Паттăра асрах тытаççĕ
Самар облаçĕнче Совет Союзĕн Геройне Григорий Кузнецова асра тытса чăваш культурин каçне ирттернĕ. Шунтал районĕнчи Туарма ялĕнчи культура çуртне Геройăн тăванĕсем, ентешĕсем, ытти регион хăнисем пухăннă.
Вĕсем паттăр ентешĕн пурнăçĕпе пултарулăхне аса илнĕ. Чи пахи - мероприятире чăвашла кăна калаçнă. Григорий Ильич Кузнецовăн /1907 - 1974/ аслашшĕ ялта чи ăста тимĕрçĕ пулнă. Вĕсен хушамачĕ те çавăнтанах пуçланнă-мĕн. Шкултан вĕренсе тухнă Григорий аслашшĕн ĕçне малалла тăснă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта кайнă. Çапăçу хирĕнче чăваш каччи паттăрлăхпа, хăюлăхпа палăрнă. Григорий Кузнецов виçĕ хутчен аманнă. «Ылтăн Çăлтăр» медальпе Ленин орденĕ паттăра 1947 çулта çеç, тăван ялĕнче тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ чухне, шыраса тупнă. Григорий Кузнецов ашшĕ тивĕçне те туллин пурнăçланă: мăшăрĕпе вĕсем 9 ача пăхса ÿстернĕ. Совет Союзĕн Геройĕн йăхне 45 мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕсемпе вĕсен ачисем тăсаççĕ.
А.ГРОМОВА.
Комментари хушас