Паттăр çăлавçăсем
11 Feb, 2016 | Çамрăксем

Маттур çамрăксем, Михаил Крымовпа Евгений Порфирьев, наградăна тивĕçнĕ. Вĕсем çулла шывра путакан çынна çăлнă.

Ку пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче пулнă. Çамрăксем Шупашкарти пляжра хĕвел çинче хĕртĕннĕ. Ÿсĕр арçын «банан» аттракционпа тÿлевсĕр ярăнма шухăшланă. Хайхискер унран çакланнă. Анчах Атăл варрине çитсен вăл вĕçерĕнсе кайнă та путма тытăннă. Аттракцион хуçисем арçынна çăлма килĕшмен. Ун чухне 10-мĕш класа куçнă Михаил Крымов тата шкул пĕтернĕ Евгений Порфирьев çухалса кайман - юханшыва кĕрсе арçынна çăлнă. Михаилпа Евгение Станислав Антонов генерал-майор Хисеп хучĕпе чысланă.