киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Шел, ашшĕ ывăлне кĕтсе илеймен. Унăн вил тăприйĕ çине тăпра пăрахма Николай çартан килеймен. Раççей Геройĕн биографийĕн çак саманчĕ Н.Смирнов ячĕллĕ шкулта вĕренекенсен ĕçĕсенче курăнать.

Ячĕ - вилĕмсĕр

«Лайăх ĕçе вырнаçма йывăрччĕ ун чух, шалу вăхăтра тÿлеместчĕç... Коля çаршăн тунсăхлатчĕ, - палăртать шăллĕ Геннадий. - 1994 çулта манăн та салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ. Пичче те çав çулах контрактпа çара каймашкăн рапорт çырчĕ. Вăл ĕмĕрлĕхе куçне хупнă усал хыпар ман пата хĕсмете çитрĕ. Çакăн хыççăн яланлăхах киле ячĕç, анне пĕччен юлчĕ-çке...»

Саппасри кĕçĕн сержант Николай Смирнов Таджикистана ака уйăхĕнче çитнĕ. Ăна тÿрех Мускаври пограничниксен отрячĕн десантпа штурм маневр ушкăнĕн /ДШМУ/ отделенине ертсе пыма шаннă. Ушкăн пограничниксен постне - 25 Герой ячĕллĕ 12-мĕш заставăна - хÿтĕлессишĕн яваплă пулнă. 1993 çулта кунта хĕрÿ çапăçусем иртнĕ, пирĕн салтаксем нумайăн пуç хунă, погранзаставăна вĕсен ятне панă та. Ку лаптăк питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн шутланать: Курган-Тюбе, Куляб, Душанбе хулисене, айлăмсене иртсе çÿрекен çула хупать. 1994 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче унта тепĕр хут Раççей пограничникĕсен юнĕ тăкăннă. Çакăн пирки Дмитрий Белебенцев журналист тĕплĕн çырса кăтартнипе паллашма тÿр килчĕ. «Тург тăвĕ... Унăн сулахай енне Таджикистан спецназĕ хуралланă. Сылтăмминче - тĕппинче - Раççей икĕ офицерĕпе 20 десантник-пограничник. Перкелешÿ çурлан 15-мĕшĕнчех пуçланнă. Хурахсем çине тăрсах тĕп позицие ярса илме талпăннă. Тăхлан çумăрĕ икĕ куна пынă. Смирнов чи хĕрÿ те хăрушă, яваплă лаптăксенче хÿтĕленнĕ. 12 сехете яхăн тăсăлнă тан мар çапăçура пирĕн ентеш паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Пограничниксен хастарлăхĕ хурахсене чикĕ урлă иртме паман».

Мускаври погранотрядăн 12 заствин хăюлăхне тăван çĕр-шыв пысăка хурса хакланă. РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 5 десантник-пограничник «Раççей Геройĕ» ята тивĕçнĕ, вăл шутра - пуç хунă Смирнов кĕçĕн сержантпа çар командирĕ Вячеслав Токарев лейтенанта та. Николайăн ылтăн çăлтăрне упрамашкăн амăшне панă.

Паттăр ентешĕмĕр пирĕн хушăра çук пулин те вăл халĕ те стройра çар тивĕçне пурнăçлать тейĕн - Мускав отрячĕн ДШМУ 2-мĕш заставине Николай Смирнов ятне панă. 1995 çулта Тамара Леонидовнăна кун пирки çырупа пĕлтернĕ. Ентеш пурăннă çурт çине мемориал хăма вырнаçтарнă. Афган вăрçин ветеранĕсем çулсеренех Герой ячĕпе волейбол турнирĕ ирттереççĕ.

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.