Патшалăх çĕр ĕçченне пулăшасшăн

Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçи Александр Суринов Шупашкар районĕнчи чылай объектра пулса ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе паллашнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май регион ертуçи çакна аса илтернĕ: 2006 çултанпа, «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ вăй илнĕренпе, Чăваш хутлăхĕнчи аграрисем 26 миллиард тенкĕлĕх кредитпа усă курнă. Çак тапхăрта çĕр ĕç культурине палăрмаллах çĕнетсе улăштарнă, хальхи техникăсемпе пуянланнă. «Аграрисене ятран пулăшмашкăн эффективлă мерăсем туса хатĕрлеме кирлĕ те ĕнтĕ ял хуçалăхĕнчи улшăнусем пирки пухнă кăтартусем», — палăртнă Михаил Игнатьев. — Çырав пĕтĕмлетĕвĕсене налук хумашкăн пухмаççĕ. Килти хуçалăха тытса пыни паян предпринимательлĕх ĕçĕ шутланмасть».

«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорĕсен канашĕн председатетелĕ Евгения Беликова ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе интересленекен хăнасене — Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалăх службин ертÿçине Александр Суринова, ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова тата Чăвашстат пуçлăхне Эльвира Максимовăна — теплицăсене кăтартса çÿренĕ, производство калăпăшне ÿстерме тата тăкаксене чакарма май паракан çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Ун хыççăн хăнасем Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тренкассинчи Павловсен çемйин килти хуçалăхне çитсе курнă. Владимир Петровичпа Светлана Александровна вăкăр самăртаççĕ, чăхсемпе кăрккасем усраççĕ, пахчаçимĕç, улма-çырла, чечек çитĕнтереççĕ. Александр Суринов массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулмашкăн та вăхăт тупнă, çыравпа çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатнă.

— Умра — Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2020 çулхи çыравĕ. Хальхи çивĕч ыйтусенчен унччен хăтăлмалла, — палăртнă вăл. — Ял халăхĕ хуларинчен ырă та уçă кăмăллăрах, çырава пуçаруллă хутшăнать. Çапах унăн та юн шайĕнче сыхланса юлнă сисчĕвленÿ пур: çывăх çыннисем пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленнĕ, Хрущев хуçаланнă тапхăрсене кÿренÿллĕн аса илни çынсен асĕнче юлнах: выльăх шутне е усă куракан çĕр лаптăкĕн виçине кура налука пысăклатмĕç-и? Халăха канăçсăрлантаракан шикленÿ туйăмне сирмелле: халĕ кăна мар, совет саманинче те çыравсенче уйрăм çын пирки информаци пухман. Вĕсемпе пĕтĕмлетÿ тумашкăн кăна усă кураççĕ. Персонификаци кăтартăвĕсен вăрттăнлăхне саккун хÿтĕлет. Хăшĕ-пĕри выльăх е хурт-хăмăр йышне тĕрĕс пĕлтермест, куçăхтарасран хăрать. Унашкаллисен чунне те ăшăтма пултармалла ыйтăм ирттерекенсен.

Хамăр инф.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.