Паттăрлăхшăн - орден

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче çулталăк каялла Çурçĕр Кавказра командировкăра вилнĕ Александр Егоровпа Леонид Пучков полицейскисен наградисене - Паттăрлăхшăн орден - вĕсен çемйисене панă.

Полицин аслă сержанчĕсен пурнăçĕ 2013 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче татăлнă. Чечня Шалти ĕçсен министерствин Сунжен районĕнчи территорине кĕме хăтланнă террористăн çăмăл машинин çулне пÿлнĕ чухне взрыв кĕрленĕ. Постри виçĕ йĕрке хуралçин чĕри вырăнтах тапма чарăннă, тăххăрăшĕ йывăр аманнă. Вилнисенчен иккĕшĕ - Чăваш Енрен: 23 çулти Александрпа 28-ти Леонид. Хăйсен вилĕмĕпе вĕсем пысăк çухатăва сирнĕ.

Леонид Пучковпа Александр Егоров ячĕсене Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин йĕрке хуралçисен списокне яланлăхах кĕртнĕ. Вĕсен хушамачĕсене Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи хĕрÿ вырăнсенче пуç хунă паттăрсене сума суса лартнă палăк çинче ылтăн сас паллисемпе çырнă.

Патшалăх наградисене Александрпа Леонид амăшĕсене Нина Николаевнăпа Галина Александровнăна шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов генерал-майор панă. Людмила Пучкова мăшăрĕн орденне илме хĕрĕпе Валерийăпа пынă.

«Паттăр ывăлăрсемпе мăшăршăн сире пысăк тав. Вĕсен ячĕсем яланах пирĕн асăмра пулĕç», - тенĕ Сергей Евстафиевич.

Çурçĕр Кавказра пуç хунă ентешĕсене вĕсем çуралнă тăван тăрăхĕсенче те манмаççĕ. Леонид Пучков ячĕпе, акă, Шупашкар районĕнчи Шуркасси ялĕнче тата полицин районти пайĕнче Асăну хăми уçнă. Чăрăшкассинчи вăтам шкула тата ĕçтешĕсем полицин районти пайĕ вырнаçнă урама унăн ятне парас пуçарупа тухнă.

Полицин аслă сержанчĕ Александр Егоров çуралнă Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче те кĕçех Асăну хăми уçăлмалла.

Марина СЕРГЕЕВА,

ЧР ШĔМĕн  пресс-служби

Марина СЕРГЕЕВА