Патриарх халалне ăша хывнă ăсчах

27 Раштав, 2014

Педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.А.Анисимов профессор 80 тултарнă май

Пуян та тулăх ку тавралăх. Пĕр енче анлă уй-хир сарăлса выртать, Хумпа Кĕтне шывĕсем чĕлтĕртетсе иртеççĕ. Тепĕр енче – хутăш вăрман. Унăн варрипе хăй çинчен легенда хăварнă Хĕр шывĕ çаврăнса юхать. Халăхĕ уçă кăмăллă та маттур кунта. Авалтан кунта тырпул çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, вăрманта вăй хурать. Ĕçпе те, юрă-сăвăпа та туслă. Аслă ăрусен ятне çÿлте тытасчĕ, йăх-ăрăва малалла тăсасчĕ, çамрăк ăрăва ырă йăла-йĕркене аталантарма, чĕлхемĕре упраса хăварма пулăшасчĕ тесе тăрăшать.

Шăпах çак хăтлă кĕтесре, Йĕпреç хутлăхĕнче, çут тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ пирĕн хисеплĕ çыннăмăр Геннадий Александрович Анисимов. Вăл 1934 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Эйпеç ялĕнче çуралнă. Тăван енĕн ырăлăхĕпе ăшпиллĕхне мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ ку тăрăхра ятлă-сумлă çынсем пулнă. Александр Андреевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă. Кайран пĕтĕм пурнăçне халăха вĕрентес ĕçе халалланă. Çак таврари шкулсенче учительре, директорта тăрăшнă. Амăшĕ, Евдокия Михайловна, килте тăрмашнă, алĕç ăсти пулнă, хăйĕн çепĕç те черчен чунĕпе пысăк çемьене ăшăтса тăнă.

Çапла, йышлă çемьере ÿснĕ пирĕн ырă çыннăмăр. Çиччĕн пĕртăван пулнă вĕсем: виçĕ ывăл та тăватă хĕр. Вăл - асли. Çавна май нуши те ун çине ытларах тиеннĕ, шкула çÿренĕ вăхăтрах ашшĕ-амăшне пулăшма, килте тĕрлĕ ĕç тума, шăллĕ-йăмăкĕсене пăхма тивнĕ. Геннадий ытти ача хушшинче пултарулăхпа палăрса тăнă. Туçари 7 çул вĕренмелли шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри педагогика училищинче хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи вырăс-чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Кунта та хăйĕн тăрăшулăхĕпе, тимлĕхĕпе, уйрăлса тăнă. «Филолог» стена хаçатне редакциленĕ, факультетри комсомол организацине ертсе пынă. 1957 çулта студентсен отрячĕн ертÿçи пулса Алтая тырпул пухса кĕртме каять, ĕçри хастарлăхшăн Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамоти тата «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медаль парса чыслаççĕ. Унăн отрячĕ вара пуринчен те маларах ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн куçса çÿрекен ялава тивĕçет.

Аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă хыççăн Геннадий Александрович «Молодой коммунист» хаçатра малтан литература сотрудникĕнче, кайран пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. 1960 çулта пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарать: Вăрнар тăрăхĕнчи Уравăш шкулĕнче ачасене вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕрентет, унтан Шупашкар районĕнчи Ишек шкулне куçать, пĕр вăхăт директор тивĕçĕсене пурнăçласа пырать.

1968 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех /46 çул!/ Шупашкарти педагогика институтĕнче вăй хурать, вырăс чĕлхи кафедринче аслă вĕрентÿçĕрен тытăнса профессор, ертÿçĕ таран çĕкленнĕ. Студентсене пĕлÿ панă хушăрах ăслăлăх ĕçне те пурнăçласа пырать.

2010 çулта паллă ăсчахăн «Избранные работы по лингводидактике и языкознанию» кĕнеки кун çути курать. Унта ăсчахăн икĕ тата нумай чĕлхелĕх сарăлса пынă лару-тăрура наци шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă тĕп тĕпчевĕсем кĕнĕ. Автор хальхи вăхăтра чăваш тата ытти халăх наци шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ чухне усă курмалли çĕнĕ çул-йĕрсене анлăн уçса парать.

Педагогика университетĕнче Геннадий Анисимовăн хăйĕн наукăпа педагогика шкулĕ пур. Профессор аспирантурăна ертсе пырать. Çĕнĕ ĕмĕре кĕнĕренпе кăна вăл хатĕрленипе виççĕн доктор, улттăн кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Студентсем ученăй хавхалантарнипе тĕпчев ĕçне хастар хутшăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтусемпе курс тата диплом ĕçĕсем хатĕрлеççĕ, ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче тухса калаçаççĕ.

Геннадий Александрович – обществăн ывăнма пĕлмен ĕçченĕ. 1994 çултанпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи наукăпа техникăри çитĕнÿсемшĕн паракан патшалăх премийĕсен комиссийĕн членĕ, республикăри Халăха вĕрентес ĕç министерствин вырăс чĕлхипе литератури учителĕсене аттестацилекен комиссийĕн председателĕ пулса ĕçлет. 2002 çулта ăна ЧР ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн чăн членĕ, 2009 çулта ăслăлăхпа ÿнер Петров академийĕн академикĕ пулма суйланă. Вăл тĕрлĕ çулсенче педагогика, вырăс тата чăваш чĕлхисем, социолингвистика, психолингвистика, вырăс чĕлхин теорийĕпе меслетлĕхĕ енĕпе доктор диссертацийĕсем хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен канашсен членĕ шутланнă.

Педагогика наукисен докторĕ, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.А.Анисимов паян, яланхи пекех, хĕрÿ ĕçре. Унра хамăр халăхăн ырă енĕсем – тĕлĕнмелле хастарлăхĕпе ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ, сăпайлăхĕпе сапăрлăхĕ, тасалăхĕпе тÿрĕлĕхĕ – хĕвел шевли пек çиçсе-çуталса тăраççĕ. Унра меслетçĕ-тĕпчевçĕ пултарулăхĕ, чăн-чăн педагог таланчĕпе опычĕ тачă шайлашура. Вăл хăйĕн пархатарлă ĕçĕнче хамăрăн аслă Патриархăн И.Я.Яковлевăн халалĕнчи ырă шухăшсене яланах асра тытать.

Александр Мефодьев,

çыравçă, ăсчах

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.