Патшалăх укçипе тухăçлă усă курмалла

23 Кăрлач, 2014

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне пирвайхи хут Интернет сетĕнче тÿрремĕнех кăтартрĕç - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та калаçăва шăпах çакăн çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ: «Ку енĕпе эпĕ тивĕçлĕ хушу панăччĕ - вăл пурнăçланать. Çак ĕçе малалла тăсăпăр - граждансемшĕн пирĕн уçăрах пулмалла. Пирĕн йышăнусем ахаль çынсене мĕн параççĕ - хамăрăн ĕçре яланах çакна тĕпе хумалла».

Кун йĕркинче палăртман тепĕр самант та пулчĕ: Михаил Васильевич ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçине Иван Никитина ĕçрен хăтарни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл хăйĕн çулĕсене кура контракта татма ыйтса çырнă-мĕн. Республика Пуçлăхĕ Иван Георгиевича Хисеп грамотипе наградăланă та - ăна тата чечек парса саламланă май ĕçшĕн тав турĕ. Хисеплĕ шурсухал хăй те сăмах илчĕ: «Республика влаçĕсем халăхăн хăтлă пурнăçне тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тăваççĕ. Çурт-йĕр инспекцийĕ çак тĕллеве пурнăçланă, шанатăп, малашне те пурнăçласа пырĕ...» Унтан çапларах хушса хучĕ: «Сирĕнпе, Михаил Васильевич, ĕçлеме йывăр, анчах - хисеплĕ...»

ЧР Пуçлăхĕн ку сăмахсем тĕлĕшпе комментари пулмарĕ. Самантлăх тăхтав хыççăн вăл тепĕр указа алă пусни çинчен хыпарларĕ: инспекци ертÿçин пушаннă должноçне Олег Бирюкова уйăрса лартнă. Пĕлмен-туман çын мар - халĕччен Шупашкарти Калинин районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пуканне йышăннă. Çак йĕркесен авторĕшĕн, сăмах май, тата маларахах - лайăх палланă çын: хăй вăхăтĕнче чылай вăхăт Чăваш таможнин пуçлăхĕн çумĕн должноçĕнче ĕçлетчĕ - ун чухнех тачă çыхăну тытаттăмăр. «Тÿрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ - шăпах асăннă должноçра ĕçлеме кирлĕ пахалăхсем. Ĕçĕр яваплă, саккунсенчи çитменлĕхсем чăрмантарсан совеçе тĕпе хурăр», - пехиллерĕ Михаил Васильевч пурăнмалли çурт-йĕрĕн çĕнĕ тĕп инспекторне.

Кун йĕркинчи ыйтусем çине куçнă май чи малтанхисен шутĕнче патшалăхăн 2014-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли программине тишкерчĕç. Спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх - ăна пурнăçлама 7 млрд тенке яхăн уйăрмашкăн пăхнă. М.Игнатьев программа пурнăçланнине хакламалли индикаторсен шутне çынсем табак туртма пăрахнине, преступленисем сахалланнине те кĕртме сĕнчĕ. Çакă, паллах, объективлăрах хаклав пулĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕ отчет турĕ. Кризис тапхăрĕнче çак служба пулăшăвĕ ĕçсĕр юлнă нумай çыншăн шанчăклă тĕрев пулса тăни паллă. Анчах унăн пĕлтерĕшĕ паян та пысăк. Ĕçсĕррисене пулăшма республика бюджетĕнчен кăна çуллен 220 млн тенкĕ патнелле уйăраççĕ. Ĕçлев служби кашни çулах 41 пинрен кая мар çынна ĕçпе тивĕçтерме палăртать.

Паян республикăра регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,7% танлашать. Анчах Сергей Петрович пытармарĕ: регистрацилекенни тата чăн ĕçсĕрлĕх - тĕрлĕ ăнлав. Юлашки, паллах, чылай пысăкрах. Рабочисен профессийĕсем хисепсĕрри пăшăрхантарать. Чăн та, юлашки вăхăтра ку енĕпе лару-тăру улшăннине кăтартакан туртăм пур. Унччен, калăпăр, платниксен, сварщиксен, çавнашкал ытти специалистăн вакансийĕ чылай пулнă, вĕсене йышăнас текен - сахалрах. Халĕ ĕç-пуç улшăнни сисĕнет. Çав вăхăтрах унччен ытлашшипех пулнă бухгалтерсемпе юристсен, экономистсемпе делопроизводительсен шучĕ чакни те курăнать.

Служба ертÿçи тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ: ĕç паракансем ĕçлев центрĕсене вакансисем сĕнеççĕ, анчах тĕпрен илсен вĕсен ĕç укçи пĕчĕк - çынсемшĕн илĕртÿллĕ тееймĕн. Тепĕр енчен, ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илнĕ вăхăтрах тĕрлĕ çĕрте вăрттăн ĕçлекен те пур - кунашкал тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ. Çуллен - пин ытла тĕслĕх. Çавнашкал çын пĕр пин тенкĕ ытла пособи илнĕ тĕк - уголовлă ĕç пуçарасси те часах. ЧР Пуçлăхĕ кунашкал йĕркесĕрлĕхпе çырлахма юраманнине палăртрĕ: патшалăх ĕçсĕррисене пулăшма укçа уйăрать, хăшĕсем çав укçана сăлтавсăрах илеççĕ - «çакна йăла шайĕнчи коррупци тесе хаклама та пулать».

Ялсенче ĕçлесе пурăнакансене, çав шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди парса пулăшмалли правилăсене çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх - пулăшу виçи çурт-йĕр хакĕн 70% ытла пулма пултараймасть. Çак ĕçе РФ Ял хуçалăх министерстви те укçапа тĕревлĕ.

2013 çулхи 4-мĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ укçан чи пĕчĕк виçине çирĕплетрĕç - 6049 тенкĕ. Çак виçе умĕнхи кварталтинчен 120 тенкĕ пĕчĕкреххине вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ăнлантарчĕ: апат-çимĕç мар таварсем йÿнелнĕ - çакă сăлтавланă. «Апат-çимĕç маррисен» хакĕ пĕчĕкленни апат-çимĕç таварĕсем хакланнине çĕнтернĕ пулса тухать...

Хула çумĕнчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрекен чукун çул транспорчĕн тарифĕсен ыйтăвĕпе Конкуренци политикин службин ертÿçи Альбина Егорова сăмах илчĕ. Асăннă тивĕçе «Содружество» АО пурнăçлать, илсе çÿрекен пассажирсен тÿпи 1% яхăн çеç. Вĕсен шучĕ чакса пырать. Анчах компани çынсене йÿнĕпе илсе çÿренĕ май нумай тăкакланнине кăтартать-мĕн, вăл шутласа палăртакан тариф 62 тенкĕ патнеллех. Тариф служби вара 10 километрлă зонăшăн çак виçене 24 тенкĕ шайĕнче палăртнă. Компанин хайхи тухса ÿкекен тăкакĕ - 44 млн тенкĕ. Пĕлтĕр шăпах асăннă ыйтусем шăв-шав çĕкленĕччĕ те - М.Игнатьев ку ыйтусемпе тимлĕ ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ.

2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли программăна кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе С.Павлов вице-премьер паллаштарчĕ. Асăннă программа валли пĕлтĕр пĕтĕмпе 2,4 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. Унăн тытăмĕнче çум программăсем те пур. Калăпăр, мелиораци программи. Ăна пĕлтĕр РФ Ял хуçалăх министерстви ырланă, кăçал та пулăшасса шанма пулать. 3 çул хушшинче 200 млн тенкĕлĕх мелиораци техники туяннă. Халĕ Чăваш Енре шăваракан лаптăксем 6 пин гектар патнелле.

Анчах пĕлтĕр çанталăк шăрăххине пăхмасăр 4 пин гектара çеç шăварнă иккен - М.Игнатьев шăпах çакăнпа кăмăлсăрланчĕ: «Патшалăх условисем туса парать - хуçалăхсем вĕсемпе туллин усă курмаççĕ...» Çĕрсене шăварса тăни вара пахча çимĕç, çĕр улми тухăçне чылай ÿстерме май парать. Ял хуçалăх министрĕ палăртнă тăрăх - «иккĕмĕш çăкăра» гектартан 500 центнер таранах илме пулать. Çавăнпах шăваракан лаптăксене пысăклатсах пырасшăн - асăннă программăра палăртнă 2020 çул тĕлне вĕсем 15 пин гектара çитмелле.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.