Патшалăх программине ырланă

5 Раштав, 2013

Чăваш Республикин 2014-2020 çулсем валли хатĕрленĕ "Чăваш Ен информаци обществи" патшалăх программине ЧР Министрсен Кабинечĕ чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче ырланă. Унăн тытăмне 4 çум программа кĕрет.

Патшалăх программин тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин экономика, социополитика, культура, общество пурнăçĕн ытти сферинче информаци тата телекоммуникаци технологийĕсене аталантарасси. Ăна пурнăçа кĕртни Интернетпа усă куракан кил хуçалăхĕсен шутне пысăклатма, патшалăх пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе кÿрессин пахалăхне тата влаç органĕсен уççăнлăхне ÿстерме май парĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ патшалăх пулăшу ĕçĕсене пахалăхлăн кÿресси пулнине палăртнă. Унăн шухăшĕпе - влаçăн уçă пулмалла. Уççăнлăх регионăн ĕç климатне тата инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Ку енĕпе малалла ĕçлеме чĕнсе каланă. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева Правительство членĕсене патшалăх программипе паллаштарнă май уйрăм самантсем çинче чарăнса тăнă. Программăпа килĕшÿллĕн 2021 çул тĕлне Чăваш Ен информаци технологийĕсен аталанăвĕ енĕпе лидер шутланакан субъектсен теçеткинче упранса юлма тивĕç. Интернетпа усă курасси 100 кил хуçалăхĕ пуçне хулара - 90, ялта 60-а çитмелле. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен рейтингĕнче кил хуçалăхĕсенче Интернет пуррипе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Халĕ пирĕн республикăра Интернетпа усă куракансен йышĕ 65,4% танлашать /Раççейре - 52%/, хуласенче - 76%.

Программăра патшалăх /муниципалитет/ пулăшу ĕçĕсене пахалăхлăн кÿмеллине те палăртнă. Чăваш Енре Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсен 69 тĕсĕпе усă курма пулать. Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне порталта 38,5 пин çын регистрациленнĕ. Ку вăл республикăра пурăнакансен 3,1%. Чăваш Ен асăннă кăтартупа ФАО регионĕсен рейтингĕнче Самар /6,8%/ тата Чĕмпĕр /5,8%/ облаçĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта. 2019 çул тĕлне çак мелпе усă куракансен йышĕ 70% çитмелле.

Чăваш Енре документсен электрон çаврăнăшне 216 влаç органĕ тата бюджет учрежденийĕ хутшăнаççĕ. 2013 çул пуçланнăранпа çак тытăм урлă 5,3 документ илнĕ /ку вăл пĕлтĕрхинчен 15% нумайрах/ тата 4,3 пин ярса панă /ÿсĕм - 23%/. Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче çулталăк вĕçлениччен "Уçă кăтартусем" уйрăм /www.opendata.cap.ru/ туса хураççĕ, унта ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки уçă информаци вырнаçтарĕç.

Геоинформаци тивĕçтерĕвĕн аталанăвĕпе çыхăннă çум программа влаç органĕсен информресурсĕсенчен хутлăх кăтартăвĕсен пĕрлехи инфратытăмне туса хума май парать. Республикăн геоинформаци порталĕ /вăл кăçал çулла ĕçлеме пуçланă/ çак инфратытăма йĕркелемелли тата аталантармалли никĕс пулса тăрать. Хальхи вăхăтра геопорталта Чăваш Республикин интерактив карттипе /унта патшалăх учрежденийĕсем, культура еткерĕн объекчĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем, ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем пирки калакан кăтартусем пур/ тата республикăн инвестици площадкисем пирки пĕлтерекен информаципе паллашма пулать.

"Информаци хутлăхĕ" çум программăна тĕпе хурса регионти МИХсен, кĕнеке кăларассин тата цифра телекуравĕн аталанăвĕпе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртĕç. Чăваш Енре хальхи вăхăтра 174 массăллă информаци хатĕрне регистрациленĕ. Кĕнеке кăларасси пирки калас тăк - ачасемпе çамрăксем тата РФ регионĕсенче пурăнакан чăвашсем валли социаллă пĕлтерĕшлĕ кăларăмсене кун çути кăтартмашкăн патшалăх та пулăшĕ.

И.БЕЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.