Патшалăх хресчене еплерех пулăшĕ?

12 Пуш, 2014

Республикăн агропромышленноç комплексне пĕлтĕр хыснаран 2,45 млрд тенкĕ - виçĕм çулхинчен 19% нумайрах - уйăрнă. Кĕмĕл кăçал та чылай парĕç. Уйрăммăн илсен ăратлă выльăх, вăкăр вăрлăхĕ, чĕпĕ кăлармалли çăмарта, талăкри чăх чĕппи туянма, ял хуçалăх организацийĕсен сĕт лайăх антаракан ĕнисене, ятарлă хуçалăхсен ăратлă ама выльăхне тăрантма кăçал та куçарĕç.

2014 çулта субсиди памалли йĕркене çавнашкал улшăну кĕртнĕ. Ăратлă выльăх ĕрчетекен ятарлă хуçалăхсем мăйракаллă шултра ама выльăха, вăл шутра ашлăх ăратлă ама выльăха пăхма иртнĕ çул кашни условнăй ĕне пуçне федераци хыснинчен - 4200 тенкĕ, республика бюджетĕнчен çак укçан 5% чухлĕ илнĕ. Вĕсене тĕревлеме кăçал пĕрремĕшĕнчен - 3615 тенкĕ, иккĕмĕшĕнчен ку кĕмĕлĕн 5,8% чухлĕ ярĕç.

Ăратлă выльăх ĕрчетекен ятарлă хуçалăхсене ăратлă ама выльăха /мăйракаллă шултра ама выльăхсăр пуçне/ çитерме федераци хыснинчен укçа кашни условнăй выльăх пуçне - 3520 тенкĕ, республика бюджетĕнчен çак нухратăн 5% чухлĕ тивнĕ. 2014 çулта федерацирен - 3030 тенкĕ, республика хыснинчен ку укçан 5,8% чухлĕ парĕç.

Ăратлă выльăх ĕрчетекен ятарлă хуçалăхсене сĕт аван антаракан ĕнесен, самăртма хупакан выльăх шутне ÿстерме 16 уйăхран иртнĕ вăкăрсене - çулталăкра пĕрре вĕсен тăхăмĕн пахалăхне палăртнисене тата палăртаканнисене - усрама Раççей бюджетĕнчен кашни условнăй выльăх пуçне - 105248 тенкĕ, Чăваш Ен хыснинчен çав кĕмĕлтен 5% чухлĕ килнĕ. Кăçал пĕрремĕшĕнчен - 150 пин тенкĕ, иккĕмĕшĕнчен ку нухратăн 5,8% чухлĕ уйăрма пăхнă.

Хальхи вăхăтра тирпейлекен предприятисем сĕтрен юр-вар сахалрах хатĕрлеççĕ. Чăвашстатран пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ çул ăна сĕт виçипе шутласан 141,5 пин тонна - 2012 çулхинчен 17,6% сахалрах - туса кăларнă. Çакна шута илсе пĕлтĕр сунă сĕтĕн 80% кая мар сутсан кăна пысăк шанăç паракан ĕнесене пăхмашкăн субсиди уйăрма сĕнеççĕ.

РФ Правительстви кăçалхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче 21-мĕш йышăну кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем сутнă кашни литр сĕт тăкакĕн пĕр пайне федераци хыснинчен килекен укçаран саплаштарма субсиди уйăрмалли тата валеçмелли йĕркене улшăну кĕртнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви çав документа тĕпе хурса ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчи «Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем /килти хуçалăхсемсĕр пуçне/ сутнă кашни литр сĕт тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Республикин хыснинчен субсиди памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» 96-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртме хатĕрлерĕ. Кăçал сĕтшĕн субсиди 2013 çулта кашни 100 ĕнерен 70 пăруран сахал мар илнĕ, ĕне кĕтĕвне кашни квартал пуçламăшĕ тĕлне иртнĕ виçĕ уйăхринчен пĕр пуç та чакармасан тата 2014 çулта кашни уйăхра иртнĕ çулхи тапхăрти чухлех продукци туса илсен çеç параççĕ. 2013 çулта кашни ĕнерен вăтамран 7 пин литр сĕт сунă хуçалăхра кăçал сăвăма 5% ытла мар чакарсан кăна субсиди илĕç.

Минерал удобренийĕшĕн, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хими им-çамĕшĕн, çăмăллăхлă йĕркепе уйăрнă топливăшăн тата элита вăрлăхăн пĕр пайĕшĕн тивнĕ субсидие 2013 çултан ÿсен-тăран çитĕнтерме уйăракан пулăшупа улăштарчĕç.

Ял хуçалăх культурисем туса илекенсен тăкакĕн пĕр пайне федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидирен саплаштарасси кашни гектар акнă культура пуçне отчетлă тапхăрти федераци статистикин 4-сх, 1-фермер /29-сх, 2-фермер/ формисемпе килĕшÿллĕн пулса пырĕ. Хуçалăхсен субсидие тивĕçес тесен кăçал пĕлтĕрхинчен сахал мар акма-лартма шантармалла.

Иртнĕ çул сухаламан-акман, çĕр ĕçне кăçал çеç пикеннĕ организацисене ÿсен-тăранран продукци илсе курнă тăкакăн пĕр пайне 2014 çулта акнă-лартнă кашни гектар лаптăка тата акмалли-лартмалли плана тĕпе хурса саплаштарĕç. Культурăсен пĕлтĕрхи лаптăкне мĕн чухлĕ чакарнине кура субсиди пĕчĕкленет.

РФ Правительстви 2012 çулта выльăх-чĕрлĕхе страхламалли çĕнĕ йĕрке çирĕплетрĕ. Страхлакан организаципе хуçалăх хушшинче çирĕплетнĕ договорпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем хывакан страховка премийĕн тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма унăн 50% чухлĕ субсиди уйăрĕç.

2014 çулта инвестици кредичĕ илмелли йĕрке те кăштах улшăннă. Халĕччен тĕрлĕ органа тăратнă документсем саккунсене тивĕçтерсен патшалăх пулăшăвĕллĕ пулчĕç. Малашне инвестици хывассипе çыхăннă проектсене Раççей Ял хуçалăх министерствине çитеретпĕр. Çĕнтерÿçĕсене вăл çирĕплетсе камсене пулăшассине татса парать.

Кредит ставкин процентне субсидилемелли йĕркене те улшăну кĕртессе кĕтетпĕр. Строительствăна, сĕт-çу фермине тĕпрен çĕнетме хывакан инвестици кредитне тавăрмалли тата иртнĕ çулсенче илнĕ процентлă кивçене пролонгацилемелли вăхăта 15 çул таран тăсасшăн. Кун пек кредита Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн рефинансировани ставкипе - 100, çав шутра республика хыснинчен уйăракан укçаран 3% субсидилеме палăртнă.

Ялта вите хăпартма тĕллев лартнă çемье фермине 2012 çултанпа строительствăпа çыхăннă мĕн пур тăкакăн 60% бюджетран уйăракан кĕмĕлпе саплаштаратпăр. Ку çăмăллăхпа 10 çемье ферми усă курчĕ. Вĕсем 62,7 млн тенкĕ илнĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Раççей Ял хуçалăх министерствинче ĕç пуçаракан фермерсен тата çемье фермисен конкурсĕ иртнĕ. Апла пулсан вĕсене ĕçлеме хавхалантаракан программăна кăçал малалла тăсăпăр.

Раççей шайĕнчи улшăнусене, ĕç пуçлакан фермерсен сĕнĕвĕсене шута илсе вĕсене патшалăх енчен пулăшмалли йĕркене çĕнетрĕмĕр /ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчи йышăнăвĕ/. Унпа килĕшÿллĕн ĕç пуçаракан фермерсем ХФХ тумалли тапхăра 24 уйăха тăснă. Вĕсем ыйтнине шута илсе патшалăх уйăракан пĕтĕм нухрата /1,1 млн яхăн тенкĕлĕх гранта/ йăла ыйтăвĕсене татса пама мар, производствăна çеç яма юрать. Ÿлĕм кашни 500 пин тенкĕлĕх грант пуçне малтанхи пек виçĕ çынна мар, пĕрне кăна ĕçе вырнаçтармалла. Ĕç пуçлакан фермерсен конкурсне иртнĕ çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтернисемпе предприниматель çулĕпе кайнисем те хутшăнма пултараççĕ.

Пĕлтĕр республикăн «Чăваш Республикинчи ялсене 2013 çулччен аталантарасси» программине пурнăçламалли тапхăр вĕçленчĕ. Ял çыннин пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе кăçалтан «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене 2014-2020 çулсенче аталантарасси» программăна пурнăçлама тытăнатпăр. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесемпе специалистсене тата граждансене çурт тума /туянма/ мĕн пур тăкакăн 70% социаллă тÿлевпе тивĕçтермешкĕн тытăнаççĕ. Чи малтанах унпа нумай ачаллă çемьесем усă курма пултараççĕ. Кунсăр пуçне граждансене вырăнта пуçару туса ĕç пуçлама грант уйăраççĕ, яла аталантарма /тĕрлĕ енĕпе Раççей конкурсне, спорт ăмăртăвне, ытти ыйтăва татса пама/ укçа параççĕ. Çав тÿлевсемпе грантсене тивĕçме ял тăрăхĕсене социаллă пурнăçпа инженери тĕлĕшĕнчен хăтлăлатмалли, вĕсен строительствине, комплекслă, пĕр çĕререх тата АПК объекчĕсемпе çыхăнтарса пурнăçламалли проект пулмалла, пысăк технологиллĕ производствăра хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле.


Ирина КОШКИНА,

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.